Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пушшех сăмах пирĕн базăра пур.
пушшех (тĕпĕ: пушшех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ӑна тарма памасан пушшех лайӑх, ҫавӑнпа кашни пӗр-ик сехетрен тӗрӗслесех тӑм алла.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ӑна эпӗ те асӑрхарӑм-ха, — терӗ ҫӑра сухалпа мӑйӑх хушшинче пушшех шап-шуррӑн курӑнакан шӑлне йӗрсе.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Чӑнах-и? — пушшех тӗлӗннӗ пек турӗ хуҫа.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вара ҫакна асӑрхарӗ: станци ҫумӗнчи поселок ӳсессе ӳсет те, лавккасем пушшех хӑвӑртрах йышланса пыраҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Оглоблин, хӗсӗк куҫне пушшех хӗссе, чӑйл-чал пӑхса илчӗ, милици начальникӗ аллине уҫӑ капур ҫинче тытса тӑнине асӑрхарӗ, вара пиҫиххипе портупея хуллен вӗҫертсе, сӗтел ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унӑн ҫутинче хӗр пичӗ пушшех сӗт пек тасан курӑнать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӗллӗн-тӗллӗн курӑнакан хурӑнсем кӑна, шывран тин тухса сасартӑк ҫын куҫӗ умне лекнӗ хӗрсем пек именчӗклӗн авӑна-авӑна илекенскерсем, шап-шурӑ вуллисемпе палӑрса тӑраҫҫӗ, тата хыр-чӑрӑш, пире ҫулла-и е хӗлле, ҫуркунне-и е кӗркунне — пурте пӗрех тенешкел, симӗс тумне хура йывӑҫсем хушшинче пушшех кӑтартма тӑрӑшса, пӗлӗтелле мӑнаҫлӑн кармашать…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл саппун аркин тӳрчӗпе питне шӑлса типӗтрӗ те, макӑрнипе пушшех йӑлтӑрккаланнӑ чакӑр куҫлӑскер, хӗрелсе кайнӑ ҫаврака питлӗскер, йӑрст тӳрленсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫакӑ Минина, темшӗн, пушшех килӗшмерӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепри вара пысӑках мар самӑр арҫын, кӗнӗ-кӗмен, хӗсӗк куҫне пушшех хӗссе, пӳртре ларакансене чӑл-чал пӑхса тухрӗ, сарлака пичӗ ҫинчи пуклак сӑмсине, лешӗ ҫумӑрпа йӗпеннӗрен-ши, алӑ тӳрчӗпе шӑлкаларӗ, пӗр-иккӗ нӑшлатса илчӗ, вара тин ҫинҫерех сасӑпа сывлӑх сунчӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Капла пушшех лайӑхрах пулма кирлӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мӗтрипе калаҫнӑ хыҫҫӑн ҫакӑ пушшех чуна кишӗкле пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Темле тӗлӗнмелле, куҫа курӑнман асамлӑ вӑй пушшех туртатчӗ ун патне.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Оглоблин хӗсӗк куҫне мӑчлаттарса илчӗ, пуклак сӑмсине нӑшлаттарчӗ, сарлака питне пушшех сарса, кулам пекки турӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫу-ук, унӑн никама та пӑхӑнас килмест: Минӑна та, Сидора та, ыттисене пушшех те.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫак шухӑша эсир — чӑвашсене, теприсем ытти халӑхсене ӗнентерсен, хайхи влаҫ ҫирӗплӗхӗ пушшех йӑшма тытӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пӗчченшерӗн пушшех хӑвӑрт тытса пӗтерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗри-пӗри, тен, ӳкӗнен пек те пулчӗ-ши, тепри тата ҫав тискер ӗҫсемшӗн хӑйсене милици пушшех тӗплӗнрех шырасса, влаҫ тек ӗнтӗ пӑртак та каҫармасса ӑнланчӗ-тем…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫитменнине, Сидор вӗсене, чӑвашсем пек, тункатаран мар, хӑмаран тунӑ е тутарнӑ, ҫавӑнпа, пысӑкскерсем валли, паллах, вырӑн пушшех нумай кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑна Калюков хурахӗсене тытас ӗҫе явӑҫтарни ҫак ыйтӑва пушшех ҫивӗчлетсе яма, тен, тӗппипех аркатма пултарать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех