Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пухӑвӗ (тĕпĕ: пуху) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Депутатсен Пухӑвӗ ҫывӑх вӑхӑтра темиҫе кандидатран пӗрне райадминистраци пуҫлӑхне суйлӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳсен йывӑр лавӗ малаллах кайтӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 3 с.

Ячейка пухӑвӗ хыҫҫӑн кашни ӗҫ пиркиех пуҫ тавра тӗплӗнрех шухӑшлама пулнӑ Урсэкие те Пенишора ҫинчен куҫ илме пӗлмерӗ, унӑн кашни сӑмахнех хӑлхана чикрӗ.

Урсэкие, который после собрания ячейки старался быть более рассудительным, тоже не сводил глаз с Пенишоры, ловя каждое его слово.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Тепӗр икӗ минутран — ячейка пухӑвӗ»…

«Через две минуты — собрание ячейки…»

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Отчетпа суйлав пухӑвӗ хыҫҫӑн хамӑр вырӑнсенчех хӑтӑлса юлсан, малашне те пӗрле ӗҫлӗпӗр, тен, пӗрле ӗҫӗпӗр, — сӑмахне вӗҫлерӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.

Кӗҫех отчетпа суйлав пухӑвӗ пулать.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.

Кашни уйӑхра профсоюз пухӑвӗ тумалла пулать унӑн.

Куҫарса пулӑш

Алла — алӑ ҫӑвать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 39–41 с.

Пӗррехинче цехра комсомолецсен пухӑвӗ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Акӑ мӗнле пуҫланнӑччӗ ҫав кун: 1961-мӗш ҫулта, сентябрӗн 7-мӗшӗнче, районти партипе профсоюз активӗн пухӑвӗ пулнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Суд пулса иртнӗ хыҫҫӑн иккӗмӗш эрнинче, тунтикун, Касмухха пур уполномоченнӑйсене те Тӗмшер ялӗнче ыран мар тепӗр кунне община пухӑвӗ пухӑнасси ҫинчен пӗлтерчӗ, пухӑва кашни вунӑ килтен пӗр ҫын суйласа ямарӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ыран комсомолецсен пухӑвӗ пулать.

Куҫарса пулӑш

Сергей ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Советра шӑпах тата ял Совет активӗн пухӑвӗ пырать.

Куҫарса пулӑш

Сахар ҫухалать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хальхинче коммунистсемпе комсомолецсен уҫӑ пухӑвӗ пулса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Каллех пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Комсомол пухӑвӗ пулчӗ тет.

Куҫарса пулӑш

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пухӑвӗ вӑл килӗшрӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав указ хыҫҫӑн аллӑ ултӑ ҫул иртсен, 786 ҫулта, Константинополь хулинче (сӑмах май каласан, ҫав хула халь Хура тинӗс хӗрринче чи пысӑккисенчен пӗри шутланать) чиркӳсен пуҫлӑхӗсен пысӑк пухӑвӗ пуҫтарӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халӗ ял Советне кайса, кӗҫӗр комсомолецсен пухӑвӗ пуласси ҫинчен пӗлтерӳсем ҫырар, — терӗ Уҫӑп, юлташӗсем ҫине хӗп-хӗпӗрчӗк куҫпа пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑрнар муниципаллӑ округӗн пӗрремӗш сасӑлаври депутатсен Пухӑвӗ йӗркеленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх шанӑҫне тӳрре кӑларса аталанушӑн тимлӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11310-kh ... h-n-timl-c

Бибар Растов князь воеводӑна, «пӗтӗм Хусан ҫӗрӗн» пухӑвӗ йышӑннӑ тӑрӑх, Хусан ханӗпе ун амӑшне вырӑссен аллине пама илсе килни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Пӗтӗм Хусан ҫӗрӗн» пухӑвӗ Шигалее хӑй ыйтать!

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫынсем хӗрсе тырӑ вырнӑ вӑхӑтра, ҫурла уйӑхӗнчи тӳлек кунсенчен пӗринче Казанка шывӗ хӗррине курултай — «пӗтӗм Хусан ҫӗрӗн» пухӑвӗ — пуҫтарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех