Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пухаҫҫӗ (тĕпĕ: пух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Аслӑ вӗренӳ заведенийӗсене кӗрес ыйтусем абитуриентсемпе ашшӗ-амӑшне хумхантараҫҫӗ. Саккунпа килӗшӳллӗн сроксене ҫирӗплетни аслӑ пӗлӳ илме хатӗрленекен выпускниксен правине хӳтӗлессине ӳстерет, — тенӗ парламентарий. — Ҫавна май каччӑсемпе хӗрсем мӗн пур нюанссене пӗлсе тӑма пултараҫҫӗ, хӑш экзамена тӗплӗнрех хатӗрленме кирлине пӗлсе пӗлӳ пухаҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Алена Аршинова: "Экзаменччен кӑшт маларах кӳртӗм тӗрӗслевне улӑштарни килӗшӳллӗ мар" // Авангард. «Авангард», 2016.05.06

10. Вӗсем тӗрӗс пурӑнма пӗлмеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа: пусмӑрласа, ҫаратса хӑйсен керменӗсене мул пухаҫҫӗ.

10. Они не умеют поступать справедливо, говорит Господь: насилием и грабежом собирают сокровища в чертоги свои.

Ам 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Ылтӑнпа кӗмӗл пухаҫҫӗ, ытти тӗрлӗрен хаклӑ йышши япала та пухса пыраҫҫӗ, унтан чипер сӑнлӑ, хитре хӗрарӑма кураҫҫӗ те, 19. пурне те пӑрахса, ун патнелле ӑнтӑлаҫҫӗ, ун ҫине ҫӑвар карса пӑхаҫҫӗ, ӗнтӗ пурте ылтӑнпа кӗмӗлтен те, ытти хаклӑ япаларан та ытларах ун ҫумне ҫыпҫӑнаҫҫӗ.

18. Если соберут золото и серебро и всякие драгоценности, а потом увидят одну женщину, хорошую лицом и красивую, 19. оставив все, устремляются к ней и, раскрыв рот, смотрят на нее, и все прилепляются к ней более, чем к золоту и серебру и ко всякой дорогой вещи.

2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

«Республика экономикине тӗреклетмешкӗн пултарнӑ тата май килнӗ таран хутшӑнатпӑр, - тет Юрий Ефимович. - Обществӑн виҫӗ предприятийӗ ӗҫлет. Шупашкарта газ плити валли электрозажигалка, оборудование розеткӑпа ҫыхӑнтармалли тӗрлӗ йышши шнур пухаҫҫӗ. Канаш хулинчи предприятире вырӑн таврашӗн пуххине, алшӑлли, ӗҫ тумӗ, йӑлара тата кулленхи ӗҫре усӑ курмалли щеткӑсем ӑсталаҫҫӗ. Малтанхи ҫулсенче картон цехӗ кал-кал ӗҫленӗ - торт курупкисем хатӗрленӗ. Самана таппипе тан пыраймарӑмӑр. Вӗсене илемлетсе кӑлармашкӑн тӗрлӗ тӗспе ҫапакан полиграфи оборудованийӗ пулманнипе асӑннӑ производствӑна хупма тиврӗ. Куҫ курманнисен Улатӑрти предприятийӗн саккасӗсемпе те мухтанмалли ҫукрах. Хальлӗхе рабочисем электрооборудовани чӗркемӗ хатӗрлеҫҫӗ, Чулхулари автозавод ыйтнипе тӗрлӗ йышши щетка ӑсталаҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех