Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пусӑ сăмах пирĕн базăра пур.
пусӑ (тĕпĕ: пусӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара часах пусӑ хӗрринчи салтак тӳми чечекӗсем хушшинчен хуткупӑсне йӑтса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Якур хӑй те пиншакне пусӑ хӗррине пӑрахрӗ, ҫум ҫумлама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл каллех икӗ пусӑ хушшинчи сукмак тӑрӑх утрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тепӗр чухне вӑл аслӑ ҫултан пӑрӑнать те утать вара пусӑ чиккипе.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫаксене тӑвас тесен, Вишневский шучӗпе, халӑха вӗрентес ӗҫе ҫӳллӗрех шая ҫӗклемелле, нумай пусӑллӑ пусӑ ҫаврӑнӑшӗсем йӗркелемелле, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессине пур енӗпе те лайӑхлатмалла, садсем лартмалла, пахча-ҫимӗҫ ӳстермелле.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Укахви пусӑ хапхи витӗр уя тухрӗ, ҫӗртме ани урлӑ выртакан ҫерем пуснӑ сукмак ҫине кӗчӗ, вара вӑрман енне ҫул илчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Иртнӗ ҫул 604 гектар усӑ курман ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Евлалия Васильева ертсе пынипе вырӑнти условисенче меллӗ пусӑ ҫаврӑнӑшне хатӗрлесе ӗҫе кӗртнӗ, тӑпра пулӑхне тата акӑнакан культурӑсен уйрӑмлӑхӗсене кура удобренисемпе усӑ курассине, вӑрлӑх туса илессине ӑнӑҫлӑ йӗркелесе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Евлалия Васильева агрономӑн пурнӑҫ уйӗ // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b5%d0%b ... 83%d0%b9e/

Выльӑх-чӗрлӗхе, пахча-ҫимӗҫе пусӑ шывӗпе шӑвараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыв пулать, ҫул сараҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=h5DSCd_0rFo

Вӑл пусӑ ҫаврӑнӑшне тивӗҫлипе йӗркелесе пыма май панине, тӑпра структурине лайӑхлатма, анасене ҫум курӑкран тасатма, уйрӑмах хир сӗллине (овсюг) пӗтерме пулӑшнине, люцерна тата клевер йышӑнакан лаптӑксенчи тӑпрана азотпа пуянлатнине пӗлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Ака ӗҫне пӗтӗмлетер-и? // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b0%d0%b ... 80-%d0%b8/

Нумай ҫул ӳсекен курӑксен пӗтӗмӗшле лаптӑкне шута илсен, вӗсене кашни ҫул 2000 гектартан кая мар пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмелле.

Куҫарса пулӑш

Ака ӗҫне пӗтӗмлетер-и? // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b0%d0%b ... 80-%d0%b8/

Чӑваш Енре усӑ курман ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртессипе 2015-мӗш ҫултан ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫураки алӑкран шаккать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60495

Николай Самарин Киров поселокӗнчи малтан усӑ курман 400 яхӑн гектар ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хырай Ӗнелсем ҫӗнӗ клуб тутарасшӑн // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 13 с.

Аграрисем усӑ курман ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртес енӗпе те тимлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи ӗҫсене кӗске вӑхӑтра пурнӑҫлама тивӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60623

Тепӗр пысӑк ӗҫсенчен пӗри – хамӑр тӑрӑхра ҫӗр ӗҫченӗсем кирлӗ пек пахча ҫимӗҫе лартса ҫитӗнтерни, ял хуҫалӑх валли уйӑрнӑ ҫӗр лаптӑкӗсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртессипе те яваплӑха туйса ӗҫсене йӗркелесе пыма пикенетпӗр тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

«Раҫҫей 24» эфирта – Чӑваш Ен ҫирӗп аталанӑвӗ ҫинчен // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/28/racc ... ave-cinche

Пирӗн ҫывӑхра пӗр ҫара ҫерҫи урлӑ-пирлӗ вӗҫкелесе ҫӳреме тытӑнчӗ. картишӗнче пусӑ тараси кӗриклетсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

2015-мӗш ҫултанпа республикӑра усӑ курмасӑр выртакан 127,9 пин гектар ҫӗр лаптӑкне пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев ҫӗр ӗҫченӗсене кашни гектар ҫӗр лаптӑкӗпе тухӑҫлӑ усӑ курма чӗнсе каланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/27/oleg ... er-laptkpe

Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2025-мӗш ҫулччен ял хуҫалӑх валли уйӑрнӑ, анчах та усӑ курмасӑр выртакан 27 пин гектар ҫӗр лаптӑкне пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртме палӑртса хунӑ, ку республикӑри ял хуҫалӑх валли уйӑрнӑ мӗнпур лап-тӑкӑн 3,7 проценчӗ шутланать.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев ҫӗр ӗҫченӗсене кашни гектар ҫӗр лаптӑкӗпе тухӑҫлӑ усӑ курма чӗнсе каланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/27/oleg ... er-laptkpe

Тӗп ыйтусенчен пӗри – усӑ курман ҫӗр лаптӑкӗсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртесси.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев ҫӗр ӗҫченӗсене кашни гектар ҫӗр лаптӑкӗпе тухӑҫлӑ усӑ курма чӗнсе каланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/27/oleg ... er-laptkpe

Арӑмӗ персе панӑ пуш витрене йӑтрӗ те Павӑл шыв ӑсма тухрӗ, пусӑ шерпетне мехле-мехлех ӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех