Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пусӑ сăмах пирĕн базăра пур.
пусӑ (тĕпĕ: пусӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӳрт умӗнчи ватӑ йӑмрапа пусӑ ҫумӗнчи ҫамрӑкрах йӑмра пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла кашлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Айккинерех пусӑ хӑвӑлӗ тумалли йывӑҫ вулли курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Николай Семенович кил картишӗнче нимелле пусӑ чавнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Юманлӑх поселокӗ пулнӑ вырӑна ҫитсе пусӑ патне чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Акӑ, юлашки пусӑ та вӗҫленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӳрте кӗрсен, хывӑнса питне-куҫне пусӑ шывӗпе ҫуса илнӗ хыҫҫӑн вӑл акӑ мӗн каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

…Арҫынсем ҫар вӗренӗвӗнчен таврӑннӑранпа фермӑра-и, хирте-и, пусӑ патӗнче-и, лавккара-и — пур ҫӗрте те вӑрҫӑ пирки калаҫу пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫул ҫинче пусӑ тӗл пулчӗ.

Встретился на пути колодец.

Пушӑ хирпе // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пур ҫӑлтӑр та тутӑх тивнӗ шӑлтӑрмалла пусӑ пек курӑнӗ куҫа.

И все звезды будут точно старые колодцы со скрипучим воротом.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Вӑл кулса ячӗ те пӑявне аллине илчӗ, унтан пусӑ шалтӑрмине пушатма пикенчӗ.

Он засмеялся, тронул веревку, стал раскручивать ворот.

XXV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Хӑйӑр питне алтаҫҫӗ те — пусӑ хатӗр.

просто яма в песке.

XXV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫапла эпӗ утнӑ май ҫӗнӗ кун пуҫламӑшӗнче пусӑ патне пырса тухрӑм.

Так я шел — и на рассвете дошел до колодца.

XXIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Кунашкал сӗнӳ усӑсӑррине пӗлсе эпӗ алӑ ҫеҫ султӑм: вӗҫӗ-хӗррисӗр пушхирте ӑнсӑрт-кӗмсӗрте шанса пусӑ шыраса ҫӳресси!

Я устало развел руками: что толку наугад искать колодцы в бескрайней пустыне?

XXIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Пусӑ шырама каяс пулать…

Пойдем поищем колодец…

XXIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Пусӑ алтма шухӑшланӑ.

Решили вырыть колодец.

Ҫӑлсем (пусӑсем) // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

2019 ҫулта вӗсем 1351 гектар ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйра текех кашламӗ сӗм вӑрман Тыр-пул пусси куҫа илӗртӗ аякран // Вячеслав КАСЬЯНОВ. http://kanashen.ru/2023/09/15/%d1%83%d0% ... %83%d1%81/

Малтанхи тапхӑрта Ӑвӑспӳрт Кипечпе Вӑтакас Кипеч уйӗсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртме «Агропром» фирмӑпа килӗшӳ тунӑ пулнӑ, Шаккӑл енче «Бородино» компани ӗҫлеме килӗшнӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйра текех кашламӗ сӗм вӑрман Тыр-пул пусси куҫа илӗртӗ аякран // Вячеслав КАСЬЯНОВ. http://kanashen.ru/2023/09/15/%d1%83%d0% ... %83%d1%81/

Усӑ курман ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмелли патшалӑхӑн тӗллевлӗ программине пурнӑҫлама тытӑнсан канашсем республикӑра чи кайра пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйра текех кашламӗ сӗм вӑрман Тыр-пул пусси куҫа илӗртӗ аякран // Вячеслав КАСЬЯНОВ. http://kanashen.ru/2023/09/15/%d1%83%d0% ... %83%d1%81/

2017 ҫулта вӑрман касса пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмелли ҫӗрсем Канаш тӑрӑхӗнче 9925 гектар шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйра текех кашламӗ сӗм вӑрман Тыр-пул пусси куҫа илӗртӗ аякран // Вячеслав КАСЬЯНОВ. http://kanashen.ru/2023/09/15/%d1%83%d0% ... %83%d1%81/

Ака ӗҫӗсем хыҫҫӑн хура пусӑ ҫине куҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑй телейне ют ҫӗртре шыраман // Елена ВАЛИЕВА. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... an-3444420

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех