Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӗ сăмах пирĕн базăра пур.
пурӗ (тĕпĕ: пурӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
5. Иаковран ҫуралнисем пурӗ ҫитмӗл [пилӗк] чун пулнӑ; Иосиф ун чухне Египетра пулнӑ ӗнтӗ.

5. Всех же душ, происшедших от чресл Иакова, было семьдесят [пять], а Иосиф был уже в Египте.

Тух 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Иаковпа пӗрле Египета пынисем, унран ҫуралса ӳснисем, Иаков ывӑлӗсен арӑмӗсене шутламасассӑн, пурӗ утмӑл ултӑ чун.

26. Всех душ, пришедших с Иаковом в Египет, которые произошли из чресл его, кроме жен сынов Иаковлевых, всего шестьдесят шесть душ.

Пулт 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Кусем Лаван хӑйӗн хӗрне Рахиле парса янӑ Валлӑн ывӑлӗсем; вӑл Иакова пурӗ ҫичӗ чун ҫуратса панӑ.

25. Это сыны Валлы, которую дал Лаван дочери своей Рахили; она родила их Иакову всего семь душ.

Пулт 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Кусем Рахиль Иакова ҫуратса панӑ ывӑлӗсем, пурӗ вунтӑватӑ чун.

22. Это сыны Рахили, которые родились у Иакова, всего четырнадцать душ.

Пулт 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Ной пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр аллӑ ҫул пулнӑ, вӑл вара вилнӗ.

29. Всех же дней Ноевых было девятьсот пятьдесят лет, и он умер.

Пулт 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Ламех пурӑннӑ кунҫул пурӗ ҫичҫӗр ҫитмӗл ҫичӗ [753] ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.

31. Всех же дней Ламеха было семьсот семьдесят семь лет; и он умер.

Пулт 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Мафусал пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр утмӑл тӑхӑр ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.

27. Всех же дней Мафусала было девятьсот шестьдесят девять лет; и он умер.

Пулт 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Енох пурӑннӑ кунҫул пурӗ виҫҫӗр утмӑл пилӗк ҫул пулнӑ.

23. Всех же дней Еноха было триста шестьдесят пять лет.

Пулт 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Иаред пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр утмӑл икӗ ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.

20. Всех же дней Иареда было девятьсот шестьдесят два года; и он умер.

Пулт 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Малелеил пурӑннӑ кунҫул пурӗ сакӑрҫӗр тӑхӑрвун пилӗк ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.

17. Всех же дней Малелеила было восемьсот девяносто пять лет; и он умер.

Пулт 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Каинан пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр вунӑ ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.

14. Всех же дней Каинана было девятьсот десять лет; и он умер.

Пулт 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Енос пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр пилӗк ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.

11. Всех же дней Еноса было девятьсот пять лет; и он умер.

Пулт 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Сиф пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр вуникӗ ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.

8. Всех же дней Сифовых было девятьсот двенадцать лет; и он умер.

Пулт 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Адам пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр вӑтӑр ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.

5. Всех же дней жизни Адамовой было девятьсот тридцать лет; и он умер.

Пулт 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫак майпа районти 310 ҫемье, пурӗ 6 миллион ытла тенкӗлӗх, усӑ курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ача амӑшӗсене - пулӑшу // З.ЯКОВЛЕВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Пурӗ 26 млн тенкӗ кирлӗ, хальлӗхе ял тӑрӑх администрацийӗ 11 млн тенкӗ палӑртнӑ, ӑнлантӑр ӗнтӗ, ку кӑна ҫителӗксӗр, ҫавӑнпа та ыйтӑва пӗр ҫулта кӑна татса пама май килмӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Пурӗ вара районта 5 команда ӗҫлерӗ.

Всего в районе работали 5 команд.

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Район- та ҫурхи ейӳ сарӑлнӑ вӑхӑтра Пӑла юхан шывӗ ҫумӗпе вырнаҫнӑ Патӑрь-ел, Кӗҫӗн Арапуҫ, Тутар Тимеш, Тӑрӑн, Анат Туҫа, Вӑтаел ялӗсенчи хӑш-пӗр урамсене шыв илме пултарать (пурӗ 65 хуҫалӑх, 200 ытла пурӑнакан).

Куҫарса пулӑш

Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Кӑҫалхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне унта пурӗ 20301 документ упранать.

На 1 января текущего года на хранении находятся всего 20301 документ.

Документсенче - халӑх кун-ҫулӗ // Т.ПУПИНА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Кашни командӑри вӑйӑҫ пурӗ 6 тур витӗр тухрӗ, пӗр партире кашни вӑйӑҫӑн 20 минут шухӑшламалӑх тӗрӗслев вӑхӑчӗ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кубок Элӗксенчен Ехремкассине куҫрӗ // П.ЕФИМОВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех