Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӗ сăмах пирĕн базăра пур.
пурӗ (тĕпĕ: пурӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
9. Мешелемиян пултаруллӑ ывӑлӗсем, тӑванӗсем пурӗ вунсаккӑрӑн пулнӑ.

9. У Мешелемии сыновей и братьев, людей способных, было восемнадцать.

1 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Унта ҫӳллӗ те капмар пӗр ҫын пулнӑ, вӑл ултшар пӳрнеллӗ пулнӑ, пурӗ — ҫирӗм тӑватӑ пӳрне.

Там был один рослый человек, у которого было по шести пальцев, всего двадцать четыре.

1 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Иерусалимра вара унӑн ҫаксем ҫуралнӑ: Шима, Шовав, Нафан тата Соломон, кусем, тӑваттӑшӗ, — Вирсавияран, Аммиил хӗрӗнчен, ҫуралнисем; 6. тата Ивхар, Елишама, Елифелет, 7. Ногаг, Нефег, Иафия, 8. Елишама, Елиада тата Елифелет — пурӗ тӑххӑрӑн.

5. А сии родились у него в Иерусалиме: Шима, Шовав, Нафан и Соломон, четверо от Вирсавии, дочери Аммииловой; 6. Ивхар, Елишама, Елифелет, 7. Ногаг, Нефег, Иафиа, 8. Елишама, Елиада и Елифелет - девятеро.

1 Ҫулс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Геф хулинче те ҫапӑҫу пулса иртнӗ; унта ҫӳллӗ те капмар пӗр ҫын пулнӑ; алли те, ури те унӑн ултшар пӳрнеллӗ пулнӑ, пурӗ — ҫирӗм тӑватӑ пӳрне, ҫавӑ та Рефаим тӑхӑмех пулнӑ, 21. вӑл израильсене усал сӑмахсемпе хӑртнӑ; ӑна вара Ионафан — Давид пиччӗшӗн Сафайӑн ывӑлӗ — вӗлернӗ.

20. Было еще сражение в Гефе; и был там один человек рослый, имевший по шести пальцев на руках и на ногах, всего двадцать четыре, также из потомков Рефаимов, 21. и он поносил Израильтян; но его убил Ионафан, сын Сафая, брата Давидова.

2 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Давид Филисти ҫӗршывӗнче пурӗ ҫулталӑк та тӑватӑ уйӑх пурӑннӑ.

7. Всего времени, какое прожил Давид в стране Филистимской, было год и четыре месяца.

1 Пат 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

40. Мерари ывӑлӗсене, левитсен ытти ӑрӑвӗсене, шӑпа тӑрӑх, пурӗ вуникӗ хула тивнӗ.

40. Всех городов сынам Мерариным по племенам их, остальным племенам левитским, по жребию досталось двенадцать городов.

Нав 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

34. Мерари ывӑлӗсенӗн ӑрӑвӗсене, ытти левитсене, ҫак хуласене панӑ: Завулон йӑхӗнчен: Иокнеампа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Карфапа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, 35. Димнапа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Нагалалпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене: тӑватӑ хула; 36. [Иордан леш енче, Иерихон тӗлӗнче] Рувим йӑхӗнчен: [ҫынвӗлерен тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗх хула вырӑнне Мисор пушхирӗнчи] Бецер хулипе ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ, тата Иаацӑпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, 37. Кедемофпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Мефаафпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ: тӑватӑ хула; 38. Гад йӑхӗнчен: ҫынвӗлерен тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗх хула вырӑнне Галаадри Рамофпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ, тата Маханаимпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, 39. Есевонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Иазерпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ: пурӗ тӑватӑ хула.

34. Племенам сынов Мерариных, остальным левитам, дали: от колена Завулонова Иокнеам и предместья его, Карфу и предместья ее, 35. Димну и предместья ее, Нагалал и предместья его: четыре города; 36. [по ту сторону Иордана против Иерихона] от колена Рувимова [дан город убежища для убийцы] Бецер [в пустыне Мисор] и предместья его, Иааца и предместья ее, 37. Кедемоф и предместья его, Мефааф и предместья его: четыре города; 38. от колена Гадова: города убежища для убийцы - Рамоф в Галааде и предместья его, Маханаим и предместья его, 39. Есевон и предместья его, Иазер и предместья его: всех городов четыре.

Нав 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Ҫапла Гирсон ывӑлӗсенӗн ӑрӑвӗсене хула таврашӗнчи ҫӗрсемпе пӗрле пурӗ вунвиҫӗ хула тивнӗ.

33. Всех городов сынам Гирсоновым, по племенам их, досталось тринадцать городов с предместьями их.

Нав 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Кааф ывӑлӗсенӗн ытти ӑрӑвӗсене хула таврашӗнчи ҫӗрсемпе пӗрле пурӗ вунӑ хула тивнӗ.

26. Всех городов с предместьями их прочим племенам сынов Каафовых досталось десять.

Нав 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

35. Вӗсенӗн тӗреклӗлетнӗ хулисем: Циддим, Цер, Хамаф, Раккаф тата Хиннереф, 36. Адама, Рама тата Асор, 37. Кедес, Едрея тата Ен-Гацор, 38. Иреон, Мигдал-Ел, Хорем, Беф-Анаф тата Вефсамис: пурӗ — вунтӑхӑр хула тата вӗсенӗн ялӗсем.

35. Города укрепленные: Циддим, Цер, Хамаф, Раккаф и Хиннереф, 36. Адама, Рама и Асор, 37. Кедес, Едрея и Ен-Гацор, 38. Иреон, Мигдал-Ел, Хорем, Беф-Анаф и Вефсамис: девятнадцать городов с их селами.

Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӗсен ҫӗрне Махалев, Ахзив, 30. Акко, Афек, Рехов хулисем кӗреҫҫӗ: пурӗ — ҫирӗм икӗ хула тата вӗсенӗн ялӗсем.

В местечке Ахзиве; 30. далее: Умма, Афек и Рехов: двадцать два города с селами их.

Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Тӑваттӑмӗш шӑпи Иссахара, Иссахар ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене, тухнӑ; 18. вӗсене ҫак хуласем тивнӗ: Изреель, Кесуллоф тата Сунем, 19. Хафараим, Шион тата Анахараф, 20. Раввиф, Кишион тата Авец, 21. Ремеф, Ен-Ганним, Ен-Хадда тата Беф-Пацец; 22. вӗсен ҫӗрӗн чикки Фавор, Шагацима тата Вефсамис патӗнчен иртсе Иордан патне ҫитсе тухать: пурӗ — вунултӑ хула тата вӗсен ялӗсем.

17. Четвертый жребий вышел Иссахару, сынам Иссахара, по племенам их; 18. пределом их был: Изреель, Кесуллоф и Сунем, 19. Хафараим, Шион и Анахараф, 20. Раввиф, Кишион и Авец, 21. Ремеф, Ен-Ганним, Ен-Хадда и Беф-Пацец; 22. и примыкает предел к Фавору и Шагациме и Вефсамису, и оканчивается предел их у Иордана: шестнадцать городов с селами их.

Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Виҫҫӗмӗш шӑпи Завулон ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене тухнӑ, вӗсен ҫӗрӗн чикки Сарид патне ҫитичченех тӑсӑлса пынӑ; 11. вӗсен чикки тинӗс енне, Марала патнелле, хӑпарать те Дабешеф патне ҫитсе Иокнеам умӗнчи юхӑм шыв патнех ҫитет; 12. Сарид патӗнчен каялла, тухӑҫ еннелле, хӗвелтухӑҫ еннелле, Кислоф-Фавор чиккине ҫити каять; кунтан Давраф патӗнчен иртсе Иафия патнелле улӑхать; 13. кунтан тухӑҫалла каять, Геф-Хефер, Итту-Кацин патӗнчен иртсе Риммон, Мифоар, Нея еннелле каять; 14. вара чикӗ Ханнафон патӗнчен ҫурҫӗр енчен пӑрӑнса каять те Ифтах-Ел айлӑмне ҫитсе тухать; 15. вӗсене тата Каттаф, Нагалал, Шимрон, Идеала, Вифлеем хулисем тивнӗ: пурӗ — вуникӗ хула тата вӗсен ялӗсем.

10. Третий жребий выпал сынам Завулоновым по племенам их, и простирался предел удела их до Сарида; 11. предел их восходит к морю и Марале и примыкает к Дабешефу и примыкает к потоку, который пред Иокнеамом; 12. от Сарида идет назад к восточной стороне, к востоку солнца, до предела Кислоф-Фавора; отсюда идет к Даврафу и восходит к Иафие; 13. отсюда проходит к востоку в Геф-Хефер, в Итту-Кацин, и идет к Риммону, Мифоару и Нее; 14. и поворачивает предел от севера к Ханнафону и оканчивается долиною Ифтах-Ел; 15. далее: Каттаф, Нагалал, Шимрон, Идеала и Вифлеем: двенадцать городов с их селами.

Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Вӗсене ак ҫакӑ хуласем тивнӗ: Вирсавия е Шева, Молада, 3. Хацар-Шуал, Вала тата Ацем, 4. Елтолад, Вефул тата Хорма, 5. Циклаг, Беф-Маркавоф тата Хацар-Суса, 6. Беф-Леваоф тата Шарухен: пурӗ — вунвиҫӗ хула тата вӗсенӗн ялӗсем.

2. В уделе их были: Вирсавия или Шева, Молада, 3. Хацар-Шуал, Вала и Ацем, 4. Елтолад, Вефул и Хорма, 5. Циклаг, Беф-Маркавоф и Хацар-Суса, 6. Беф-Леваоф и Шарухен: тринадцать городов с их селами.

Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Иуда ывӑлӗсен йӑхне ӑрусерен уйӑрса панӑ еткер ҫӗр ҫакӑ пулнӑ: 21. Идумея ҫӗрӗпе юнашар, кӑнтӑр енче, Иуда ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене ҫак хуласем тивнӗ: Кавцеил, Едер тата Иагур, 22. Кина, Димона, Адада, 23. Кедес, Асор тата Ифнан, 24. Зиф, Телем тата Валоф, 25. Гацор-Хадафа, Кириаф, Хецрон, тепӗр тӗрлӗ каласассӑн Гацор, 26. Амам, Шема тата Молада, 27. Хацар-Гадда, Хешмон тата Веф-Палет, 28. Хацар-Шуал, Вирсавия тата Визиофея, [вӗсенӗн ялӗсемпе хула таврашӗнчи ҫӗрӗсем,] 29. Ваала, Иим тата Ацем, 30. Елфолад, Кесил тата Хорма, 31. Циклаг, Мадмана тата Сансана, 32. Леваоф, Шелихим, Аин тата Риммон: пурӗ ҫирӗм тӑхӑр хула тата вӗсен ялӗсем.

20. Вот удел колена сынов Иудиных, по племенам их: 21. города с края колена сынов Иудиных в смежности с Идумеею на юге были: Кавцеил, Едер и Иагур, 22. Кина, Димона, Адада, 23. Кедес, Асор и Ифнан, 24. Зиф, Телем и Валоф, 25. Гацор-Хадафа, Кириаф, Хецрон, иначе Гацор, 26. Амам, Шема и Молада, 27. Хацар-Гадда, Хешмон и Веф-Палет, 28. Хацар-Шуал, Вирсавия и Визиофея [и села их и предместья их,] 29. Ваала, Иим и Ацем, 30. Елфолад, Кесил и Хорма, 31. Циклаг, Мадмана и Сансана, 32. Леваоф, Шелихим, Аин и Риммон: всех двадцать девять городов с их селами.

Нав 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Ҫав кун Гай ҫыннисем арҫынӗ-арӑмӗ-мӗнӗпе пурӗ вуникӗ пин ҫын пӗтнӗ.

25. Падших в тот день мужей и жен, всех жителей Гая, было двенадцать тысяч.

Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

51. Ҫавӑн чухне Израиль ывӑлӗсен шута кӗнӗ йышӗнче пурӗ ултҫӗр пӗр пин те ҫичҫӗр вӑтӑр ҫын шутланнӑ.

51. Вот число вошедших в исчисление сынов Израилевых: шестьсот одна тысяча семьсот тридцать.

Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Рувим ывӑлӗсем: Ханохран — Ханох ӑрӑвӗ, Фаллуран — Фаллу ӑрӑвӗ, 6. Хецронран — Хецрон ӑрӑвӗ, Хармирен — Харми ӑрӑвӗ; 7. Рувим ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ; пурӗ хӗрӗх виҫӗ пин те ҫичҫӗр вӑтӑр ҫын шутласа кӑларнӑ.

Сыны Рувима: от Ханоха поколение Ханохово, от Фаллу поколение Фаллуево, 6. от Хецрона поколение Хецроново, от Харми поколение Хармиево; 7. вот поколения Рувимовы; и исчислено их сорок три тысячи семьсот тридцать.

Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене кала та вӗсенӗн кашни йӑхӗнчен, йӑх тӑрӑх кашни пуҫлӑхран, пӗрер туя ил, пурӗ вуникӗ туя пулӗ, кашнийӗн ятне хӑйӗн туйи ҫине ҫырса хур; 3. Аарон ятне Левий туйи ҫине ҫыр, мӗншӗн тесессӗн [вӗсенӗн] кашни йӑх пуҫлӑхӗнчен пӗрер туя [памалла]; 4. ҫав туясене эсӗ пуху чатӑрне, Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи умне, Эпӗ хӑвӑра курӑнакан вырӑна, хур; 5. Эпӗ кама суйласа илӗп, ҫавӑн туйи чечеке ларӗ; Израиль ывӑлӗсем сире ӳпкелесе калакан ӳпкеве Эпӗ ҫапла пусарӑп, тенӗ.

1. И сказал Господь Моисею, говоря: 2. скажи сынам Израилевым и возьми у них по жезлу от колена, от всех начальников их по коленам, двенадцать жезлов, и каждого имя напиши на жезле его; 3. имя Аарона напиши на жезле Левиином, ибо один жезл от начальника колена их [должны они дать]; 4. и положи их в скинии собрания, пред ковчегом откровения, где являюсь Я вам; 5. и кого Я изберу, того жезл расцветет; и так Я успокою ропот сынов Израилевых, которым они ропщут на вас.

Йыш 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

40. Израиль ывӑлӗсем [тата вӗсен ашшӗсем] Египетра [тата Ханаан ҫӗрӗнче] пурӑннӑ вӑхӑт пурӗ тӑватҫӗр вӑтӑр ҫул пулнӑ.

40. Времени же, в которое сыны Израилевы [и отцы их] обитали в Египте [и в земле Ханаанской], было четыреста тридцать лет.

Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех