Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑнӑпӑр (тĕпĕ: пурӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
10. Вӗсем ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана тархасланӑ: «эпир ҫылӑха кӗтӗмӗр, Ҫӳлхуҫана манса Ваалсемпе Астартӑсене пуҫҫапма пуҫларӑмӑр, халӗ пире хамӑр тӑшмансен аллинчен хӑтарсам, малашне эпир Сана пӑхӑнса пурӑнӑпӑр» тенӗ, 11. Ҫӳлхуҫа вара, Иероваала, Варака, Иеффая тата Самуила ярса, сире хӑвӑра хупӑрласа тӑнӑ тӑшмансен аллинчен хӑтарнӑ, эсир ӗнтӗ пӗр шикленмесӗр пурӑннӑ.

10. Но когда они возопили к Господу и сказали: «согрешили мы, ибо оставили Господа и стали служить Ваалам и Астартам, теперь избавь нас от руки врагов наших, и мы будем служить Тебе», 11. тогда Господь послал Иероваала, и Варака, и Иеффая, и Самуила, и избавил вас от руки врагов ваших, окружавших вас, и вы жили безопасно.

1 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Сирӗн Ҫӳлхуҫана пӑхӑнас килмест пулсассӑн, кама пӑхӑнассине халӗ суйласа хурӑр: юхӑм шыв леш енче пурӑннӑ аҫӑрсем пуҫҫапса пурӑннӑ турӑсене пӑхӑнас тетӗр-и е хӑвӑр халӗ пурӑнакан ҫӗрти аморрейсен туррисене пӑхӑнас тетӗр-и? эпир вара — эпӗ, манӑн кил-йышӑм — Ҫӳлхуҫана пӑхӑнса пурӑнӑпӑр, [мӗншӗн тесессӗн Вӑл сӑваплӑ], тенӗ Иисус.

15. Если же не угодно вам служить Господу, то изберите себе ныне, кому служить, богам ли, которым служили отцы ваши, бывшие за рекою, или богам Аморреев, в земле которых живете; а я и дом мой будем служить Господу, [ибо Он свят].

Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Лешӗсем Иисуса хуравласа каланӑ: пире мӗн хушатӑн, ҫавна пӗтӗмпех тӑвӑпӑр, пире ӑҫта яратӑн — кайӑпӑр; 17. эпир Моисее епле итлесе пурӑннӑ, сана та ҫавӑн пекех итлесе пурӑнӑпӑр: ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Турру, Моисейпе пӗрле пулнӑ пек, санпа пӗрле пултӑрччӗ; 18. эсӗ хушнине хирӗҫ тӑракан, эсӗ мӗн каланине, мӗн хушнине итлемен кирек кам та вилӗме тивӗҫлӗ пулӗ.

16. Они в ответ Иисусу сказали: все, что ни повелишь нам, сделаем, и куда ни пошлешь нас, пойдем; 17. как слушали мы Моисея, так будем слушать и тебя: только Господь, Бог твой, да будет с тобою, как Он был с Моисеем; 18. всякий, кто воспротивится повелению твоему и не послушает слов твоих во всем, что ты ни повелишь ему, будет предан смерти.

Нав 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Иаков ывӑлӗсем Сихемпа унӑн ашшӗне Еммора чееленсе хуравланӑ; вӗсем Сихем хӑйсен йӑмӑкне Динӑна мӑшкӑл кӑтартнӑшӑн ҫапла калаҫнӑ; 14. [Симеонпа Левий — Дина пиччӗшӗсем, Лия ывӑлӗсем —] вӗсене каланӑ: эпир апла тӑваймастпӑр, ӳт кастарман ҫынна хамӑр йӑмӑкӑмӑра параймастпӑр, ку пирӗншӗн мӑшкӑл шутланать; 15. эсир пирӗн пек пулсассӑн ҫеҫ, сирӗн те пур арҫыннӑр та ӳт кастарсассӑн ҫеҫ, эпир сирӗнпе тату тума, [сирӗн патӑра вырӑнаҫма] пултаратпӑр; 16. вара хамӑр хӗрсене сире качча пара пуҫлӑпӑр, сирӗн хӗрӗрсене хамӑр валли илӗпӗр, сирӗнпе пӗрле пурӑнӑпӑр, пӗр халӑх пулса тӑрӑпӑр; 17. эхер те ӳт касас тӗлӗшӗнчен пире итлемесессӗн, эпир хамӑр хӗре илетпӗр те кунтан пӑрахса каятпӑр, тенӗ.

13. И отвечали сыновья Иакова Сихему и Еммору, отцу его, с лукавством; а говорили так потому, что он обесчестил Дину, сестру их; 14. и сказали им [Симеон и Левий, братья Дины, сыновья Лиины]: не можем этого сделать, выдать сестру нашу за человека, который необрезан, ибо это бесчестно для нас; 15. только на том условии мы согласимся с вами [и поселимся у вас], если вы будете как мы, чтобы и у вас весь мужеский пол был обрезан; 16. и будем отдавать за вас дочерей наших и брать за себя ваших дочерей, и будем жить с вами, и составим один народ; 17. а если не послушаетесь нас в том, чтобы обрезаться, то мы возьмем дочь нашу и удалимся.

Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех