Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑнмалли (тĕпĕ: пурӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паян коммуналлӑ инфратытӑма, пурӑнмалли ҫурт-йӗр фондне ҫӗнетме, вуншар ҫул хушши юсаман объектсене модернизацилеме, картишсен территорийӗсемпе вӗсен патне пымалли ҫулсене, обществӑлла хутлӑхсене тирпей-илем кӗртме пысӑк укҫа-тенкӗ яратпӑр.

Сегодня огромные средства направляются на обновление коммунальной инфраструктуры, жилищного фонда, модернизацию тех объектов, которые не ремонтировались десятилетиями, благоустройство дворовых территории и подъездных путей, общественных пространств.

Олег Николаев халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2023/03/19/glava ... aet-s-dnem

Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен предприятисен коллективӗсем, пысӑк яваплӑхпа тата ырми-канми тӑрӑшулӑхпа палӑрса тӑраканскерсем, мӗнпур ҫыншӑн кирлӗ ӗҫ тӑваҫҫӗ.

Коллективы предприятий жилищного-коммунального хозяйства и бытового обслуживания населения выполняют важный для всех жителей труд, требующий большой ответственности и самоотдачи.

Олег Николаев халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2023/03/19/glava ... aet-s-dnem

Чӑваш Енри халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем!

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2023/03/19/glava ... aet-s-dnem

Силуэтланса хуралса тӑракан пурӑнмалли ҫуртсен (ку таврашра ҫӗрне-кунне пӑхмасӑр ӗҫлекен предприятисем, хапрӑк-савӑтсем ҫук пулас) пӑч-пач чӳречисенче мӗлтлетекен имшер, вӗтӗлти ҫутӑсем те ыйхӑ пусса килнӗ ҫыннӑн сӳрӗк халсӑр куҫӗсем евӗрлех.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫӑлтӑрсем япала туянма, юсав ӗҫӗсем тума, пурӑнмалли кӗтесе улӑштарма сӗнеҫҫӗ.

Рекомендуются покупки, проведение ремонтных работ, смена места жительства.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пурӑнмалли кӗтес туянма 45 ҫамрӑк ҫемьене 28,2 млн тенкӗлӗх свидетельствӑсем панӑ.

Куҫарса пулӑш

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Апла пулсан, вӗсен, ҫула ҫитсе пыракан ҫамрӑксен, шалти чӑлтӑр-чӑлтӑр юрату хӗлхемне сӳнме памасӑр, пӗрлехи уявӗ «ҫураки» вӑхӑчӗпе «тӑван урама ҫаврӑнса ҫитессе» кӗтсе пурӑнмалли ҫеҫ юлать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӳлӗм тата 3 предприяти пурӑнмалли ҫуртсем тума хутшӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳсен йывӑр лавӗ малаллах кайтӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 3 с.

ЧР строительство министрӗ Олег Марков пӗлтӗр районта 26 пин, вӑл шутра нумай хваттерлине 15 пин тӑваткал метр пурӑнмалли вырӑн - 2011 ҫулхинчен икӗ хут нумайрах - тунине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳсен йывӑр лавӗ малаллах кайтӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 3 с.

2008-2014 ҫулсенче 1000 ҫын пуҫне пурӑнмалли ҫурт-йӗр хута ярас енӗпе Чӑваш Республики ФАО регионӗсен хушшинче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Чӑваш Енри пурӑнмалли ҫурт хакӗн динамики улшӑнсах тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Пурӑнмалли ҫуртсенчи 1 тӑваткал метр лаптӑк хакӗ застройщиксен кӑтартӑвӗсем тӑрӑх пӗлтӗр 30720 тенкӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Строительство ӗҫӗсен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ чакнӑ пулин те пурӑнмалли ҫурт хута ярасси ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Вӗсен тытӑмне потребитель рынокӗнчи, пурӑнмалли ҫурт-йӗр рынокӗнчи, промышленноҫ, ялхуҫалӑх, строительство таварӗсем туса кӑларакансен, груз турттаракансен, юридици сӑпатӗнче тӑракансене ҫыхӑну пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерекенсен, ҫавӑн пекех промышленноҫ, строительство тата ялхуҫалӑх организацийӗсем туянакан продукци хакӗсемпе тарифӗсем кӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра ним латти-пӑтти ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ прокурор килет // Вячеслав ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.

Вӗсем пирӗн мирлӗ пурнӑҫпа ыр курса пурӑнмалли ирӗке сыхласа хӑварнӑ.

Они отстояли наше право жить под мирным небом.

Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗпе саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/02/21/ole ... tnika-otec

Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх сферинче ку уйрӑмлӑх 2,2 хут пысӑкрах — 8,1 млрд тенкӗрен 18,1 млрд тенке ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑн 2022 ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетрӗҫ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%80%d0%b ... %bc%d0%bb/

Ҫӗршыв ертӳҫи правительствӑна тӳлевсӗр газ кӗртес тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тытӑмне ҫӗнетес программӑсене укҫа хывассине тивӗҫтерме ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

В.Путин «Утӑм хыҫҫӑн утӑм туса тӗллевсене пурнӑҫлӑпӑр» // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d0%b2-%d0% ... %b5%d0%b2/

Оборонӑпа промышленноҫ комплексне мӗнпур майпа аталантарма, унта ӗҫлекенсене пурӑнмалли кӗтесшӗн тӳлеме ҫӑмӑллӑхсем кӗртмеллине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

В.Путин «Утӑм хыҫҫӑн утӑм туса тӗллевсене пурнӑҫлӑпӑр» // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d0%b2-%d0% ... %b5%d0%b2/

Дирекци санпа мӗн тӑвас тет — ҫавна тӑвать, чип-чипер ҫӗртенех шкултан кӑларса сирпӗтет, татӑк ҫӑкӑрсӑр, пурӑнмалли вырӑнсӑр хӑварать.

Захочет дирекция — и выбросит тебя из школы, оставит без хлеба и крова.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех