Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑнмалли (тĕпĕ: пурӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурӑнмалли хӑтлӑ ҫуртсем, ача сачӗсем, шкулсем, больницӑсем, парксемпе скверсем – ҫакӑ пурте халӑх пурнӑҫӗн пахалӑхне йӗркелет.

Дома, детские сады, школы, больницы, парки и скверы – всё это определяет качество жизни населения.

Олег Николаев Строитель кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/08/13/ole ... stroitelya

Аса илтеретпӗр, «Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ» наци проектне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.

Напомним, национальный проект «Жилье и городская среда» разработан по поручению президента России Владимира Путина.

Пушкӑртри Хайбулла районӗнче ҫӗнӗ шыв пӑрӑхӗ хываҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... va-3387566

Пушкӑрт ялӗнче ҫӗнӗ водопровод тума «Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ» наци проекчӗн «Таса шыв» федерацин проектне пула пурнӑҫлама май килнӗ.

Строительство нового водопровода в этом башкирском селе стало возможным благодаря реализации федерального проекта «Чистая вода» национального проекта «Жилье и городская среда».

Пушкӑртри Хайбулла районӗнче ҫӗнӗ шыв пӑрӑхӗ хываҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... va-3387566

Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӑвас енӗпе Саратов, Пенза, Ульяновск облаҫӗсен кӑтартӑвӗсем пирӗннинчен лайӑхрах, анчах Чӑваш Енӗнне те хурлама ҫук — 436 пин тӑваткал метр хута ярса регион округра тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ цифрӑсем киревсӗррипе кӗрешессине вӑйлатма хистеҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/hurlahla-cif ... a-histecce

Ҫулталӑкӑн пӗрремӗш ҫурринче халӑхӑн социаллӑ ушкӗнӗсене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес енӗпе мӗнле ӗҫлени пирки строительство министрӗ Павел данилов сӑмах илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

Тунтикунхи канашлура вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен пурӑнмалли ҫурт-йӗрӗн управляющи компанийӗсен ӗҫне йӗркелессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва тишкернӗ май Олег Николаев Пӑрачкаври ӗҫ-пуҫпа кӑсӑкланчӗ: ҫынсем унта ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен тытӑнса ӗҫмелли шыв ҫукки пирки чан ҫапаҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Темиҫе кун шывсӑр // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/temice-kun-shyvsar

Завод ӗҫченӗсене ҫавӑн пекех ЧР строительство, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, промышленность тата энергетика министрӗсен ҫумӗсем Михаил Коледапа Дмитрий Гринев тав сӑмахӗсем ҫитерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «КЕТРА» завод ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ // Георгий Борзин. http://www.hypar.ru/cv/news/chavash-en-p ... -pallashre

Сирӗн продукцирен хамӑр патра тата унӑн тулашӗнче пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата социаллӑ обьектсем тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «КЕТРА» завод ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ // Георгий Борзин. http://www.hypar.ru/cv/news/chavash-en-p ... -pallashre

Сӑмах май, пурӑнмалли тӑваткал метрсен ҫын пуҫне тивекен шучӗпе республика округра кӑна мар, Раҫҫейре те лидерсен шутӗнче.

Куҫарса пулӑш

«Эсир Чӑваш Ене хӑтлӑрах тата илемлӗрех тӑватӑр» // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/esir-chavash ... eh-tavatar

Пӗлтӗр республика пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӑвас енӗпе пуҫлаа 850 пин тӑваткал метр шайне хӑпарнӑ, кӑҫал та ҫак позицирен чакмалла мар.

Куҫарса пулӑш

«Эсир Чӑваш Ене хӑтлӑрах тата илемлӗрех тӑватӑр» // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/esir-chavash ... eh-tavatar

Палӑртма кӑмӑллӑ, паха та ҫутӑ пурӑнмалли ҫурт-йӗрсем хӑпартаҫҫӗ», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Строительство пайӗ – регионӑн экономика вӑй-хӑватне аталантармалли стратегиллӗ отрасль шутланать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/11/stro ... -havatne-a

Павел Данилов ҫавӑн пекех Херсон облаҫӗнчен тарса кунта яланлӑхах пурӑнма килнӗ ҫынсене пурӑнмалли ҫурт-йӗр сертификачӗсемпе тивӗҫтерес ыйтӑва ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитес ҫул планӗнчи ФАПсем кӑҫалах хута кайӗҫ // Николай Коновалов. http://www.hypar.ru/cv/news/cites-cul-pl ... huta-kayec

Пурӑнмалли нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи лифтсене улӑштарассипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтӑва татса парас ӗҫе кӳлӗннине вара вӑл «позитивлӑ информаци» тесе ырларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитес ҫул планӗнчи ФАПсем кӑҫалах хута кайӗҫ // Николай Коновалов. http://www.hypar.ru/cv/news/cites-cul-pl ... huta-kayec

Халӗ Пушкӑртстанра пурӑнакансем, ҫав шутра СВОна хутшӑнакансем те, ОМС шайӗнче пурӑнмалли вырӑнти поликлиникӑра психологи пулӑшӑвӗпе усӑ курма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстанра пурӑнакансем халӗ психологи пулӑшӑвӗ илме поликлиникӑна кайма пултараҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... ra-3326666

Ҫитес тапхӑрта пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатассипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйту лайӑх енне улшӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Валерий АФАНАСЬЕВ: «Республика аталанӑвӗ районсенчен пуҫланать» // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/valerij-afanasev- ... C2%BB.html

Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусем те тимлӗхсӗр мар.

Куҫарса пулӑш

Валерий АФАНАСЬЕВ: «Республика аталанӑвӗ районсенчен пуҫланать» // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/valerij-afanasev- ... C2%BB.html

Кунта ватӑсене лӑпкӑ, канлӗ, пурӑнмалли, канмалли условисене аван йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/06/13/%d0%bf%d0%b ... %ab%d3%97/

Вӑрманти зонӑра вара ку — икӗ йывӑҫ, икӗ каюра, пӗр чӗрӗп тата темиҫе пин ӑман пурӑнмалли территори.

Куҫарса пулӑш

Пӗлсе тӑма // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%bf%d3%9 ... %bc%d0%b0/

Чылай ҫул каялла Серебряков бригади кунта, поселокра, пурӑнмалли ҫуртсем тунӑ.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫамрӑк инженер ҫемйи хваттерсӗр, вӗсене пултӑр-ха ку хутӗнче, эпир пурӑнмалли вырӑнсӑрах мар-ха; тӑван патӗнче пурӑнатпӑр, таҫта мар, терӗмӗр те…

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех