Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурнӑҫӑн (тĕпĕ: пурнӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тапак туртаҫҫӗ, пурнӑҫӑн уҫҫи-хупписем ҫинчен — сӑмахран каласан, хӑйсене пурнӑҫра мӗскер интереслентерни ҫинчен, пурне те сӳтсе яваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Владимир Корнилович пурнӑҫӑн тӗрӗслев шкулӗ витӗр тухма тивнишӗн ӳкӗнмест.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn

Хальхи вӑхӑтри Чӑваш Енре ырӑ тӑваслӑх юхӑмӗ, пархатарлӑ ӗҫсен анлӑхне ӳстерсе пырса тата пурнӑҫӑн мӗнпур сферинех витӗм кӳрсе, хӑй ҫинчен тивӗҫлипе пӗлтерет.

Добровольчество в современной Чувашии активно заявляет о себе, увеличивая масштабы и расширяя границы участия во всех сферах жизни.

Олег Николаев Доброволец кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/05/gla ... et-s-dnyom

Вун ҫичӗ талӑк — пурнӑҫӑн пӗр пӗчӗк сыпӑкӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Халӑх влаҫӗн пӗрлехи тытӑмӗн тӗллевне Чӑваш ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫынсене паянхи пурнӑҫӑн мӗнпур стандарчӗпе тивӗҫтерессинче курать - «ҫав стандартсемпе кашниех усӑ курайтӑр, вӗсем паха пулччӑр, хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерччӗр, ҫын ӑҫта - пысӑк хулара е пӗчӗк ялта - пурӑннине пӑхмасӑр пурнӑҫ процесӗсемпе килӗшсе тӑччӑр».

Куҫарса пулӑш

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Патшалӑхӑн ытти тытӑмӗпе ҫыхӑнса ӗҫленӗ тата пурнӑҫӑн мӗн пур сферине пырса тивнӗ май Раҫҫей ФНСӗ тата унӑн регионсенчи подразделенийӗсем мӗн пур шайри бюджетсене йӗркелеме хутшӑнаҫҫӗ, малалли аталану никӗсне хываҫҫӗ, граждансен умӗнчи социаллӑ обязательствӑсене пурнӑҫлама тата правӑна пӑсассине пӳлме пулӑшаҫҫӗ.

Взаимодействуя с другими государственными структурами и охватывая все сферы жизни, ФНС России и её подразделения в регионах участвуют в формировании бюджетов всех уровней, создают основу для дальнейшего развития и выполнения социальных обязательств перед гражданами, помогают выявлять и пресекать различного рода правонарушения.

Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Налук органӗсен ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/11/21/gla ... et-s-dnyom

Ашшӗн ырлӑхне курман та вӑл, ашшӗсӗр пурнӑҫӑн хурлӑхне те туйса илеймен-ха.

Тем более что он и не успел познать отцовской заботы и ласки, как не испытывал и горечи безотцовщины.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӑнман пурнӑҫӑн яшки тӑвалла тӑкӑнать…

Не зря говорят: бедному Ванюшке — все камушки.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хирӗҫнӗ пурнӑҫӑн яшки тӑвалла тӑкӑннӑ пек, йӑлтах арӑш-пирӗш те ӳпне-питне.

Как суп из встречной жизни в гору, все рухнуло и перевернулось.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл шӑпӑрлана алӑран ҫавӑтса пӗлӳ тӗнчине илсе кӗрет, вулама-ҫырма вӗрентет, куллен ӑс парса чуна ҫывӑх професси суйласа илме пулӑшать, пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине кӑларать.

Куҫарса пулӑш

Профессире ҫитӗнӳ тӑвакансене чысларӗҫ // А.АНТОНОВА. http://kasalen.ru/2022/10/07/%d0%bf%d1%8 ... 0%d1%80ec/

«Ах, пур-мӗн пурнӑҫӑн тӳнтермӗш: Ялан чула чул якатать».

Куҫарса пулӑш

XXXXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Чечек вӑл ырлӑх сӑн-сӑпачӗ, Чун-чӗрене хӗвел кӳртет, Вӑл ырӑ пурнӑҫӑн хӑвачӗ, Пурне эрех пек ӳсӗртет.

Куҫарса пулӑш

XXXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ун умӗнче, ак, ҫул юппи: «Е пуласса шӑпам тӑрлатӑр, Апла пулсан, ан варалатӑр Чуна ҫак пурнӑҫӑн ҫӳппи; Е кив йӑласене халь хирӗҫ Тӑрас та йӗркине ватас?

Куҫарса пулӑш

XXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пит хытӑ пурнӑҫӑн алли — Хӑв ирӗкпе хӑв йӗвенленӗн.

Куҫарса пулӑш

XXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӗҫет пӗр шухӑш ҫеҫ инҫе, Анчах пымасть вӑл тӗл тытмасӑр, Иртмест-мӗн тӗплӗн ҫул ыйтмасӑр: «Ма халӗ халӑх хушшинче Арпашнӑ ҫыхӑну йӗрки, Ма ҫакӑ пурнӑҫӑн тӗрки Таптаннӑ ҫум пек муталаннӑ — Мӗнпе этемлӗх улталаннӑ?»

Куҫарса пулӑш

XX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ман ӗмӗтӗн сӑпачӗ, Вӑл ҫӗнӗ пурнӑҫӑн латти.

Куҫарса пулӑш

XVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пулас ҫӗн пурнӑҫӑн сӑпачӗ Тухса халь курӑнчӗ умра.

Куҫарса пулӑш

XVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ах, пурнӑҫӑн тумхахлӑ ҫулӗ: Ума тухать е сӑрт, е шыв, Паян, ак, вӑл ытла та такӑр, Ыран, тен, пулӗ тӗпсӗр какӑр.

Куҫарса пулӑш

XIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ӑнланнӑ: пурнӑҫӑн тӳремӗ Ҫуках, вӑл тинӗс — иш те иш.

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫак сусӑр пурнӑҫӑн сӑнарӗ Ытла тулаштарать ӑна.

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех