Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурнӑҫна (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫынсен телейӗшӗн хӑвӑн пурнӑҫна хӗрхенместӗн пулсан, лар хӑвӑртрах ман ҫине!

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

— Ҫак хулари ҫынсемшӗн, хӑвӑн пиччӳпе аннӳшӗн, йӑмӑкушӑн пурнӑҫна шеллеместӗн пулсан… — вӑрман кашланӑ пек сасӑ кӑларса каччӑ умнех анса ларчӗ кайӑк.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Хӑвӑн пӗтӗм пурнӑҫна ҫакӑнти, пуш-пушӑ ҫырансем хӗрринчи ӗҫе пама, ҫав ӗҫре телей тупма хӑвна уйрӑм характерлӑ е ман пек старик пулас пулать…

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Шикленни, хӑрани мӗнпур ырӑ туйӑма путарать, ун чухне хӑвӑн пурнӑҫна мӗнлерех сыхласа хӑварасси ҫинчен кӑна шухӑшлатӑн.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑвӑн пурнӑҫна та сывлӑхна та шеллемерӗн уншӑн.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ас ту, пирӗнпе тӗл пулни ҫинчен ниҫта та, никама та (ҫав шутра юлташуна та) ан кала, унсӑрӑн пурнӑҫна та ҫухатма пултаратӑн!

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗлетӗп эпӗ, арӑму та сан чыссӑрла пурнӑҫна пулах вӑхӑтсӑр пӗтрӗ, Лида Симаковӑпа явӑҫнӑранах чире кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Каплах пулсан, эсӗ пӗтӗм пурнӑҫна ниме тӑман йӑх-ях этем пек мӗскӗнле ирттеретӗн!

Так и будешь попрошайничать всю жизнь, как подонок какой-нибудь!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кӑмрӑк татӑкӗпе ҫамки ҫине хӗрес палли сӑрларӗ те татах виҫӗ хут сурса: — Сан канлӗхна, сывлӑхна тата пурнӑҫна пихампар упратӑр. Сан ҫумна нимле лӑп-лап та ан ҫыпҫӑнтӑр… Усал ҫын куҫӗ ан ӳктӗр, — тесе пӑшӑлтатрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сан канлӗхне, сывлӑхна тата пурнӑҫна пихампар сыхлатӑр…

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунта тӑнипе эсӗ хӑвӑн пурнӑҫна ҫех йӑвӑрлататӑн.

Находясь здесь ты лишь свою жизнь утяжеляешь.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Эсӗ хӑвӑн пурнӑҫна пӑрса ятӑн.

— Это не я повернул, а ты свою жизнь исковеркал.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пурнӑҫна час майлаштарса ятӑн эсӗ.

вон какое хозяйство сколотил.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗлетӗп: тимлӗхӳ мӑкалмӗ; Эс пурнӑҫна хакла, шитле — Ӗмӗрсенче яту ҫухалмӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Эс ҫамрӑк пурнӑҫна шелле».

Куҫарса пулӑш

XX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Телейсӗр кунсенчен тараймӑн — Тӗл-тӗл тустарӗ пурнӑҫна.

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ахалех хӑвӑн пурнӑҫна йывӑрлататӑн эс.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Пурнӑҫна пӗтерес мар тесен, халех уйрӑл адъютантран.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Санӑн пурнӑҫна мӗншӗн пӑсмаллаччӗ-ха манӑн?

Зачем стала бы я портить тебе жизнь?

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 356–361 с.

Сан пурнӑҫна ҫӑтмахринчен ырӑрах тума та пултаратӑп эпӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех