Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурин (тĕпĕ: пура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурин хӑлхисенче те — кӗмӗл алка, ҫамрӑкрах хӗрарӑмсем мӑйӗсенчен шултра, тӗксӗм ҫутӑ шӑрҫа ҫакнӑ.

В ушах у всех — серебряные серьги, на шеях молодых женщин — крупные, темные бусы.

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр пӗччен мар-ха: татах кӑйттӑ ҫи-пуҫ (лапрашки пиртен ҫӗленӗ кӗпе-йӗм) тӑхӑннӑ виҫӗ хӑрӑнчӑк арҫын ача ҫӑпата сырнӑ (каярахпа паллӑ пулчӗ: кусен пурин те ашшӗсем иртнӗ юнлӑ вӑрҫӑра хупланнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эпӗ айван, эпӗ ухмах, эпӗ пурин сӑмахне те ӗненетӗп.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Пурин ыйтӑвне те тивӗҫтермелле Авдейӑн, командировкӑсене ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Туссем, — рабочисем умне тухса тӑчӗ Лида Симакова, — хамӑр тимсӗрлӗхе пула эпир пурин умӗнче те пысӑк айӑпа кӗтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ман шутпа, ҫав тӗрлӗрен цангӑсене, вкладышсене ӗҫ улӑштарнӑ хыҫҫӑн пурин те пӗрле тытмалла.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пурин те килӗнче бензопӑчкӑ пур темелле.

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Вӑл кӑна мар, тӗрлӗ электроинструмент пурин те пур темелле.

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Пурин сӑнне те телейлӗ, ачаш кулӑ ҫутатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Пурте телейлӗ иккен кӗҫӗр, пурин питӗнче те савӑнӑҫ выляса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Ха-ха-ха, ытла та чее эсир, Василий Петрович, фермӑри пур хӗрсене те ҫавӑрасшӑн, — терӗ пӗр пӗчӗкрех кӗлеткеллӗ хӗрача, наҫилкка ҫине юриех йывӑртарах тиеме тӑрӑшса, — вӗсен унта ахаль те пурин те каччӑсем пур ӗнтӗ, эсӗ, Василий Петрович, пирӗн ҫине те ҫаврӑнса пӑхкала.

Куҫарса пулӑш

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫумӑрпа йӗпеннӗ пирки пурте вараланса-хуралса пӗтнӗ, тутӑр айӗнчен арпашӑннӑ ҫӳҫ пайӑркисем тухса тӑраҫҫӗ, пичӗсем вара пурин те ӑшша пиҫнипе хӗрелнӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пурин те сӑнӗсем тӗксӗм.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫырура палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе пурин те пӗрле тӑрӑшмаллине палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурте пӗрле тӑрӑшмаллине палӑртрӗҫ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d0%bf%d1%8 ... %97%d2%ab/

Паха проектсем пур, анчах та вӗсене вӑя кӗртес тесен пурин те тӑрӑшни кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурте пӗрле тӑрӑшмаллине палӑртрӗҫ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d0%bf%d1%8 ... %97%d2%ab/

Ӑна тума пурин пуҫаруллӑрах хутшӑнмаллине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурте пӗрле тӑрӑшмаллине палӑртрӗҫ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d0%bf%d1%8 ... %97%d2%ab/

Пурин патӗнче те хӑнасем, пур ҫӗрте те музыка, ташӑ-юрӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Пурин пирки те парти организацине пӗлтернипе ҫеҫ чуна лӑплантартӑм.

И только тем отводил душу, что. сообщал обо всем в организацию.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӑйне партин хула комитечӗпе ҫыхӑну тытма пулӑшакан юлташӗпе тӗл пулсан, тимӗрҫӗ ӑна пурин пирки те каласа пачӗ.

Встретившись в этот же день с товарищем, через которого он поддерживал связь с городским комитетом партии, кузнец рассказал ему обо всем.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Сирӗн хушаматӑрсем манра пурин те пур, пурте эсир алӑ пуснӑ…

Все фамилии ваши у меня записаны, и все подписи есть…

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех