Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурин (тĕпĕ: пура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир ӑна ку утна ӑҫтан тупрӑн тесе каламанччӗ-ҫке-ха, — шурсухал кӑшт канса тӑчӗ, пурин ҫине те тимлӗн пӑхса ҫаврӑнчӗ те, сӑмахне малалла тӑсрӗ:

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кузьма Васильч патне куҫӑпӑр-и е халлӗхе кунтах пурӑнӑпӑр? — терӗ, пурин енне ҫаврӑнса, Паҫук.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук хӑй калаҫӑвне вӗҫлерӗ те пурин ҫине те кӑмӑллӑн пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

«Тӑван ҫӗршывӑмӑрӑн Аслӑ вӑрҫин тумхахлӑ ҫулӗсем пурин чӗринче те тарӑн йӗр хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу" урокӗ ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/14/oleg ... he-chi-kir

Пирӗн учительницӑн тимлӗхӗ, чун ӑшшийӗ пурин валли те ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Паян та пирӗншӗн вӗрентекен // В. Никитин. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... vrenteken/

Унти ялсенче пурин те тенӗ пекех килӗнче ҫӑл пур.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Ку пурин валли те.

Куҫарса пулӑш

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вылямалли, вӗренмелли пӳлӗмсем пурин те пӗрле.

Куҫарса пулӑш

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Халь пурин валли те хатӗрлесе ҫитернӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тумӗсем пурин те вырӑсла.

Куҫарса пулӑш

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пурин те ҫунашкасем пур, манӑн ҫеҫ ҫук.

Куҫарса пулӑш

Пӑрала // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ырӑ пурнӑҫпа пурӑнма кашни ача тивӗҫлӗ, ҫак ӑнлава пурин те асра тытмалла», - тесе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «Раҫҫейри Ача-пӑча фончӗн» председателӗпе Дмитрий Лихановпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ вӑхӑтра.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе «Раҫҫей Ача-пӑча фончӗн» председателӗ «Ачалӑхшӑн, ачалӑх ячӗпе» марафона старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/acha ... publikra-s

Апатланинччӗ йышлӑха пӗрлешсе — ытти кайӑксен эртелне хутшӑнса — ҫӑкӑр чӗре сури тумалӑх, кӑмӑлӗсене карта лартмалӑх пурин валли те ҫитнӗ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Пурин те пичӗсем пӗҫерсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Тен, халӗ тӳпере космогонилле улшӑнусем пулса иртеҫҫӗ, тен, таҫта ҫӗр чӗтренет, тен, тахӑш патшалӑхӑн политика системи арканать — пурин ҫинчен те кайран.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Вӑтам шкулта пухнӑ пӗлӗве тӗрӗслекен экзаменсем тытмалла, чуна ҫывӑх специальноҫа туптама аслӑ шкула вӗренме кӗмелле, ҫӗршыва хӗсметре сыхламалла, ҫемье ҫавӑрмалла — пурин те хӑйӗн вӑхӑчӗ, хӑйӗн сехечӗ, хӑйӗн саманчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Мораль пирки калас пулсан, пирӗн пурин те христианство тӗнӗнчи вунӑ заповедьпе пурӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Анчах вӗр-ҫӗнӗ тавар та пурин кӑмӑлне те килмест, пурин аллине те лармасть ҫав.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

— Ма вара пурин те Нарспипе Сетнер пек ҫеҫ куҫа шартармалла ӗлккен, пӗр калӑплӑ пулмалла?

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Кунта чи кирли: пурин те тӳсӗмлӗ, кунӗ пулмалла, хӑйне хӑй мӑнна хуракан намӑса юлӗ, хӑйне хӑй пӗчӗклетекенни чапланса кайӗ; кашни ҫын ыттисене, вӗсем хӑйне мӗн сунасса кӗтет, ҫавна ҫеҫ сунтӑр; усала хирӗҫ вӑйпа тӑрса кӑна мар, ырӑ тӗслӗхпе те ҫӗнмелле; ӗҫлемесӗр алла ҫӑкӑр тытма юрамасть; сывлӑхлисен чирлисене сыватмалла, вӑй-халлисен халсӑррисене пулӑшмалла; пысӑк ӑслӑ, тарӑн пӗлӳллӗ ҫынсем тӗпчесе тупнӑ е этемлӗх пурнӑҫӗн опычӗнчен пухнӑ ырӑ, усӑллӑ пӗлӳсем пӗтӗм этемлӗх ӑс-тӑн пуянлӑхне ҫаврӑнмалла; пуянсен хӑйсен вӑхӑтлӑх пуянлӑхне тӳрӗ ӗҫпе пурӑнакан чухӑнсемпе пайламалла; ҫӗр ҫинче кашни ҫын (ҫывӑхри те, ҫич-ҫич тинӗс леш енчи те) хӑйне ҫеҫ мар, ыттисене те ырӑ ҫеҫ тӑвас, вӗсемпе юлташланас, тӑванланас шухӑш-ӗмӗтпе пурӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех