Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсене пурне те пӗрне-пӗри паллакан ҫынсем, тесе шутлама та май пур, мӗншӗн тесен вӗсем пӗр именмесӗрех пӗр-пӗрин тавлашӑвӗсене хутшӑнаҫҫӗ, тӗрлӗ енӗпе сӑмах хушса калаҫҫӗ, пур енчен те мыскаралла шӳтлӗ каланисем илтӗнеҫҫӗ.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
— Витсон мистер, — терӗ Редотт аслӑ инженера, — пурне те е пурне те тенӗ пекех ҫӑлса хӑвармалли меслет пур.— Мистер Витсон, — сказал Редотт старшему инженеру, — есть способ спасти всех или почти всех.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.
Ҫав ҫынсем манӑн тӑван ҫӗршывра та, хам пулса курнӑ ытти пур ҫӗршывсенче те, пур чӗрчунсенчен те ӑслӑ чӗрчунсем пулса тӑни ҫинчен, ҫавӑнпа вӗсем ытти пур чӗрчунсене те хӑйсене пӑхӑнтарса тӑни ҫинчен каласа патӑм.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Хӗрача ещӗк ӑшне хӑй тупма пултарнӑ чи ҫемҫе матери ҫапрӗ, урайне кӗҫҫе сарчӗ, мана пуканин кроватьне лартса пачӗ, мана валли кӗпе-йӗм тата мӗн кирлисене пурне те хатӗрлерӗ, пӗр сӑмахпа каласан, пурне те мӗн май пур таран канлӗрех тума тӑрӑшрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Арҫын ачасем валли те, хӗрачасем валли те шкулсем пур; чаплӑ ҫынсемпе пуяннисен шкулӗсем те пур, ремесленниксемпе чухӑн хула ҫыннисен ачисем валли те пур.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Тепӗр каласан, пур… курӑксем пур, чечексем пур: чӑнах та, вӗсем пулӑшу параҫҫӗ.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Буржуаллӑ конституцисене ним шарламасӑр ҫаксене асра тытса ҫырнӑ: нацисемпе расӑсем пӗртан праваллӑ пулма пултараймаҫҫӗ, нацисем тулли праваллисем пур тата нацисем тулли мар праваллисем пур, кунсӑр пуҫне тата нацисен е расӑсен виҫҫӗмӗш категорийӗ пур, сӑмахран, калӑпӑр, колонисенче, вӗсен прависем тулли мар праваллӑ нацисеннисенчен те каярах.
III // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
Вара пурте пӗр-пӗринчен ӑмӑртмалла: «Сан мӗн ӗҫ пур унта! Сан мӗн ӗҫ пур унта! Сан мӗн ӗҫ пур унта!» — тесе кӑшкӑрашма тытӑнаҫҫӗ.И тут все орут наперебой: «А тебе-то что? А тебе-то что? А тебе-то что?»
Автанпа шакалсем ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Унтан вара, сӗтел урлӑ сиксе каҫас пек карӑнса илсе, чӗтревлӗ сасӑпа, темӗнле шанчӑксӑррӑн: — Маншӑн — пурте телейлӗ пулччӑр… ҫителӗклӗ пурӑнччӑр… пур этем те тан пултӑр… пурне те ирӗклӗх кирлӗ… сывлӑш мӗнле кирлӗ — ҫавӑн пекех… пур тӗлӗшпе те танлӑх пултӑр!.. — тесе ответленӗ ашшӗне.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫут тӗнче пур, эппин, хӗвел пур, аслӑ-аслӑ кун ҫути пур…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пур йышши хӗҫ-пӑшала та тупма юрать, терӗҫ ачасем, ку тӗлӗшпе кирек мӗнле майлӑ ӗҫ тусан та, раснах Краснодонра, Изваринӑра, Шеверёвкӑра тӑшман ҫарӗсем чарӑнса тӑнӑ тапхӑрта, ӑҫта май пур — пур ҫӗрте те винтовкӑсем, автоматсем, патронсем, гранатӑсем, тол, минӑсем тупма йышӑнчӗҫ.
«Ҫамрӑк гварди» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Кӗскен каласан, ун чухнехи жрец, пур вӑхӑтсен, пур тӗнсен, пур халӑхсен культ служителӗсем пекех, ҫынсем тӗн йӗркине мӗн таран тытса пынине — храма илсе пыракан кучченеҫсен пысӑкӑшӗпе виҫнӗ.
XXI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Пулӑҫӑсен мӗнпур пысӑк тата вакӑ баркисене, кимӗсене, шлюпкисене пуҫтарса, пурне те ҫыран хӗррине, кавалерипе виҫӗ легион лагерӗ патне леҫес пулать, унта баркӑсемпе кимӗсем тума пӗлекен пур пек ӑстаҫӑсене пурне те ярас пулать, ҫав вӑхӑтрах ҫарсене Сицили утравӗ ҫине куҫармалли флот тума юрӑхлӑ мӗнпур йывӑҫа та леҫмелле, — тесе пӗлтерчӗ вӑл.
XXI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Чӑхсен ав лармалли вырӑнӗ пур, лашасен вите пур, йыттӑн — шӑтӑкӗ пур; пӗр ман анчах ӑҫта килнӗ унта ҫапкаланса ҫӳре.
I // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 19–29 с.
Хӑяр тӗрлӗренех пур: чи пӗчӗккисем, тӗклисем, пысӑккисем те пур, паян хамӑр ҫинӗ пеккисем те пур.И там были всякие; ещё очень маленькие, с волосиками, и совсем большие, какие мы сегодня ели.
Эпӗ пахча сапни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Асанне мана: каюта — вӑл пӳлӗм, терӗ, унта кроватьсем пур, сӗтел пур, чӳрече пур.Бабушка мне сказала, что каюта — это комнатка, и там кровати, и столик, и окошко.
Пирӗн каютӑра // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Акӑ, ҫын мана чӗркуҫҫийӗпе сӗртӗнсе, вӗрискер, шухӑшлаканскер ларать; хӑйне-хӑй шанса вӑл ҫынсене хӑй мӗнле пӑхнӑ пек тӑратса тухать; пурин ҫинчен те, хӑйӗн тиркеме те, ирӗк пама та власть пур пек калаҫать, — вӑл ҫынта темскер мана кирли пур, е темскер, мана кирлӗ маррине палӑртса тӑраканӗ пур.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пуҫламӑш шкул валли преподавательсем пур, чӗлхе вӗрентекенни пур, математик та пур…Для начальной школы преподаватели есть, словесник есть, математик…
42 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Эпӗ ҫак калаҫӑва аса илӗттӗм, Антон Семенович каланисене хамӑр пурнӑҫра туса пыраттӑм та ҫакна кураттӑм: ҫав ҫывӑх тӗллев, ыранхи кун патне пурӗ пӗрле туртӑнни, коллективпа ӗҫлесе пурӗ пӗрле ӳсӗмсем тӑвас кӑмӑл пирӗн пур.
38 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Сӑмахран илсен, Володин отряд пурнӑҫӗнчи пур вак ӗҫсене те хутшӑнать, пурне те тума тытӑнать, пурне те пулӑшать, анчах, хӑйӗн командир ӗҫӗсем пирки иртен пуҫласа каҫченех ерҫмест пулин те, чи кирлӗ ӗҫсене тума ӗлкӗреймест.
31 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.