Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулӑшӑвӗ (тĕпĕ: пулӑшу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑмла туса илессине тата унӑн пахалӑхне ӳстерме патшалӑх пулӑшӑвӗ кирлӗ.

Для увеличения хмелеводства и его качества необходима государственная поддержка.

Хӑмла ӳстерекенсене субсиди партарасшӑн // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33594.html

Маршруткӑра ларса пынӑ 38 ҫулти хӗрарӑма тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.

38-летней пассажирке маршрутки понадобилась медицинская помощь.

Троллейбус маршруткӑпа ҫапӑннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33555.html

Ҫапах та патшалӑх пулӑшӑвӗ ҫителӗксӗр.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх хресчене ытларах пулӑштӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 3 с.

Кӗҫех халӑха тивӗҫлӗ медицина пулӑшӑвӗ пама май паракан ФАП ҫурчӗ халӑха йышӑнма пуҫлӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен сывлӑхӗ – чи кирли // Ю.Михайлов. http://kasalen.ru/2022/09/02/c%d1%8b%d0% ... %bb%d0%b8/

Ял халӑхне медицина пулӑшӑвӗ пама пултаракан 15 ФАП ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен сывлӑхӗ – чи кирли // Ю.Михайлов. http://kasalen.ru/2022/09/02/c%d1%8b%d0% ... %bb%d0%b8/

Халӑх сывлӑхне сыхлас, медицина пулӑшӑвӗ парассине лайӑхлатас тӗлӗшпе «Единая Россия» партин халӑх программинче пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен сывлӑхӗ – чи кирли // Ю.Михайлов. http://kasalen.ru/2022/09/02/c%d1%8b%d0% ... %bb%d0%b8/

Пултаруллӑ медицина ӗҫченӗ кил-ҫуртри ӗҫсене пуҫтарма та вӑхӑт тупнӑ, халӑха медицина пулӑшӑвӗ пама та ӗлкӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

Паянхи кун та хисепре // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/30/%d0%bf%d0%b ... %80%d0%b5/

Пӑкача ҫынни Вӑрманкасра пӗр кӗтӳҫе пулӑшма та хӑтланнӑ та, пулӑшӑвӗ урӑх ҫынна лекнӗ…»

В Вурманкасах вон человек Пугача даже помочь тамошнему пастуху пытался, только помощь-то его другому досталась.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ача сачӗсене черетсӗр вырнаҫтарасси, медицина пулӑшӑвӗ парасси, шкул ачисене кунне икӗ хутчен вӗри апатпа тивӗҫтересси тата ытти пулӑшусем пӗр хутчен анчах мар, яланах пулса пымалла.

Куҫарса пулӑш

Мобилизаци йӗркеллӗ иртнӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/11/03/%d0%bc%d0%b ... 82%d0%bde/

Виҫҫӗ е ытларах тытакансен пулӑшӑвӗ кашнишӗн 7500 тенкӗпе танлашӗ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх уйрӑм хуҫалӑхсене аталанма майсем туса парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d0%bf%d0% ... %b9%d1%81/

Пурте пӗрле тӑрӑшнипе ҫӗршер килограмм гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарса панӑ, ку цифра кашни кунах ӳсет.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхра пӗр-пӗрне ялан пулӑшар! // Екатерина Чертынова. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d0%b9%d1% ... %b0%d1%80/

Пире аслӑ князь пулӑшӑвӗ кирлӗ, ҫавӑнпа килес терӗмӗр те аякри шӗкӗр хулана.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

01Аса илтеретпӗр, иртнӗ ҫул пурлӑхпа техника базине аталантарма «Зеленая долина» ял хуҫалӑх потребительсен кооперативне сӗте тирпейлемелли производствӑна хута яма 38 миллион тенкӗлӗх грант пулӑшӑвӗ панӑ.

Куҫарса пулӑш

Район аталанӑвӗнче пысӑк шанӑҫ кӳрекен предприяти хута кайӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/10009-rajon- ... -khuta-kaj

Ҫавӑн пекех иртнӗ ҫул пурлӑхпа техника базине аталантарма «Зеленая долина» ял хуҫалӑх потребительство кооперативне сӗте тирпейлемелли производствӑна хута яма 38,2 миллион тенкӗлӗх грант пулӑшӑвӗ панӑ.

Куҫарса пулӑш

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

Эпир вара тепӗр хутчен аса илтерсе хӑваратпӑр: васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ пулсан 103 е 112 номерсемпе шӑнкӑравламалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫын сывлӑхӗшӗн кӑна мар, пурнӑҫӗшӗн те яваплӑ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9235-yn-syvl ... -te-yavapl

2025 ҫул вӗҫленнӗ тӗле республикӑра пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ кӳрекен 77 объект туса лартмалла, 100 ытла поликлиника подразделенийӗсене юсамалла, 90 автомашина тата ҫӗршер единица медицина оборудованийӗ туянмалла.

Куҫарса пулӑш

Медицина аталану ҫулӗпе пырать // О.ВОЛКОВ. http://gazeta1931.ru/gazeta/9775-meditsi ... l-pe-pyrat

Ҫав вӑхӑтрах хӑй тӗллӗн аталанаймасть ял-сала, патшалӑх тимлӗхӗ тата пулӑшӑвӗ кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Ялсен сӑн-сӑпачӗ улшӑнать // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/yalsen-san-sapach ... hanat.html

2021 ҫулта пирӗн уйрӑмра 2340 пациент медицина пулӑшӑвӗ илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Коронавируспа чирлеместпӗр, вӑл пире пурпӗрех ҫӗнеймест тесе шутлатпӑр, анчах… // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/02/04/%d0%ba%d0% ... %bf%d1%83/

Лаптӑксем пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗ илме ҫителӗксӗр.

Куҫарса пулӑш

Районта ҫӗнӗ поликлиника пулӗ // Екатерина Чертынова. http://kanashen.ru/2022/09/16/%d1%80%d0% ... 83%d0%bbe/

Тӑвансемпе ан хирӗҫӗр: кӗҫех сире вӗсен пулӑшӑвӗ кирлӗ.

С родными не ссорьтесь: вскоре вам может понадобиться их помощь.

40-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех