Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулӑшрӗ (тĕпĕ: пулӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку ашшӗне пушшех те уртарса ячӗ, ывӑлӗн лӑпкӑлӑхӗ ашшӗн лӑпкӑлӑхне пӗтерсе лартма ҫеҫ пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Совет тапхӑрӗнче чӑваш чӗлхине хӑватлӑн аталанма ҫырулӑх революциччен вӑй илни те нумай пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Унӑн кӑмӑлне сар ҫу пек ирӗлтерме ылтӑн ҫӗрӗ те пулӑшрӗ паллах.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫавӑнпа вӑл ачана хыпалансах ура ҫине ҫӗкленме пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫав тӗле ҫитнӗ Изамбаев, муклашкаран урипе тӗрӗнсе тӑнӑскер, малтан Генӑна хӑпарма пулӑшрӗ, кайран — хӗрарӑма.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ӑна ҫамрӑк арҫын поднос ҫинчи стакансене илсе лартма пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вӑл вӗсене Атӑл хӗрринчи хӑмӑшсем хушшине пытарнӑ икӗ лутка-кимӗ тупса пачӗ, сулахай енне каҫма пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кунӗн-ҫӗрӗн муштрӑра ирттерни пулӑшрӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хавха ӑна ҫул тупса пыма пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Те ҫав тунката ҫине ҫапӑнни пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Асмантей самайланчӗ ӗнтӗ, Кӗлсулттан курӑкӗ пулӑшрӗ пулас, анчах вӑйӗ ҫуккипе аптӑрать-ха.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакӑ ӑна хӑйне-хӑй тытса чарма, кунта мӗн ӗҫпе килнине аса илме пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аслашшӗ сӑмахӗсене аса илни ӑна тупсӑмне тупма пулӑшрӗ:

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Э-э, ун тарҫи те пулма пултараттӑм та… юрать-ха хам тавҫӑруллӑ пулни пулӑшрӗ, — хуравларӗ Ишмук.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑнах та, хӑшместӗрӗн савнӑ кӑвак юманӗ Ахмарпа унӑн тусӗсене хӑйсем курас тенӗ Алюнова часах шыраса тупма пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юрать, Аҫтӑрхан пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑкачавӑн хӑйне нимшӗн ӳпкелемелли те ҫук: вӑл хӗре хӑй мӗн пултарнӑ таран пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу аллине такам хӑват килсе кӗртсе мӗн тумаллине тупма пулӑшрӗ пек.

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакӑ пулӑшрӗ те.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юрать-ха, кӗтмен япала пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех