Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулӑшрӗ (тĕпĕ: пулӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Купӑса малтан Уҫӑп Ваҫҫи Коли ярса илчӗ, унтан ӑна пиччӗшӗ, Танюк, пулӑшрӗ, Тир Мӗтри Толи те йӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Санька аппа хӑйӑ илсе пӳртумне тухрӗ, пире хамӑр «пӑшалсене» тупма пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

— Архипов пулӑшрӗ тетӗр-и? — тӗлӗнсе ыйтрӗ Ирина.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ӑна хамӑрпа пӗрле пӳлӗмре хӑварма Михаил Степанович пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

«Нивушлӗ шлепке пулӑшрӗ?» — шухӑшлатӑп хам, ҫул варрипе мӑнаҫлӑн утса.

Куҫарса пулӑш

Макҫӑм мучи тивлечӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 30–31 с.

Кунти лаптӑксене хирӗҫле чӗртсе яни те пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Вӑт ҫапла ҫӑрӑлкаласа пурӑнатпӑр эпир, — юлташне кӗрӗк хывма пулӑшрӗ Раман.

Куҫарса пулӑш

37 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӑхӑр тӑхапа илемлетнӗ йӗвенрен ярса тытса лашана чарма пулӑшрӗ те Раман юланутҫа хыттӑн сывлӑх сунчӗ:

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман, сасса илтсе, пуҫне вӑштах ҫӗклерӗ, хӑвӑртрах чупса пырса мастера ура ҫине тӑма пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Авӑ, Ренат пулӑшрӗ, — лӑплантарчӗ хуҫа хӗрарӑмне Ваҫиле.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пулӑшрӗ

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин хӑрушлӑхне те, совет халӑхӗн чӑтӑмлӑхӗпе паттӑрлӑхне те ҫамрӑк чунпа туйса-ӑнланса илме пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулҫӳрев мӑнаҫлӑх туйӑмне ҫуратрӗ // Кристина АЛЯХОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13451-c ... mne-curatr

Ҫавӑ питӗ пулӑшрӗ те ӑна.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫав панулми пулӑшрӗ тем!

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тен, шӑпах Сӑр шывӗ ҫӑлса хӑварчӗ те пулӗ ял ҫыннисене, вӑрҫа тӳссе ирттерме пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Березовка – вӑрҫӑ ҫулӗсенче // Анастасия СЕМЕНОВА. http://hypar.ru/cv/comment/reply/10662

Вӑл вӗсемшӗн тӗслӗх пулса тӑчӗ вӗт, вӗсене хӑйсене ӗненме, пурнӑҫра хӑйӗн ҫулне тупма пулӑшрӗ.

Она стала для них примером, помогла поверить в себя, найти свой путь в жизни.

Ман анне — учитель // Семен СЕРГЕЕВ. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... el-3463259

Оля ҫапла ҫырнӑ: хамӑн заключени тӗрӗс пулнине пӗтӗмпех шанатӑп, топливӑна нумаййӑн хатӗрленӗ чух вредительство пулма пултарнӑ тесе шутламастӑп, Арсентий Павлович Соколова совет стройне чунтан парӑннӑ ҫын тетӗп, вӑл мана вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи пурнӑҫра ҫул уҫса пачӗ, пурнӑҫра тӗллев тупма пулӑшрӗ, ҫав тӗллевшӗн пурӑнма та, ӗҫлеме те савӑнӑҫлӑ.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Характерӑн ҫак енӗсене ҫирӗплетме вӗренӳ тытӑмӗнче 22 ҫул, ҫав шутран шкул директорӗнче 6 ҫул, ЧР Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗн пӗрремӗш ҫумӗнче ӗҫлени пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑх чуна ҫывӑх // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%82a%d0% ... b2a%d1%85/

Завьялов ӑна васкасах тытрӗ, тӑма пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пурнӑҫ ҫакна лайӑх ӑнланса ҫитме пулӑшрӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех