Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулӑшнипе (тĕпĕ: пулӑшни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗнтерӳ эшелонӗ тӑрӑх экскурсире Лидия Чухрай аудиогид пулӑшнипе ҫӳретӗн.

Куҫарса пулӑш

Патриот - Тӑван ҫӗр-аннемӗре юратакан, мирлӗ пурнӑҫшӑн пур вӑйран тӑрӑшакан // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11433-pa ... t-r-shakan

Вӗсем Атӑлҫи халӑхӗсене вӑрҫӑ йӗркипе мар, Христос тӗнне йышӑнтарса турӑ пулӑшнипе тытса тӑрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ултавпа суя ҫинче, чеелӗхпе икӗ питленни ҫинче тытӑнса тӑракан ханлӑх турӑ пулӑшнипе ҫитес вӑхӑтрах пӑчланса лармалла.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл пулӑшнипе касмалли тӗрлӗ меле алла илтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

«Эпӗ ӑсталанӑ ал ӗҫӗсем ректор пӳлӗмӗнче те пурччӗ» // А.МИХАЙЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11573-ep ... te-purchch

Акӑ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче стрелоксен 359-мӗш полкӗ тӑнӑ техникумра Асӑну хӑми уҫнӑ (пуҫаруҫи - Вячеслав Алексеев), пирӗн организаципе краеведени музейӗн директорӗ Елена Шарипова пуҫарнипе тата «Звездопад» общество ертӳҫи Владимир Яковлев пулӑшнипе 1958 ҫулта ТУ-104А самолет ӳкнӗ Ҫӗн Мӗлӗш ҫывӑхӗнчи уйра Асӑну стели лартма май килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр тӗллевпе пӗрлешсе // Ярослав НИКИФОРОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11657-p- ... -p-rleshse

Вӑрнарта пӗлтӗр «Август» компани пулӑшнипе ун ячӗпе хисепленекен урамра мемориал уҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнарсем те, йӗпреҫсем те манмаҫҫӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11837-v- ... te-manmacc

2021 ҫулта фоторадарсем пулӑшнипе республикӑри ҫулсем ҫинче правилӑна пӑснӑ 1 005 850 тӗслӗхе шута илнӗ, ку вӑл 2020 ҫулхинчен 3,9 процент пысӑкрах.

В 2021 году с помощью фоторадаров на дорогах республики зарегистрировано 1 005 850 случаев нарушения правил, что на 3,9 процента больше, чем в 2020 году.

Ҫул ҫинчи фоторадарсен шутне ӳстересшӗн // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33595.html

Иван Яковлевич, чӑваш ачи пулнӑ пулин те, хӑй питӗ тӑрӑшса вӗреннипе тата ырӑ кӑмӑллӑ вырӑс ҫыннисем пулӑшнипе аслӑ шкултан вӗренсе тухнӑ, чӑваш ачисем валли учителе вӗренсе тухмалли шкул уҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шкула Иван Яковлевич килсе кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— «Лайӑх, — тет пирӗн Ваҫҫа, — эсӗ пулӑшнипе пулчӗ вӑл».

Куҫарса пулӑш

Наҫтиҫ каласа пани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эрнен иккӗмӗш ҫурринче ӗҫтешсемпе партнерсем, туссем пулӑшнипе вӑй кӗрӗ.

Во второй половине недели будет подъём сил благодаря поддержке коллег и партнёров по работе или друзей.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӗсем Раҫҫей регионӗсем, ҫав шутра эпир те, пулӑшнипе ура ҫине ҫирӗппӗн тӑрасса шанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Крымпа Севастополь ертӳҫисем пирӗн пата килӗҫ // И.КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 1 с.

«Мана Микулай мар, пиччесем пулӑшнипе сутуҫӑ ывӑлӗ таптаса хӑварчӗ, пӗлен эс ӑна.

А в том, что сынок торговца меня обесчестил, виноват не Мигулай, а мои братья, они постарались, ты это хорошо знаешь.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Манран ача та пулмаллаччӗ те унӑн, Тӗмеркке мучи пулӑшнипе хырӑм пӑрахнӑ вӑл.

У нее от меня даже ребенок должен был родиться. Дед Тимеркке помог ей от брюха-то освободиться…

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Галина Николаевна 54 ҫулта чухне Интернетпа усӑ курма вӗреннӗ, пӗтӗм тӗнчери тетел пулӑшнипе хӑйне валли ҫӗнӗ майсем уҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Интернет урлӑ ҫӗнӗ тӗнче уҫнӑ // Н.МЕДВЕДЕВА. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%b8%d0%b ... 3c%d0%bda/

Ҫак ҫулсенчех район администрацийӗ пулӑшнипе шкул ҫуртне ҫӗнетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Липа Левентей пулӑшнипе лаша ҫине утланса ларчӗ, председателе тав туса, Тутаркасалла вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗрсем пулӑшнипе ҫамрӑксем хӑвана яла турттарса кайма ҫыран хӗррине пушатрӗҫ те каллех хӑйсен киммисем ҫине кӗрсе ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Уй-хир ӗҫченӗсем валли вӗсем пулӑшнипе концертсем, калаҫусем, кулӑшла сценкӑсем, вулав конференцийӗсем ирттерни халӗ те асрах.

Куҫарса пулӑш

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

— Пысӑк ӗҫ, питӗ кирлӗ ӗҫ турӑмӑр эпир турӑ пулӑшнипе, аслӑ князь, — терӗ Сильвестр атте пӳлӗм тӑрӑх мӑнаҫлӑн саркаланса утнӑ май.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тата ҫакна та пӗлтерсе хума пулать: Мускав Хусана хирӗҫ пыракан кӗрешӳре ҫурма ҫулта чарӑнса тӑрас ҫук, эпир турӑ пулӑшнипе вӑл кӗрешӗве вӗҫнех ҫитерӗпӗр, Христос тӗнӗн тӑшманӗсене татӑклӑнах аркатса тӑкӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех