Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулӑсем (тĕпĕ: пулӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пушкӑртстанри Ҫут ҫанталӑкпа усӑ курасси тата экологи министерстви Абзелил районӗнчи Суртанды (Щучье) кӳлӗре мӗншӗн пулӑсем йышлӑ вилнине ӑнлантарса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Экологи министерствинче пулӑсем мӗншӗн вилнине ӑнлантарса панӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/epir-tata-ut-ant ... an-3391517

Лӗкке ҫӑткӑн пулӑсем те юратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ лӗккине - Атӑла // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=gVsjfnH4rl0

Тӗрлӗ микроэлементпа пуян пулӑсем организма усӑллӑ пулнине калать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Витаминпа пуян пулӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=BSWn0Gjxug8

Анчах шӑпчӑк ҫӗрӗпех те чарӑнмӗ вӗт-ха. пулӑсем те, тен, ирчченех выляма пӑрахмӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Шӑпчӑк ҫаплах юрлать, пулӑсем те ҫаплах выляҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Ҫывӑхрах, ҫӳҫе тӗми айӗнче, шӑпчӑк юрласа ячӗ, пулӑсем ҫаплах хавассӑн вылярӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Пырсан-пырсан шыв ҫинче пулӑсем епле сиксе вылянине пӑхрӗҫ, хӑва хушшинче кӗтмен ҫӗртен шӑпчӑк юрласа ярсан, чарӑнса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Пулӑсем ку эрнере пӑтрану туйӑмне путма пултараҫҫӗ.

На этой неделе у Рыб будет большая вероятность оказаться в замешательстве.

14-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫӗр вара чӑнах та хӗрӗх чӗрнеллӗ пулнӑ, ун кӑкӑрӗ ҫинче ҫавӑнтан пуҫласа пурнӑҫ вӗресе тӑма тытӑннӑ: йывӑҫ-курӑк шӑтса тухнӑ, тискер кайӑксемпе вӗҫенкайӑксем пурӑнма, хурт-кӑпшанкӑсем вӗҫсе ҫӳреме тытӑннӑ, пулӑсем ӗрчесе кӑйнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун чухне йывӑҫсем те ӳсмен, ҫынсем те утса ҫӳремен, сывлӑшра кайӑксем те вӗҫмен, шывра пулӑсем те ишсе выляман.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл куҫне уҫса пӑхать те, шыв витӗр ҫут тӗнче сап-сарӑ курӑнать, пуҫ ҫийӗпе пӗчӗк пулӑсем выляса иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Шывра шапасем те, пулӑсем те йышлӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пулӑсем, капкӑна ҫакланнине туйса, сикме тытӑнчӗҫ, анчах Кирук ӑскӑч анине пуҫри карттуспа хуплама ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Акӑ унӑн ури патӗнченех пӳрне пысӑкӑш пулӑсем выля-выля иртеҫҫӗ, хӑшӗсем, асӑрхамасӑр-и, тен, ун уринех ҫапӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пулӑсем тӳрех вилесрен ҫур котелок шыв ӑсса ил, — терӗ Кирук.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кӳлӗри вӗтӗр-шакӑр пулӑсем ҫак ҫулпа лакӑма ишсе кӗреҫҫӗ, каялла тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Унтан карттуса шыва антарса тытса тӑчӗ, пулӑсем лекессе кӗтрӗ — каллех ӗҫ ӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Акӑ пулӑсем: кӗмӗл пулӑ, хӗрлӗ ҫунат, уланкӑ ун ҫумӗпе ишсе иртеҫҫӗ, вӑл карттусӗпе шыва ӑсса илет, анчах пулӑсем пӗри те лекмеҫҫӗ — хӑвӑрт тарса пӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тӑрӑ шывӑн ӑшӗнче тӗрлӗ пулӑсем выляни курӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тӑрӑ шыв ҫинче ҫутӑ пулӑсем, вӑльт-вальт выляса илсе, ҫӗрӗ пек ҫаврака хумсем кӑлараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех