Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулӑм сăмах пирĕн базăра пур.
пулӑм (тĕпĕ: пулӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хулара, ахӑртнех, — ҫав тери пӗлтерӗшлӗ пулӑм.

В городе, видимо, произошло какое-то событие чрезвычайной важности.

Гусев хулана сӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось кӗнекене хупрӗ те куҫӗсене аллипе хупларӗ, кӗнеке сентрисенчен тӗревленсе чылайччен тӑчӗ; вӑл ҫав тери хумханать, пуҫӗ анкӑ-минкӗленнӗпе пӗрех; халӗччен курман асамлӑ пулӑм — юрлакан кӗнеке.

Лось закрыл книгу, прикрыл глаза рукой и долго стоял, прислонившись к книжным полкам, взволнованный и одурманенный никогда ещё не испытанным очарованием: — поющая книга.

Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Паллӑ пулӑм ҫӗртмен 30-мӗшӗнче пулса иртмелле.

Знаменательное событие состоится 30 июня.

Тӗнче уҫлӑхне – чӑваш элемӗллӗ ракета // Вика Сорокина. https://chuvash.org/news/28778.html

Сывлӑшра тымарсем ярасси — тропик анлӑхӗнче ӳсентӑрансем хушшинче питӗ анлӑ сарӑлнӑ пулӑм.

Образование воздушных корней — явление весьма распространенное среди растений в тропических широтах.

Капмар баньян — пӗртен-пӗр йывӑҫран тӑракан 1,5 гектар лаптӑк вӑрман // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/5566.html

— Ҫемьери чи пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм е уяв чухне така пусасси халӗ те йӑлара.

— Во время самых важных семейных событий или праздников до сих пор по традиции режут барана.

Хамӑра Кӑркӑстанри пекех лайӑх туятпӑр // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2021.04.16

Ҫураҫнӑ хӗр амӑшӗпе тӗл пулни уншӑн качча тухнинчен те савӑнӑҫлӑрах пулӑм пулнине пирки каласа панӑ.

Невеста рассказала, что встреча с матерью была для нее даже более счастливым событием, чем сама свадьба.

Китайри хӗрарӑм ывӑлне авлантарнӑ май кинӗнче хӑйӗн хӗрне палласа илнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/28307.html

P.S.: «Ирӗклӗх» пайташӗсем каласа панӑ тӑрӑх, чи кӑсӑклӑ пулӑм «Акконд» пылак ҫимӗҫ фабрикин лавккинче пулса иртнӗ.

P. S. Как рассказывают участники «Ирӗклӗх», наиболее курьезный случай произошел с ними в магазине кондитерской фабрики «Акконд».

Пӗрлӗхлӗ чӗлхе // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах

Ҫавӑн пекех ҫак пулӑм чӑваш чӗлхи чапӗшӗн пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ, ҫак йӑла малалла тӑсӑласса шаннине пӗлтерчӗ.

Отметив важность этого события для престижа чувашского языка, Васильев выразил надежду, что эта традиция будет продолжена.

ЧПУ истори факультетӗнче пӗрремӗш хут диплом ӗҫне чӑвашла хӳтӗленӗ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах

Чӑваш Ен элчи Леонид Волков хӑйӗн тухса калаҫнӑ сӑмахӗсенче иртнӗ премьера «чӑваш культуришӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм» тесе палӑртнӑ.

Полпред Чувашии Леонид Волков в своем приветственном слове выразил мнение, что состоявшаяся премьера «является знаменательным событием для чувашской культуры».

Мускав театрӗнче Айхи сӑвви тӑрӑх спектакль лартнӑ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах

«Питӗр политики» шухӑшӗпе, «Ирӗклӗхпе» Чӑваш Енре тата тепӗр япӑх пулӑм ҫыхӑннӑ.

С деятельностью «Ирӗклӗх» связано еще одно негативное, по мнению «Петербургской политики», событие в Чувашии.

Чӑваш чӗлхине пулӑшма пуҫарнӑ акцие экспертсем «япӑх пулӑм» тесе хакланӑ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах

«Чӑваш Республики Пуҫлӑхӗн официаллӑ сайтне икӗ патшалӑх чӗлхипе те туманни питӗ ӑнланмалла мар пулӑм», — тесе пӗлтернӗ Ержан Батешов.

«Вызывает недоумение, что официальный сайт Главы Чувашской Республики не функционирует на обоих государственных языках», — заявил Ержан Батешов.

Казахстанран влаҫ органӗсен сайчӗсене чӑвашлатма ыйтнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/28114.html

Ҫакӑ чӑннипех лайӑх пулӑм!

Последний – это настоящий прорыв!

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/events/events/2021-god ... bliki-g/33

Тепӗр самантранах ӗҫ уншӑн пит начар ҫаврӑнса тухатчӗ пулӗ, анчах ҫӗнӗ пулӑм халӑх ҫиллине тепӗр еннелле пӑрса ячӗ.

Еще мгновение, и дело приняло бы для него дурной оборот, но тут новое происшествие направило гнев толпы в другую сторону.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Хуть мӗнле ҫӗнӗ япала е пулӑм ӑна хӑй шыракан ҫынсен йӗре ҫине ӳкерме пулӑшӗ.

Всякое новое происшествие могло навести его на след тех, кого он искал.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Паллӑ пулӑм Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пулнӑ.

Масштабное событие отметили в Чувашском государственном театре оперы и балета.

Республикӑра пуҫласа Чӑваш тӗррин кунне халалласа чаплӑ уяв ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=e4 ... b4575c9e35

Сӑмах каласси чаплӑ пулӑм ячӗпе черкке ҫӗкленипе е кил хуҫисене, хӑнасене сывлӑх суннипе вӗҫленме пултарать.

Обычно застольная речь заканчивается тостом либо в честь торжественного события, либо за здоровье хозяев, гостей и т. д.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Малашне паллӑ пулӑм ячӗпе вун-вун мероприяти йӗркелеме палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ ӗҫ — ӗмӗрлӗх асра // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2020.10.30

Ҫавна май театрта «Пурнӑҫ» мультимедиа куравӗ уҫӑлни те пысӑк пулӑм.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ ӗҫ — ӗмӗрлӗх асра // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2020.10.30

Унӑн пархатарлӑ ӗҫне хакласа асӑну хӑми уҫни шкулшӑн анчах мар, пӗтӗм районшӑн пӗлтерӗшлӗ пулӑм, — палӑртрӗ Николай Петрович ҫак сӑваплӑ ӗҫе пурнӑҫлама хутшӑннӑ кашни ҫыннах ырӑпа асӑннӑ май.

Куҫарса пулӑш

Директор ячӗпе – асӑну хӑми // Е. Петрова. Елчӗк Ен, 2018.05.05

Пирӗн ҫӗршывра вӑл хӑнӑхнӑ пулӑм мар.

В нашей стране это не привычное явление.

«Ютубра» 100 ытла чӗлхе, чӑвашли те пулмалла // Ирина КУЗЬМИНА. http://suvargazeta.ru/news/intervyu-stat ... e-pulmalla

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех