Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пултӑмӑр (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир лайӑх тӗл пултӑмӑр та пӗрле трактире чей ӗҫме кайрӑмӑр, чей ӗҫнӗ хушӑра вара вӑл мухтанса ларчӗ:

Мы хорошо встретились и пошли в трактир пить чай, а за чаем он хвастался:

XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

— Ну, акӑ, каллех тӗл пултӑмӑр, — терӗ вӑл ӳсӗркелесе.

— Ну вот, снова встретились, — сказал он, покашливая.

XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Пӗрре эпир унпа урамра тӗл пултӑмӑр; вӑл йывӑр енот кӗрӗкӗ тӑхӑнса, пуп пек чаплӑн та ерипен утса пыратчӗ, эпӗ унпа сывпуллашрӑм; ман ҫине ывӑҫ тупанӗ айӗнчен пӑхса илсе, вӑл шухӑша кайнӑ пекле каларӗ:

Однажды мы столкнулись на улице; он шел в тяжелой енотовой шубе, важно и медленно, точно поп, я поздоровался с ним; посмотрев на меня из-под ладони, он задумчиво проговорил:

XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Йӑкӑнатпа эпир халӗ час-часах тӗл пултӑмӑр.

С Игнатом мы теперь виделись часто.

Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.

Эпир санпа вокзалта тӗл пултӑмӑр.

На вокзале мы с тобой встретились.

14 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Унта эпир тӑватӑ ҫул пӗрле пултӑмӑр.

Там мы провели четыре года.

19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Анчах шӑпах крыльца умӗнче кӗтмен ҫӗртен тӑватӑ хӗрарӑма тӗл пултӑмӑр, вӗсенчен иккӗшӗ алӗҫ, пӗри кӗнеке тытнӑ, тепри пӗчӗкҫӗ йытта йӑтнӑ, хӑйсем пурте тепӗр енчен хӑвӑрт-хӑвӑрт утса килеҫҫӗ.

Но у самого входа в дом столкнулись с четырьмя дамами, из которых две с работами, одна с книгой, а другая с собачкой скорыми шагами шли с другой стороны.

XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫак кун, мӗн уҫӑлса ҫӳресе таврӑничченех, эпир Любӑпа иксӗмӗр темшӗн уйрӑмах хаваслӑ пултӑмӑр, ҫавӑн пек чухне кашни ансат япала, кашни сӑмах, кашни хускану култарать.

В этот день, во все время катанья, мы с Любочкой находимся почему-то в том особенно веселом расположении духа, в котором каждый простой случай, каждое слово, каждое движение заставляют смеяться.

ХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

1934 ҫулта эпир Сачковпа пӗрле «Хӑюлли» ятлӑ хурал катерӗ ҫинче службӑра пултӑмӑр.

В 1934 году вместе с Сачковым мы служили на сторожевом катере «Смелый».

«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.

Эпир телейлӗ пултӑмӑр.

Нам посчастливилось!

39 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Горькинче тӑватӑ кун пултӑмӑр — унта та кунта ҫӳрерӗмӗр, Алексей Максимович ӑҫта пурӑннине, ӑҫта ӗҫленине кайса куртӑмӑр, ытти паллӑ вырӑнӗсенче те пултӑмӑр, автозавода экскурси турӑмӑр.

Четыре дня побыли в Горьком — походили, посмотрели, где жил Алексей Максимович, где работал, какие там еще памятные, интересные места, устроили экскурсию на автозавод.

28 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Вара эпӗ те, таврара тӑракан ачасем те Виктор Суржик, тытӑнчӑклӑнрах, Андрей Репина приказ панине итлесе кӑмӑллӑ пултӑмӑр:

И вот я и стоявшие вокруг ребята имели удовольствие слышать, как Виктор Суржик, слегка заикаясь, отдает приказание Андрею Репину:

23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Мана хӑйсен командирӗпе паллаштарса, ҫав отрядри ачасем ман ҫине тӑрӑхларах пӑхрӗҫ, вӗсен куҫӗсенче эпӗ «ну мӗнле, тӑванӑм, санран чеерех пултӑмӑр вӗт эпир!» тенине куртӑм.

Представляя мне своего командира, ребята из этого отряда посматривали на меня не без ехидства, и в их взглядах я читал: «Что, брат, перехитрили мы тебя?»

4 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Ӑнсӑртран тӗл пултӑмӑр эпир унпа.

И встретились мы с ним совсем необычно.

VI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

— Акӑ ӑҫта тӗл пултӑмӑр эпир санпа, патша йытти!.. —

— Вот где мы встретились с тобой, царская ищейка! —

V // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Анчах — ӑнсӑртран тӗл пултӑмӑр

Но встретились-то случайно…

19 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Тӗл пуласса та ак ӑнсӑртран кӑна тӗл пултӑмӑр.

И получилось, что встретились мы с тобой случайно.

19 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Питӗ кӗтмен ҫӗртен тӗл пултӑмӑр та ыталанса илнипех ҫырлахмарӑмӑр, чуптусах та пӗтертӗмӗр пӗр-пӗрне.

Встреча была столь неожиданной, что мы не только обнялись, но даже и облобызали друг друга.

19 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Пӗрремӗш кунранах сулхӑншӑн кӗрешме пултӑмӑр: урамсен хӗвел ӳкмен енӗпе ҫеҫ ҫӳреме тӑрӑшатпӑр.

С первого же дня была объявлена борьба за тень: стараемся ходить только по теневым сторонам улиц.

5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Пирӗн куҫ умӗнчех кӗлленнӗ хуласем ҫӗнӗрен ӳсме, илемленме тытӑнчӗҫ, каллех рельсӑсем чанкӑртатма пуҫларӗҫ, юнпа шӳнӗ ҫӗр ҫинче вӑйлӑ тырпул туса илекен пултӑмӑр.

На наших глазах начали подниматься из пепла города, снова зазвенели под колесами рельсы и стала плодоносить земля, политая кровью.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех