Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пултаруллӑ сăмах пирĕн базăра пур.
пултаруллӑ (тĕпĕ: пултаруллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ятлӑ-сумлӑ, пултаруллӑ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫыравҫӑсем хушшинче вӑл — чӑваш Тургеневӗ (ҫырассипе мар, шахматла выляссипе паллах: лешӗ, вырӑссен аслӑ писателӗ, хӑй вӑхӑтӗнче пултаруллӑ шахматистсенчен пӗри пулнӑ-ҫке).

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хайхи ҫамрӑк хӗрарӑм вӑтам шкулта вӗреннӗ ҫулсенче пултаруллӑ гимнастка пулнӑ, час-часах ӑмӑртусене хутшӑннӑ, пӗр ҫулхине республика чемпионӗ ятне те ҫӗнсе илнӗ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Эпир, ҫыравҫӑсем, пӗр-пӗринчен тӑрӑхлас тесен пурте пултаруллӑ, кашниех гений ҫав».

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ун пек пултаруллӑ ҫын Палтай Кавӗрли ҫырнине ниепле те вӑрлама пултарайман.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пултаруллӑ писательсенчен пӗри вӑл.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫивӗч те вӑр-вар, тӳрӗ чунлӑ тата пултаруллӑ пулнӑшӑн пурсӑра та тав тӑватӑп.

Благодарю вас за оперативность, объективность и творческий взгляд.

Олег Николаев Радио кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/05/07/ole ... dnem-radio

Ҫак пултаруллӑ хӗрарӑм пуҫарӑвӗпех 1985 ҫулта Нева ҫинчи хуларан куҫарса килнӗ ача ҫурчӗн воспитанникӗсемпе тӗлпулу йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

Чи пултаруллӑ авторсене тӗрлӗ номинацире палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Пирӗн вӗрентекенсем чи пултаруллӑ, ӗҫчен, талантлӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ҫулталӑк вӗрентекенӗ – 2023» конкурс лауреачӗсем паллӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60609

Пуян чун хаваллӑ, пултаруллӑ та хастар.

Куҫарса пулӑш

«Ҫулталӑк вӗрентекенӗ – 2023» конкурс лауреачӗсем паллӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60609

Пултаруллӑ педагогсем Етӗрне тӑрӑхӗнче чӑн та чылай: Белов Валерий Софронович, Скребков Виталий Николаевич, Александров Николай Иванович тата ыттисем.

В Ядринском округе талантливых педагогов не мало: Белов Валерий Софронович, Скребков Виталий Николаевич, Александров Николай Иванович и другие.

Етӗрнери тӗп вулавӑшра литературӑпа ҫыхӑннӑ педагогсем пирки курав ӗҫлет // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34891.html

Пӗр-пӗринпе малалла та «анлӑ правительство» мелӗпе хутшӑнса, ҫынсен шухӑш-кӑмӑлне шута илсе ӗҫлесе тата вӗсен пултаруллӑ пуҫарулӑхӗ ҫине таянса эпир экономикӑпа социаллӑ пурнӑҫ сферине малашне те йӗркеллӗн аталантарса пырассине, территорисен экономикине инвестицисем хывма хӑтлӑ майсем йӗркелессине, кашни ҫын ырлӑхне тивӗҫтерме пултарассине ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Убежден, что продолжая взаимодействовать в формате «расширенного правительства», работая с учетом мнения людей, опираясь на их созидательную инициативу, мы и дальше будем развивать экономику и социальную сферу, создавать комфортные условия для инвестиций в экономику территорий, обеспечим благополучие каждого жителя.

Олег Николаве Раҫҫей Парламентаризмӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/27/gla ... aet-s-dnem

Вӗсем, уйрӑмах «Молодая гварди» организаци членӗсем, ыркӑмӑллӑх ӗҫне хастар хутшӑннине, тӗрлӗ проектсене ӗҫе кӗртес тӗлте пултаруллӑ пулнине ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫланӑ ӗҫсене пӑхса тухнӑ, тӗллевсем палӑртнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d0%b2/

Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗнче Комсомольски, Елчӗк тата Йӗпреҫ муниципалитет округӗсенчи шкулсен чи хастар та пултаруллӑ вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартма кӑмӑл турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Туркай вулавӗсем» поэзи фестивалӗ иртрӗ // Лариса Никифорова. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d1%82%d1%8 ... 97-%d0%b8/

Ҫавӑн пекех 2006—2007 ҫулсенче ҫуралнӑ А.Чуркина, Э. Демьянова, С.Иванов, М.Мышкин, Д.Филиппов ҫак спорт енӗпе чи пултаруллӑ пулнине кӑтартса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑмӑл атлетикӑра палӑрчӗҫ // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d2%ab%d3%9 ... %97%d2%ab/

2006—2007 ҫулхисенчен 400 метра чупассипе Д.Амерханова хӑй пултаруллӑ пулнине тепре ҫирӗплетрӗ, чемпион ятне тивӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑмӑл атлетикӑра палӑрчӗҫ // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d2%ab%d3%9 ... %97%d2%ab/

Кӑҫал вӑл Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн пултаруллӑ ҫамрӑксене паракан стипендине илме тивӗҫ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӑнтӑлу хӗлхемӗ вӑй парса тӑрать // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d3%91%d0%b ... %82%d1%8c/

Пӗлтӗр вӑл пултаруллӑ яш-кӗрӗмпе «У Тимоши» ҫӑлкуҫа юсанӑ, ун таврашне тирпей-илем кӗртнӗ ҫӗрте тӑрӑшса ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑнтӑлу хӗлхемӗ вӑй парса тӑрать // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d3%91%d0%b ... %82%d1%8c/

Вӑл — «Молодая Гвардия Единой России» обществӑлла организацин вырӑнти уйрӑмӗн пултаруллӑ хастарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑнтӑлу хӗлхемӗ вӑй парса тӑрать // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d3%91%d0%b ... %82%d1%8c/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех