Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пултаруллӑ сăмах пирĕн базăра пур.
пултаруллӑ (тĕпĕ: пултаруллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрнарти ҫав тери пултаруллӑ хӗрачан Галина Костянецкаян ӗҫӗсене пӗрремӗш хут курсан тӳрех ҫак сӑмахсем аса килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӳкерчӗкӗсенче - чун-чӗре пуянлӑхӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12359-ke ... uyanl-kh-2

«Мускавра пурӑнакан хамӑр шкулти учительницӑн хӗрӗ Инга Анисимова 50 пин тенкӗ куҫарса пачӗ. 2005 ҫулсенче ку пысӑк сумма. Ял-йыш хутшӑннипе кӗҫех никӗс те хывӑнчӗ, стенисем те хӑпарчӗҫ», - аса илет пултаруллӑ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Хастарлӑхӗпе тӗлӗнтерет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Чӑваш блогерӗсем чӑнах та пултаруллӑ, кашнийӗ ҫынсене хӑйевӗрлӗхӗпе илӗртет: пӗри илемлӗ видеопа, тепри хӑй тунӑ ӳкерчӗкпе, виҫҫӗмӗшӗ ӑслӑ шухӑшпа, тӑваттӑмӗшӗ сӑвӑсем ҫырса.

Куҫарса пулӑш

Хусанта иртнӗ эрнекун чӑваш блогерӗсем тутар ӗҫтешӗсемпе тӗл пулчӗҫ // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... avas-tuxat

Питӗ пултаруллӑ ташлама пултараҫҫӗ иккен вӗсем.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Республика Пуҫлӑхӗ: «Ҫӗрпӳ район халӑхӗ пултаруллӑ, йывӑрлӑхсене ҫӗнтерет. 2015 ҫула ӑнӑҫлӑ вӗҫлессе шанатӑп», - терӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳсен йывӑр лавӗ малаллах кайтӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 3 с.

«Елчӗксем яланах маттур та хастар, пуҫаруллӑ та пултаруллӑ, ӗҫчен халӑх пулнӑ. Яланах ҫапла пулӑр, эпир вара сирӗн ҫинчен ҫырсах тӑрӑпӑр», - пӗтӗмлетрӗҫ журналистсем.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк районӗ - чӑвашлӑх утравӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.

Турай территори пайӗнчи Ростислав Семенов «Тавҫӑруллӑ Улӑп» ята тивӗҫнӗ; Йӳҫкасси территори пайӗнчи Данил Барминов — «Пултаруллӑ Улӑп» ята; Хорнуй территори пайӗнчи Сергей Павлов — «Патвар Улӑп» ята; Оринин территори пайӗнчи Никита Павлов — «Спортпа туслӑ Улӑп» ята.

Ростислав Семенов из Тораевского территориального отдела удостоен звания «Тавҫӑруллӑ Улӑп»; Данил Барминов из Юськасинского территориалього отдела — «Пултаруллӑ Улӑп»; Сергей Павлов из Хорнойского территориального отдела — «Патвар Улӑп»; Никита Павлов из Орининского территориального отдела — «Спортпа туслӑ Улӑп».

Муркаш тӑрӑхӗн улӑпне палӑртнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34337.html

Ҫаван пекех пултаруллӑ пулнине те ҫирӗплетсе памалла пулнӑ.

Нужно было также показать и свои творческие таланты.

Муркаш тӑрӑхӗн улӑпне палӑртнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34337.html

Ҫак куравра тӗлӗнмелли пайтах пулчӗ, ҫамрӑк ӑру чӑннипех те пултаруллӑ иккенне курса ӗненме май килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Педагогсемпе ачасене телейлӗ ҫулталӑк кӗттӗр // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d0%bf%d0%b ... %b0%d0%bb/

Тин ҫеҫ пурӑнма тытӑннӑскер, пултаруллӑ ҫамрӑк ача ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Пултаруллӑ специалист темиҫе уйӑхранах багермейстер, унтан аслӑ багермейстер пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Ҫапла ӗҫлесе пурӑннӑ Надежда Константиновна Крупская, Ленинӑн мӑшӑрӗпе кӗрешӳри шанчӑклӑ юлташӗ, партипе Совет государствин паллӑ деятелӗ, пултаруллӑ педагог.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

«Тӗлӗнмелле пултаруллӑ ача. Килти ӗҫсене яланах пурнӑҫлать, таса та тирпейлӗ ҫырать. Вӗренӳре малтисен йышӗнче пырать. Сӑн-питӗнче яланах кӑмӑллӑ кулӑ. Ачасем ӑна ырӑ кӑмӑлӗшӗн, ыттисене пулӑшма тӑрӑшнӑшӑн питӗ хисеплеҫҫӗ, яланах унпа юнашар пулма тӑрӑшаҫҫӗ», — ҫапла ҫырнӑ ун пирки 1-2-мӗш классенче ертсе пынӑ учитель.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

Ӑслӑ, пултаруллӑ ҫамрӑксем.

Толковые ребята.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Шкул начальстви те пултаруллӑ ҫамрӑкӑн ӗҫӗсемпе пикенсех интересленет.

Несмотря на то что школьное начальство, заинтересованное в талантливом парне.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Володя шкулти чи пултаруллӑ та ӑста слесарьсенчен пӗрне — Горовица комитета суйлама сӗнчӗ, анчах Горовиц именчӗклӗн: «Мана кунта суйламалӑх тивӗҫӗм ҫук, ан суйлӑр», тесе хирӗҫлерӗ, мӗн кирлине унсӑрах пурне те тума сӑмах пачӗ.

Володя предложил и кандидатуру Горовица, как одного из самых искусных слесарей школы, но Горовиц застенчиво попросил не выбирать его, так как он недостоин еще этой чести, и пообещал, что он и без того будет делать все, что потребуется.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Комсомол организацийӗсем йышланни пултаруллӑ ҫамрӑксене кирлӗ ӗҫсене явӑҫтарма, МОПР-па «Про-пич-тус»-ӑн ҫӗнӗ ячейккисене тума, вӗренекенсем кӑларса тӑракан хаҫатсен редакцийӗсене йӗркелеме тата ытти ӗҫсене те ҫине тӑрсах туса пыма ыйтать.

Организационный рост требовал новой расстановки людей, создания новых ячеек МОПР и «При-Пре-Про», налаживания работы редакции ученической газеты и многого другого.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Урсэкие, пултаруллӑ мимик пулнӑ май, директора, Стурза надзирателе, Пенишорӑна, «мемме ачи» Дудэуна — тата ыттисене те пит ӑста сӑнласа парать.

Великолепный мимик, он отлично копировал директора, надзирателя Стурзу, Пепишору, Дудэу — «маменькиного сынка» и других.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫакӑ пултаруллӑ ачасен «ЭТКЕР» центрӗн майӗсене палӑрмаллах вӑйлатать, асӑннӑ центра пӗтӗм республикӑри ачасемпе вӗрентекенсем лайӑх пӗлеҫҫӗ тата килӗштереҫҫӗ.

Это серьезное дополнение к возможностям центра одаренных детей «ЭТКЕР», который уже завоевал любовь школьников и учителей всей республики.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

14-17 ҫулти пултаруллӑ, пуҫаруллӑ 10 ача кружока эрнере пӗр хутчен ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Янратӑр параппан сасси, кӗрлетӗр уяв! // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44130-yanra ... let-r-uyav

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех