Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пултарайман (тĕпĕ: пултар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑвашсем хушшинче ӗҫлекен тухтӑрсемпе фельдшерсем, акушерсемпе фармацевтсем мӗнпур вӑя хурса ӗҫлеме пултарайман, условисем ҫитмен.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Паллах ӗнтӗ, больницӑсем сахал пирки чирлӗ ҫынсене пурне те унта йышӑнма пултарайман, вырӑн ҫителӗксӗр пулнӑ, 1859 ҫул тӗлне Шупашкар уесӗнче 68 пин ҫын валли пурӗ 50 вырӑн, Ҫӗрпӳ уесӗнче 100 пин те 600 ҫын валли 17 вырӑн, Етӗрне уесӗнче 103 пин те 200 ҫын валли 12 вырӑн ҫеҫ шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Вӗсем, паллах, совет гражданинӗ, совет летчикӗ мӗнле ҫын иккенне ӑнланма пултарайман.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

2021 ҫулта, ГКЧП пулӑмӗ хыҫҫӑн 30 ҫул иртнӗ хыҫҫӑн, паллах, Тимӗр Акташ статья хатӗрлемесӗр пултарайман.

Куҫарса пулӑш

Историе истори кӗнекинче хӑварасчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6379.html

1930-1940 ҫулсенче анне, пиччесемпе аппасем выҫлӑ-тутлӑ пурнӑҫпа пурӑнчӗҫ, ун чухне эпӗ вӗсемшӗн нимӗн те тума пултарайман.

Куҫарса пулӑш

«Эпӗ Турӑ курасса шанатӑп...» // Руслан ХАФИЗОВ. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... -p-3388934

Ҫав вӑхӑтрах вӗсем йышӑнма пултарайман 160 ваканси пур — унта 4-мӗш разрядран кая мар квалификациллӗ рабочисем ӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

Паллах, вӑл вӑхӑтра ку хӑрушӑ йӑла юмах сюжечӗ пулма та пултарайман.

Этот сюжет отразился в устном творчестве значительно позже,

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Революциччен чӑваш халӑхӗ ҫав тери хӗн-хурлӑ та асаплӑ пурнӑҫпа пурӑннӑ, ун чухне, кӗҫ-вӗҫ вилсе пӗтес патне ҫитнӗскер, вӑл хӑйӗн тӑван культурине аталантарасси ҫинчен шухӑшлама та пултарайман.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Анчах урса кайнӑ мӑшӑра мирлештересси ҫинчен сӑмах та пулма пултарайман.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Уйрӑмах, леш историлле кун, хӑй шӑв-шав пуҫласан, Унтрей милици чӗнтернӗшӗн каҫарма пултарайман

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Упӑшки пекех мӑнтӑрскер, Энтрей арӑмӗ вӑйӗпе мухтанма пултарайман.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Сухвин сӑн-питӗнче чӑвашӑн тӗлӗнмелле хӑйне евӗр ҫемҫелӗхӗ, мӗнпур чунтан юратма та хурланма, кирлӗ пулсан тарӑхма та, кирлӗ пулсан — виҫесӗр савӑнма та кулма никамран ытла пултаракан темӗнле йӗрӗ, питӗ сисӗмлӗ, пысӑк, тарӑн чун, ҫӗр ҫине тепӗр хут нихҫан та ҫуралма пултарайман хӑйне евӗр илемлӗх сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫакӑнпа вара З.Константиновӑн ашшӗ нимӗнле те ҫырлахма пултарайман, ҫывӑх ҫыннипе пӗтӗмӗшлех ҫыхӑну татнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шуррисемпе те ҫапӑҫнӑ, нимӗҫсене те парӑнтарнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/shurrisempe-te-ca ... tarna.html

Ҫӗрӗ чупайсен чаплӑ ҫӗр пулман, мухтанма пултарайман вӗсем унпа.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Укаҫ илемӗпе сӑпайлӑхӗ, ӑсӗпе ӗҫченлӗхӗ Тимуша та илӗртнӗ, анчах вӑл ун юратӑвне тивӗҫлӗ пуласси ҫинчен шутлама та пултарайман, Укаҫ ҫинчен шутлама та вӑтаннӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— «Йӳнӗ чап», терӗр… «ҫӑмӑл чап», терӗр… эппин… пачах та пултарайман ҫын эпӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ман шутпа, ҫемьешӗн мӗн кирлине йӑлтах туса ҫитерме пултарайман арҫын ҫеҫ хӑйӗн арӑмне производствӑра ӗҫлеттерет, — тутине пӑркаларӗ Алиса.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Чӑнах та-и? — унашкал пулма пултарайман пек тӗлӗнчӗ фотограф, ман ҫине пӑхрӗ те пуҫне лӑс! сулчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫакна тума кашни сварщик пултарайман.

Куҫарса пулӑш

Алли ылтӑн унӑн // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b0%d0%b ... bda%d0%bd/

Ӑнланмалла ӗнтӗ, мире юратакан пирӗн ҫӗршыв, пакта пӑсас пуҫарулӑха хӑйӗн ҫине илме шутламан пирки, ултав ҫулӗ ҫине тӑма пултарайман.

Понятно, что наша миролюбивая страна, не желая брать на себя инициативу нарушения пакта, не могла стать на путь вероломства.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех