Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пултарайман (тĕпĕ: пултар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗнле-ха, ҫав тери хисеплӗ, прихучӗпе ӑстӑнлӑ ҫынсем ҫав ултава сисме пултарайман?

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Апатланнӑ хыҫҫӑн Микула нумаях та кӗтмерӗ, урамӑн тепӗр енче Касмуххасем килнине асӑрхарӗ, Ку таранччен вӑл, хирӗҫсе кайнӑ Ӗнелпе Пиш хушшинче нимле туслӑх та пулма пултарайман пек сунса, уполномоченнӑйӗсем те пӗр-пӗрин ҫине тӑшманла пӑхасса, уйрӑм ҫӳрессе кӗтнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫук, тем тесен те ку тавлашӑва Михха тапратса яма пултарайман.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Анчах вӑл нихҫан та ҫӗнтерме пултарайман!

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑйне ҫав-ҫавах сӑпайлӑ ҫын пек тыткаласа: — Михаил Петрович, ҫут тӗнчере этем тума пултарайман ӗҫсем те пур. Ку ҫӳлти туррӑн ӗҫӗсем. Ҫавӑнпа эпир Микула ачине те ят хумасӑр хӑварма пултараймастпӑр, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Атте мана хирӗҫлессе шухӑшлама та пултарайман

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье ӑмсаннине Микула та сисмесӗр тӑма пултарайман.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗнӗ йӗр ҫулпа кайнине курса: «Иккӗленмелли ҫук, кумӑн лаши йӗрӗ ку, урӑх пӗр лаша та ҫӳреме пултарайман кунта», — тесе шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫук, Михаил Петрович суйса калама пултарайман.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кум хӑйӗн сӑмахне улӑштарма пултарайман.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йӗркеллӗ ҫиме те, тӑхӑнма та пултарайман, анчах йывӑрлӑхран пӑрӑнман, хӑраман.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ та паттӑр ентеш // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10761-pu ... t-r-entesh

Аҫу мар, вӑл апла хушма пултарайман! — тарӑхрӗ Тарье.

Куҫарса пулӑш

Философсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тан мар ҫынсен юратӑвӗ телейлӗ пулма пултарайман.

Куҫарса пулӑш

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Крепостник ывӑлӗ крепостной хресчен хӗрне юратма та, качча илме те пултарайман.

Куҫарса пулӑш

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун вӗрентӗвне никам та путарса лартма пултарайман.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей ытахальтенех апла хӑтланма пултарайман.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӑпсасем ҫинче ҫакӑнса тӑракан алӑк ҫавӑн чухне каялла хӑй вырӑнне анса ларнӑ, кашкӑр вара ниҫтан та тухма пултарайман.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халӗ те ӑна-кӑна тавҫӑрма пултарайман Хрестук юпа пек шак хытса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Тихонов та аякра тӑма пултарайман - вӑл УАЗ валли ятарлӑ экспедици домкратне панӑ.

Куҫарса пулӑш

Район салтакӗсем валли - вӑйлатнӑ УАЗ машина // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11895-ra ... az-mashina

Кӗтессе кӗтнӗ-ха вӗсем ку ӗҫе, таврари турхансемпе ҫӗрпӳсем пӑлхавҫӑсен пуҫлӑхне йӗрленине тахҫанах сиснӗ, ҫапах та Мамич-Бердее кӗҫӗрех ярса илессине ӗмӗтленме пултарайман.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех