Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пултар сăмах пирĕн базăра пур.
пултар (тĕпĕ: пултар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӗрене хумхантарма пултартӑн пулсан лӑплантарма та пултар ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пултарас пулать, — терӗ Тимофей Ильич, пирусне чӗртсе, — тӑрӑш та пултар.

— А ты смоги, — сказал Тимофей Ильич, сворачивая цигарку, — поднатужься — и смоги.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Юпахӗ юртма юратаканскер пулчӗ, тилхепене тытса пыма ҫеҫ пултар — виҫӗ ҫухрӑма туххӑмра илсе ҫитерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Канлӗх те ырлӑх пултар ку киле!

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вагон еннелле утӑм тӑвиччен аякри янташӑма тытса ыталарӑм, «Малалла инкек-синкексӗр те хирсӗр пурӑнмалла пултар», — тесе ҫул ҫине вулама илнӗ «Чӑваш вӑрманӗ» кӗнекене парнелерӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Тепӗр кунне мухмӑр-сухмӑрпа аптраса сӳтӗлмелле мар, ӗҫме пӗлтӗн-тӗк — ӗҫлеме те пултар, ял халӑхне ан култар.

Куҫарса пулӑш

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Алран кайтӑр тесе ӗҫлени пулманччӗ ку таранччен, малашне те ан пултар.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Писатель, кам пултар урӑх?

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ан пултар вӑрҫӑ, ялан пултӑр мир!

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

— Кӑвапине каснӑ чухне, — пӗлтерчӗ вӑл пурте илтмелле, — «Аҫу пек ҫирӗп те вӑйлӑ, ӗҫчен пул, тырпул акса тума та, аллунта пуртӑ тытма та, выльӑх-чӗрлӗх усрама та, тӑшманпа кӗрешме те пултар. Патька-патша пек ӑслӑ, пархатарлӑ, ҫынсемпе тарават, ырӑ кӑмӑллӑ пул. Вӗсем сан ҫинчен ӗмӗр ырӑ сӑмах кӑна калаччӑр», — терӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Улах вӑйлӑ пултар! — те Павӑл салам пуриншӗн ларӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗрӗс-тӗкелех пултар, — хирӗҫ пулчӗ Павлуш.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Нумай-нумай картина ӳкермелле пултар санӑн, Эверкки.

Куҫарса пулӑш

XII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Кукамӑшӗ пуҫламан ҫавра ҫӑкӑра илсе хӗрес хыврӗ, «перекетлӗ пултар», терӗ майӗпен, Эверккине илтӗни-илтӗнми, вара, ҫӑкӑра кӑкӑр умне тытса, темиҫе чӗлӗ касса сӗтел ҫине хучӗ, ҫемҫине пӗр татӑк хуҫса илсе ҫӑварӗ патне илсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Мӗнле тӗрӗслӗх пултар апла?

Какая же это справедливость выходит?

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Хӑйсен заёма вырнаҫтарса ҫитересси те нимех те мар, заём сутма документ парса пултар кӑна.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ-пуҫлӑ-тӑнлӑ ҫын… // Н. Маяк. «Капкӑн», 1933, 1№, 13 с.

Вӗреннӗ сӑмахсене каламашкӑн ҫӑмӑлтарах пултар тесе, эпӗ хам вӗреннӗ пур сӑмахсене те акӑлчан алфавичӗпе йӗркерен ҫырса пытӑм, вӗсем тӗлне ҫав сӑмахсем мӗне пӗлтернине куҫарса ҫыртӑм.

Чтобы легче запомнить, я записывал все заученные мною слова в порядке английского алфавита с соответствующим переводом.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

— Ырӑ каҫ пултар, асатте! — тесе хыттӑн та савӑнӑҫлӑ каланӑ халӗ пырса кӗнӗ ҫын.

— Добрый вечер, дедушка! — сказал пришедший громко и весело.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Войтов, меллӗ пултар тесе, сулахай аллипе хӗҫне хӗстерсе тытрӗ те, чупсах кайрӗ.

Войтов перехватил, для удобства, левой рукой ножны шашки и вышел рысцой.

ХL сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

— Кун пек патак ҫисен, ӑҫтан хырӑм пултар?

— От такого бою разве можно понести?

I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех