Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫав романсенче мана чее шухӑшсем те, хӗрӳллӗ туйӑмсем те, асамлӑ ӗҫсем те, улшӑнми кӑмӑллӑ сӑнарсем те килӗшрӗҫ; унти ҫын ырӑ кӑмӑллӑ пулсан, пур енчен те ырӑ кӑмӑллӑ; усал пулсан, пур енчен те усал, — яш ӗмӗрте мана ҫынсем шӑпах ҫавнашкал пулнӑн туйӑнатчӗҫ; ҫав кӗнекесем пурте французла пулни те питӗ-питӗ килӗшрӗ, ырӑ йӑхран тухнӑ геройсен ырӑ сӑмахӗсене эпӗ астуса юлма, май килсе тухсан пӗр-пӗр ырӑ ӗҫре вӗсене асӑнса хӑварма пултартӑм.
XXX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӗнекене вулама чарӑнса, чей ӗҫме лартӑмӑр та, хӗрарӑмсем, хӑйсем мана ӑшшӑн йышӑннӑ пулин те, миҫе ҫула ҫитни, обществӑра мӗнле вырӑн йышӑнни тӗлӗшпе манпа вӗсем хушшинче уйрӑмлӑх пуррине систересшӗн пулнӑн (мана ҫапла туйӑнчӗ), эпӗ пӗлмен ҫынсемпе ӗҫсем ҫинчен калаҫу пуҫарчӗҫ.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ галерейӑна кӗрсен, ман ҫине ҫывӑхран пӑхасшӑн пулнӑн, аллӑмран тытса, мана хӑй патне туртса илчӗ те, ман ҫине ывӑлӗ пекех каштах сивлекреххӗн тинкерсе пӑхса, Дмитрий каланисем тӑрӑх хӑй мана тахҫантанпах пӗлни ҫинчен каларӗ, ҫемйипе лайӑхрах паллаштарас шутпа мана хӑйсем патӗнче пӗр талӑк пурӑнма сӗнчӗ.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫакнашкал улшӑну пӗр сӑлтавсӑрах пулнӑн туйӑнать, мӗншӗн тесен амӑшӗ ӗлӗкхи пекех кӑмӑллӑн кулать тата унӑн пур хусканӑвӗсенче те ӗлӗкхилле йӑвашлӑх палӑрать.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Дмитрий ман пӳлӗме кӗрсе тӑрсанах, унӑн пичӗ, утти тӑрӑх тата ҫиленнӗ чух яланах куҫне хӗссе, питне-куҫне илемсӗрлетсе, галстукне тӳрлетесшӗн пулнӑн пуҫне айккинелле пӑркаланинчен эпӗ вӑл сивлек те кутӑн кӑмӑллӑ пулнине ӑнлантӑм; вӑл хӑйне хӑй кӑмӑлсӑрланнӑ вӑхӑтра яланах ҫакнашкал пулать, ҫакӑ мана унран палӑрмаллах пистерет.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Пачах урӑхла, эпӗ хама ҫителӗксӗр юратнипе именетӗп; манпа пӗрле чух ҫынсене лайӑх мар, кичем пулнӑн туйӑнать… ҫавӑнпа…
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗр Сережа ҫинчен кӑна шухӑшлакан Соньӑшӑн эпӗ ҫут тӗнчере ҫукпа пӗрех пулнӑн туйӑнчӗ.Сонечка же, казалось, так была занята Сережей Ивиным, что я не существовал для нее вовсе.
ХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Килмест», — пӑшӑлтатрӗ Володя, вара Володя Машӑна тытса чарасшӑн пулнӑн хускалса илчӗ.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кадриль пӗтсен, Соня мана, эпӗ чӑнахах тава тивӗҫ пулнӑн, питӗ кӑмӑллӑ сасӑпа «mersi» терӗ.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Княгиня сӑмах ваклама, нумай калаҫма юратать, никам пӗр сӑмах чӗнмесен те ялӑнах хӑйсене хирӗҫленӗ чухнехи пек калаҫакан ҫынсен шутне кӗрет: вӑл е сассине хӑпартса ярать, е ӑна пусарса пырать-пырать те сасартӑк ҫӗнӗ ҫивӗчлӗхпе калаҫма тытӑнать, хӑйне хавхалантарасшӑн пулнӑн, ҫывӑхрах калаҫӑва хутшӑнмасӑр тӑракансем ҫине ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхать.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
И.М. Матросовпа В.М. Бурмистровӑн «В Бресте, в 1941-м…» кӗнекинче 60-мӗш страницӑра виҫ сӑмахпа ҫырса кӑтартнӑ 333-мӗш полкри Степанов писарь (унта ятне кӑтартман) вӑлах пулнӑн туйӑнать, мӗншӗн тесен Брест крепоҫне киличчен вӑл Новозыбков хулинче взводри стена хаҫатне кӑларса тӑнӑ, Брест крепоҫне килсен те ҫав ӗҫе вӑлах тума пултарнӑ.
Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html
Йывӑр кобура, боеца юлашки хут хавхалантарасшӑн пулнӑн, пӗҫҫи ҫумӗнче майсӑррӑн ҫапкаланса пырать.
VI // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
«Хаклӑ тусӑмсем, сире лӑплантармалли сӑмахсем ҫырмастӑп, эпӗ сирӗнпе, эпӗ сире хампа юнашар пулнӑн туйнӑ пекех, эсир те мана хӑвӑрпа юнашар пулнӑ пек туйӑр.
65 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
«Интернационал» ҫав тери ҫӗклентерӳллӗн, ҫав хатӗр вӑйлӑн янӑрать, ун умӗнче ҫак тӗксӗм стенасем, лутра маччасем, тимӗр решеткесем — пӗтӗм тӗрме хӑйӗн надзирателӗсемпе тата следователӗсемпе пӗрле нимӗне тӑман вӑйсӑр, нишлӗ япаласем пулнӑн туйӑнчӗҫ.
IV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ҫак хӗсӗк куҫлӑ мӑнтӑр этем, ытти тӗрме ҫыннисенчен лайӑхрах та тасарах тумланнӑскер, Ильсеяршӑн халӗ вӗсем хушшинчи чи ирсӗр, чи киревсӗр, чи усал ҫын пулнӑн туйӑнчӗ.
IV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Анчах та хӑйне вӑл унпа ташлама тӳр килнӗшӗн питӗ кӑмӑллӑ пулнӑн, калаҫӑвӗ те вӗсен питӗ интереслӗ пынӑн тыткалать.
14 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Кӳлинене упӑшкин пичӗ шурса кайнӑн тата е кулас, е макӑрас пек пулнӑн туйӑнчӗ, ӑна-кӑна тӗплӗнех пӗлме унӑн вӑхӑчӗ пулман.
X // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Ку вырӑнта нӳхреп маччи ишӗлсе аннӑ, ҫынсем кирпӗч купаласа тунӑ сарлака траншейӑра пулнӑн туйӑнать.Потолок подвала здесь обрушен, люди находятся как бы в широкой кирпичной траншее.
Эйзенштрассе урамӗнчи передовой // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 305–318 с.
Вӗсене полкра темӗнле трагеди пулнӑн туйӑнать, ҫавӑнпа та унта май килнӗ таран хӑвӑртрах ҫитмелле.
XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Аякран полк пӗр тӗслӗ пулнӑн туйӑнать: сӑрӑ ҫынсем, сӑрӑ лашасем, сӑрӑ тупӑсем…На расстоянии полк казался серым, одноцветным: серые люди, серые лошади, серые пушки…
XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.