Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пукане сăмах пирĕн базăра пур.
пукане (тĕпĕ: пукане) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ ӳссе ҫитетӗп те пуканесем тӑвакан ҫӗре ӗҫлеме кӗретӗп, вара хамӑр ял хӗрачисене кашнинех пӗрер пукане туса паратӑп.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

«Пӑх-ха эсӗ ӑна, темле пукане илсе килчӗ. Уншӑн ҫак пукане упӑшкинчен хаклӑрах пулас», — вӗлтлетсе иртрӗ шухӑш.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Старикпе карчӑк вара ӑна пукане пекех пӑхса усраҫҫӗ, пукане пекех тумлантараҫҫӗ: саппунӗ те шукӑль, кӗпи те хитре, пушмакӗ те виҫеллӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрлӗ тутӑр // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 54–56 с.

Ку хӗрача синьор Карабас Барабасӑн пуканесен театрӗнчи чи хитре те илемлӗ пукане пулнӑ.

Эта девочка была самой красивой куклой из кукольного театра синьора Карабаса Барабаса.

Сенкер ҫӳҫлӗ хӗрача Буратинона вилӗмрен ҫӑлса хӑварать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Вӑл кӗнеке — «Пиноккио е йывӑҫ пукане курса ҫӳренӗ ӗненме ҫук тӗлӗнмелле мыскарасем» ятлӑччӗ (йывӑҫ пуканене итальянецсен чӗлхипе буратино, теҫҫӗ).

Книга называлась «Пиноккио, или Похождения деревянной куклы» (деревянная кукла по-итальянски — буратино).

Умсӑмах // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Тепӗр чухне пулсан, Ильсеяр пуканесем курма чупсах кайнӑ пулӗччӗ, анчах халӗ унӑн пукане шухӑшӗ мар.

В другое время Ильсеяр бегом побежала бы смотреть на кукол, но сейчас ей было не до игрушек.

IV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Вӑл ҫак питӗ ӑслӑ тунӑ пукане госпитальне савӑнса пӑхса тухрӗ, «шӑл ыратнипе аптранӑ» пуканесене лартмалли пӗчӗк креслосем, операци тумалли сӗтелсем, пӗчӗк грелкӑсем пур; вӑл медицина пек хаяр наукӑна та ачасене савӑнтармалла тума пултарнӑ хуҫаран тӗлӗнчӗ.

Восхищенная, она обошла этот остроумно задуманный игрушечный госпиталь с маленькими зубоврачебными креслицами, операционными столами, крохотными горелками и не переставала удивляться выдумке предпринимателя, заставившего служить забавой для ребят даже такую суровую науку, как медицина.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Хӑйӗн ачалӑхне аса илсе, Мишатка валли хӑмӑш тунинчен ҫил арманӗ турӗ, ҫерҫисем тытма ут хӳри хӗлӗхӗнчен серепе ҫыхрӗ, хӗрачи валли кустӑрмисем ҫаврӑнакан, акӑш-макӑш хитре турталлӑ пӗчӗк кӳме майлаштарчӗ, ҫитса татӑкӗсенчен пукане тума та хӑтланса пӑхнӑччӗ, анчах кунпа нимӗн те тухмарӗ: пуканине тума Дуняшка пулӑшрӗ.

Вспомнил детство и смастерил Мишатке ветряную мельницу из камышинок, ссучил из конского волоса силки для ловли воробьев, дочери искусно сделал крохотную коляску с вращающимися колесами и причудливо изукрашенным дышлом, пробовал даже свернуть из лоскутов куклу, но тут у него ничего не вышло; кукла была сделана при помощи Дуняшки.

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ун пек амӑшне пукане-хӗр кирлӗ, мӗншӗн тесен вӑл хӑй те пукане, вӑл пуканесемпе пуканелле вылять.

Такой матери нужна дочь-кукла, потому что она сама кукла и все играет с куклами в куклы.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Е.Александрова К.В. Ивановӑн «Нарспи» поэмин «Силпи ялӗнче», К.Андреева «Сентти» сыпӑкӗсене, К.Малышева Н.Ыдарайӑн «Юрпике», А.Густомесова Л.Саринен «Пукане» сӑввисене пурин кӑмӑлне каймалла вуларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи илемлӗ, пуян, ҫепӗҫ… // Вера Никифорова. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d1%87%d3%9 ... %97%d2%ab/

Шалти пӳртрен пукане евӗр хитре хӗрарӑм пуҫне кӑларса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Э-э, эсӗ пукане пирки мар, хамӑр Кулинейкка ҫинчен калатӑн пулас.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Мӗн вӑл пукане?

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Хӑ, пукане теме пӗлет ку…

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Тата кӑнтӑр ҫутипе тӗсесе пӑх-ха эс Кулинейккӑна: пукане-тӗк пукане.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Тӗслӗхрен, «Кӗтме хӑнӑхасси – ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ҫар ҫыннисен ҫемйисенчи хӗрарӑмсене пӑшӑрханӑвӗпе пӑлханӑвне сирме пулӑшасси» проектпа килӗшӳллӗн Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ цифра технологийӗсемпе усӑ курса куракана тыткӑнлакан «Кӗт мана» программа туса хатӗрленӗ.

К примеру, в рамках проекта «Искусство ждать – поддержка женщин из семей военнослужащих специальной военной операции с целью снятия тревоги и напряженности» Чувашским государственным театром кукол создана иммерсивная программа «Жди меня» с использованием цифровых технологий.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Эпӗ ачасене укҫасӑр пукане театрӗ кӑтартма каятӑп!

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

— Ксей, эсӗ полковникӑн садне каймӑн-ши, ачасене пукане театрӗ кӑтартма, — ыйтрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Пукане ещӗкне ҫӗклерӗм.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Ас тӑватӑп-ха, кӳршӗ ял — Ҫӗнкас ачисем хӗлле пирӗн шкула пукане театрӗ килсе кӑтартнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех