Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

программипе (тĕпĕ: программа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫырура Олег Алексеевич республика аталанӑвӗн программипе килӗшӳллӗн ҫынсене уйрӑмах кӑсӑклантаракан, кашни сферӑрах вӑраха ямасӑр татса памалли ыйтусене хускатрӗ, ҫав вӑхӑтрах умра тӑракан проблемӑсене ҫивӗчлетрӗ, правительствӑн, Патшалӑх Канашӗн, муниципалитет округӗсен хальхи вӑхӑтри тата малашнехи тӗп тӗллевӗсене палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗллевсем пысӑк, ҫӗнӗлӗхсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫ // А. ИВАНОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44267-t-lle ... la-c-klecc

Стадионсене республика программипе килӗшӳллӗн хута ярса пыма тӑрӑшмалла.

Стадионы должны быть созданы в соответствии с республиканской программой.

Палӑртса хунинчен чылай маларах юсаса ҫӗнетнӗ Чӑваш Енри виҫӗ шкула // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/09/palr ... cnetn-chva

Вӑрнар районӗнче пӗлтӗр, сӑмахран, пуҫаруллӑ бюджет программипе 39 проекта ҫул панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ялсене комплекслӑ аталантарасшӑн // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11306-ya ... ntarassh-n

Пуху концерт программипе те тулӑх пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье тата шкул: ыррипе лайӑххи // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11840-ce ... -laj-khkhi

Чӑваш Республикин цифра трансформацийӗн центрӗн проект офисӗн ертӳҫи Татьяна Ковалева пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енӗн социаллӑ тата экономикӑлла аталанӑвӗн харпӑр программипе килӗшӳллӗн 8 проект пурнӑҫа кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Цифра аталанӑвӗ – тӗп вырӑнта // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/11/08/%d1%86%d0%b ... %82%d0%b0/

Иртнӗ ҫул «Чӑваш Республикинчи ял территорийӗсен комплекслӑ аталанӑвӗ» патшалӑх программипе яллӑ вырӑнсенчи автомобиль ҫулӗсене 174 ҫухрӑм юсанӑ, пуҫарулӑх бюджечӗн 916 проектне, ял территорийӗсене хӑтлӑлатма — 16, компактлӑ ҫурт-йӗр тума — 1, ял территорийӗсен комплекслӑ аталанӑвӗпе 7 проекта ӗҫе кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Парти проекчӗ ялсене тӗрев парать // Ю.ЮРЬЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d0%bf%d0%b ... %82%d1%8c/

Аса илтеретпӗр, «Интернета тав» конкурса «Раҫҫей Федерацийӗн цифра экономики» наци программипе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Интернет урлӑ ҫӗнӗ тӗнче уҫнӑ // Н.МЕДВЕДЕВА. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%b8%d0%b ... 3c%d0%bda/

«Сывлӑх сыхлавӗн пуҫламӑш звенине модернизацилессин программипе пирӗн район больници икӗ машинӑна тивӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ машинӑсем панӑ // Н.КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2022/09/30/ce%d0%bde-% ... b0%d0%bda/

Кунта республикӑн адреслӑ инвестици программипе искусствӑлла газон сарнӑ футбол уйӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрӳ ӗҫсем пыраҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/10/18/%d1%85e%d1% ... %d0%b0cce/

Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре ҫак пулӑшу программипе усӑ курас текенсенчен 4 пин заявка йышӑннӑ, 3,5 пин килӗшӳ тунӑ, 2,5 пин завяка пурнӑҫланӑ, 1000 ытла ҫӗр участокӗ патне газ илсе ҫитернӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑм ҫуртсене газификацилесе пӗтерес ӗҫе вӑйлатаҫҫӗ // А.АРТЮКОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9702-ujr-m-c ... -v-jlatacc

Ялтах ӗҫлесе пурӑнас кӑмӑлпа Сергей Николаевичпа Ольга Михайловна 2017 ҫулта «Фермер ӗҫне пуҫӑнакан» патшалӑх программипе усӑ курса грант ҫӗнсе илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьепе – пӗр тӗллевпе // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9777-cemepe- ... r-t-llevpe

Ку чухне «Единая Россия» партин «Ҫӗнӗ шкул» программипе усӑ курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен - ҫӗнӗлле // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/cene-vereny-culen ... nelle.html

Ҫавӑн пекех республикӑра «Чӑваш Ене пӗрле аталантаратпӑр!» парти программипе 27 медицина учрежденине тӗпренех ҫӗнетме тӗллев тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

ФАПсем те пулӗҫ, ҫӗнӗ амбулаторисем те // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/fapsem-te-pulec,- ... em-te.html

2021 ҫулта «Чӑваш Республикинчи яллӑ территорисен комплекслӑ аталанӑвӗ» Элӗк районӗнче патшалӑх программипе усӑ курса сакӑр шыв башнине тӗпренех юсаса ҫӗнетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ялсен сӑн-сӑпачӗ улшӑнать // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/yalsen-san-sapach ... hanat.html

Ниме бюджет программипе ҫуртӑн иккӗмӗш хутне хӑпартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял тӑрӑхӗ ҫирӗп аталанать ҫитӗнӗвне ҫӗршыв курса хаклать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%8f%d0% ... %83%d1%80/

«Спорт – пурнӑҫ норми» федераци программипе килӗшӳллӗн, «Демографи наци проектне тӗпе хурса» Шупашкар районӗнче Ишлей салинче «УНГА» физкультурӑпа спорт комплексӗ хута кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енри физкультурӑпа сывлӑх комплексӗ пӗтӗм тӗнчери «Раҫҫей – спорт ҫӗршывӗ» форум шайӗнче уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/09/29/chav ... ekse-petem

«Чӑваш Республикин ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси» патшалӑхӑн тӗллевлӗ программипе килӗшӳллӗн Ухман салинче культура ҫуртне тӗпрен юсама тытӑнни тата ҫак ӗҫсем еплерех пулса пыни ҫинчен хаҫат тусӗсене пӗрре мар ҫырса пӗлтернӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнелнӗ клуб хӑнасене йышӑнчӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/01/28/ce%d0%bd%d ... bd%d1%87e/

Модернизаци программипе килӗшӳллӗн кӑҫал Шӑхасан салинче ҫӗнӗ поликлиника ҫурчӗ тума тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Районта ҫӗнӗ поликлиника пулӗ // Екатерина Чертынова. http://kanashen.ru/2022/09/16/%d1%80%d0% ... 83%d0%bbe/

Чӑваш ачисен вырӑссен программипе вӗреннӗ пирки пӗлӗвӗ начартарахчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрӗх пӗр ҫул ӗҫлерӗм те пенсие тухрӑм» // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%85e%d1 ... 80a%d0%bc/

Чӑваш ачисен вырӑс программипе вӗренмеллеччӗ, вырӑсла таса калаҫма пӗлеймен ачасене йывӑр лекетчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрӗх пӗр ҫул ӗҫлерӗм те пенсие тухрӑм» // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%85e%d1 ... 80a%d0%bc/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех