Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

программипе (тĕпĕ: программа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2023 ҫул пуҫламӑшӗнче асӑннӑ федераци программипе Карӑклӑ, Вӑрӑмпуҫ, Ямаш, Вӑтакас Кипеч, Катек, Ӑвӑспӳрт Кипеч тата Вӑтапуҫ шкулӗсенче капиталлӑ юсав ӗҫӗсене пуҫӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Шкулсенче юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/03/17/%d1%88%d0% ... %d0%b0cce/

Шкул директорӗ Ганна Петрова пӗлӳ ҫурчӗн таврашне «Пӗлӳ аталанӑвӗ» патшалӑхӑн тӗллевлӗ программипе килӗшӳллӗн йӗркене кӗртнине каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ялсем ҫӗнелсе аталанни // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Пӗлтӗр «Культурӑна аталантарасси» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн Енӗш Нӑрвашри культура ҫуртне 12,5 млн тенкӗлӗх юсаса ҫӗнетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Вӗсен шайӗнче туса хатӗрленӗ вуншар регион проекчӗпе тата патшалӑх программипе те ӗҫсем калӑпӑшлӑ пулса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑвай ене – 88 ҫул // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... ne-88-cul/

2022 ҫулта Искусство шкулӗ ҫурчӗн никӗсӗнче 1-4-мӗш классенче вӗренекенсем валли «моделировани» тата «программировани» программипе IТ-класс уҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пахалӑхлӑ пӗлӳ илме майсем пур // А.ВАСЮКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11882 ... majsem-pur

Форум программипе килӗшӳллӗн тӗрлӗ мастер-классем, квестсем, интелектуаллӑ вӑйӑсем, уҫӑ калаҫусем ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ача тӗрӗс ҫул-йӗрпе пыни питех те пӗлтерӗшлӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/kash ... ni-piteh-t

Пӗлтӗр пуҫаруллӑ бюджет программипе районта 30 проекта пурнӑҫлама май килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Патӑрьел районӗнче тата Ҫӗнӗ Шупашкарта социаллӑ экономика аталанӑвӗн уйрӑм программипе килӗшӳллӗн пулас индустри паркӗсен инфраструктурине тӑвас ӗҫсем пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑн 2022 ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетрӗҫ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%80%d0%b ... %bc%d0%bb/

Унӑн 190 километрпа танлашакан ытти пайне Росавтодорӑн уйрӑм программипе тивӗҫлӗ шая ҫитерме палӑртнӑ.

Оставшиеся 190 километров планируется привести в соответствие по отдельной программе Росавтодора.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Проект докуменчӗсем пурри вӗсене федерацин коммуналлӑ инфратытӑм системисене 2023-2027 ҫулсенче ҫӗнетмелли ҫӗнӗ программипе тума тытӑнма май йӗркелет.

Наличие проектной документации позволит начать их строительство по новой федеральной программе модернизации систем коммунальной инфраструктуры на 2023–2027 годы.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

«Атӑла сыватас» регион программипе килӗшӳллӗн «Экологи» наци проектне тӗпе хурса Пӑрачкав салинче ҫӗнӗ тасатмалли сооружени хута янӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӑрачкав салинче тасатакан сооруженисен ҫӗнӗ комплексне уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/03/para ... sen-cene-k

Ҫырура Олег Алексеевич республика аталанӑвӗн программипе килӗшӳллӗн ҫынсене уйрӑмах кӑсӑклантаракан, кашни сферӑрах вӑраха ямасӑр татса памалли ыйтусене хускатрӗ, ҫав вӑхӑтрах умра тӑракан проблемӑсене ҫивӗчлетрӗ, правительствӑн, Патшалӑх Канашӗн, муниципалитет округӗсен хальхи вӑхӑтри тата малашнехи тӗп тӗллевӗсене палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗллевсем пысӑк, ҫӗнӗлӗхсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫ // А. ИВАНОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44267-t-lle ... la-c-klecc

Стадионсене республика программипе килӗшӳллӗн хута ярса пыма тӑрӑшмалла.

Стадионы должны быть созданы в соответствии с республиканской программой.

Палӑртса хунинчен чылай маларах юсаса ҫӗнетнӗ Чӑваш Енри виҫӗ шкула // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/09/palr ... cnetn-chva

Вӑрнар районӗнче пӗлтӗр, сӑмахран, пуҫаруллӑ бюджет программипе 39 проекта ҫул панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ялсене комплекслӑ аталантарасшӑн // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11306-ya ... ntarassh-n

Пуху концерт программипе те тулӑх пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье тата шкул: ыррипе лайӑххи // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11840-ce ... -laj-khkhi

Чӑваш Республикин цифра трансформацийӗн центрӗн проект офисӗн ертӳҫи Татьяна Ковалева пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енӗн социаллӑ тата экономикӑлла аталанӑвӗн харпӑр программипе килӗшӳллӗн 8 проект пурнӑҫа кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Цифра аталанӑвӗ – тӗп вырӑнта // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/11/08/%d1%86%d0%b ... %82%d0%b0/

Иртнӗ ҫул «Чӑваш Республикинчи ял территорийӗсен комплекслӑ аталанӑвӗ» патшалӑх программипе яллӑ вырӑнсенчи автомобиль ҫулӗсене 174 ҫухрӑм юсанӑ, пуҫарулӑх бюджечӗн 916 проектне, ял территорийӗсене хӑтлӑлатма — 16, компактлӑ ҫурт-йӗр тума — 1, ял территорийӗсен комплекслӑ аталанӑвӗпе 7 проекта ӗҫе кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Парти проекчӗ ялсене тӗрев парать // Ю.ЮРЬЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d0%bf%d0%b ... %82%d1%8c/

Аса илтеретпӗр, «Интернета тав» конкурса «Раҫҫей Федерацийӗн цифра экономики» наци программипе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Интернет урлӑ ҫӗнӗ тӗнче уҫнӑ // Н.МЕДВЕДЕВА. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%b8%d0%b ... 3c%d0%bda/

«Сывлӑх сыхлавӗн пуҫламӑш звенине модернизацилессин программипе пирӗн район больници икӗ машинӑна тивӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ машинӑсем панӑ // Н.КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2022/09/30/ce%d0%bde-% ... b0%d0%bda/

Кунта республикӑн адреслӑ инвестици программипе искусствӑлла газон сарнӑ футбол уйӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрӳ ӗҫсем пыраҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/10/18/%d1%85e%d1% ... %d0%b0cce/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех