Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шавлӑ килкартишӗнче, ӳсӗр ҫынсемпе лӑках тулнӑ ҫуртсем таврашӗнче ҫав икӗ ҫын куҫа курӑнмалла мар, ним сас кӑлармасӑр пурӑнатчӗҫ, хӑна тумастчӗҫ хӑйсем те ниҫта ҫӳреместчӗҫ, праҫниксенче ҫеҫ театра каятчӗҫ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ман йӗри-тавра йӑлтах тӗпчесе пӗлме тӑрӑшакан кӑсӑясем чи-чи чӗвӗлтетсе ҫӳреҫҫӗ; — шурӑ питҫӑмартисене кулӑшла мӑкӑртса вӗсем Кунавинӑри ҫамрӑк мещанкӑсем праҫниксенче шавланӑ пекех, хыпаланса шавлаҫҫӗ, вӑрт-варт ҫавӑрӑнкалаканскерсем, ӑслӑскерсем те усалскерсем, пурне те пӗлесшӗн, пурне те тӗксе пӑхасшӑн, ҫавӑнпа та пӗрин хыҫҫӑн тепри тапӑсем ӑшне пыра-пыра кӗреҫҫӗ.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Анчах манӑн чиркӗве ҫӳремелеччӗ, шӑматкунсерен — ҫӗрлехи кӗлле, праҫниксенче — кӑнтӑрлахи кӗлле.Но я обязан был ходить в церковь; по субботам — ко всенощной, по праздникам — к поздней обедне.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Унӑн кӑмпа, мӑйӑр сутнӑ укҫа пӑртак пуҫтарӑнсан, вӑл яланах ҫав укҫапа «вӑрттӑн пулӑшу» парса, ӑна чӳречесем умне хурса сӳретчӗ, хӑй вара праҫниксенче те саплӑклӑ ҫӗтӗк-ҫатӑк тум тӑхӑнса ҫӳретчӗ.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Каҫсенче, праҫниксенче вӑл кӑвак кӗпе, плис шӑлаварӗ тата ҫап-ҫутӑ ҫутатса лартнӑ атӑ тӑхӑнса, хапха патне тухать, ҫурӑмӗ хыҫнелле чӗнпе пысӑк хуткупӑсне ҫакса ярать, салтак «караула» тӑнӑ пек, тухса тӑрать вара.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Праҫниксенче, каҫхине урамра пурӑнакан пӗтӗм халӑх «хапха хыҫнелле» туха-туха каятчӗ, каччӑсемпе хӗрсем вӑйӑ вылямашкӑн масаралла каяҫҫӗ, мужиксем трактирсенелле саланаҫҫӗ, урамра арӑмсемпе ача-пӑчасем ҫеҫ юлаҫҫӗ.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ӑна хӑй праҫниксенче, мечӗте кайнӑ чухне кӑна тӑхӑннӑ тумне — шурӑ сатин кӗпепе сукна шӑлавар тӑхӑнтартнӑ.
XV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Лев Степанович каярах юлса пынӑ, анчах ку та пысӑк праҫниксенче тата вырсарникунсенче ҫеҫ пулнӑ.Лев Степанович приходил позже, и то по большим праздникам и в воскресные дни.
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Пӗррехинче шӑпах ҫавӑ ӗнтӗ унӑн ашшӗне, Мэрдана, лавккана тӑвар илме пырсан, халӑх умӗнче темӗн те пӗр каласа вӑрҫнӑ, турра маннӑ ҫын тесе, пысӑк праҫниксенче те мечӗте ҫӳременшӗн ятланӑ, вара лавккаран хӑваласа кӑларнӑ…
IX // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Праҫниксенче тӑхӑнакан шурӑ вӑрӑм тумтирӗн арки хутламӗсем урайне сарнӑ хӗрлӗ кавир ҫине усӑнса аннӑ.Тяжелые складки белой праздничной мантии упали на алый ковер.
VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Манӑн атте ытла уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын марччӗ: праҫниксенче виҫшер пус паратчӗ те, урӑх вара пӗр пус та илейместӗн.Отец у меня щедрым не был: даст в праздник три копейки, и больше не проси.
Пӗчӗк тӗнче // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Пысӑк праҫниксенче эпӗ унтах, хамӑн округрах, хамӑн суйлавҫӑсем хушшинче ирттеретӗп.Большие праздники я провожу там же, в своем округе, среди своих избирателей.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Таврара пурте ют, ытла та шавлӑ, тарӑхмалла ухмахла пулса пынӑ, пурте — Миронӑн хаяр сӑмахӗсенчен пуҫласа Васька-кочегарӑн пӗр шухӑшсӑр юррисем, аманнӑ пӗҫӗллӗ, милӗк пек арпашса кайнӑ ҫӳҫ-пуҫлӑ уксах мужик таранах; праҫниксенче Васька, кухаркӑна ҫавӑрма тӑрӑшса, кухня чӳречи умӗнче тӑнӑ та, купӑсне каласа, куҫӗсене хупса ҫухӑрнӑ:
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Санӑн аҫу праҫниксенче тикӗт сӗрнӗ атӑпа ҫӳренӗ, эсӗ ав ют ҫӗршывран илсе килнӗ пушмак, пурҫӑн галстуксем тӑхӑнатӑн.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Илья Артамонов ытларах та ытларах мухтанса кӑшкӑракан пулса пычӗ, ҫапах унӑн, ытти пуянсем пек, ҫынсене нимӗн вырӑнне хумасӑр мӑнкӑмӑлланасси пулман, рабочисемпе вӑл хӑйӗнпе тан ҫынсемпе калаҫнӑ пек калаҫнӑ, вӗсен туйӗсенче пулнӑ, ачисене тӗне кӗртнӗ, праҫниксенче пир-авар тӗртекен ватӑ рабочисемпе калаҫса ларма юратнӑ, лешсем ӑна хресченсене йӗтӗне ӗлӗк-авалтанпа сухаласа пурӑннӑ анасем ҫинче тата ҫуннӑ вӑрман вырӑнӗсене акма канаш пама вӗрентнӗ, ку вӑл питӗ лайӑх пулнӑ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Праҫниксенче ӑна Тихон Вялов ӗҫлеме пулӑшать.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Пӗчӗкҫӗ чух, эпир куллен вӗренеттӗмӗр, чӗрӗлнӗ кунсенче, праҫниксенче уҫӑлса ҫӳреме каяттӑмӑр, е теттесемпе выляттӑмӑр.
Эпӗ юланутпа ҫӳреме вӗренни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Праҫниксенче тӑхӑнакан шурӑ ҫухаллӑ хура кӗпе тӑхӑннӑ амӑшне курсан, вӑл паян вырсарникун иккенне, ҫавӑнпа пурте килте пулма кирлине астуса илчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
16 — 17 ҫулхи хӗрӗн праҫниксенче тӑхӑнма ҫӳллӗ кӗлеллӗ туфли пулмалла.16-17-летняя девушка может в праздничном гардеробе позволить себе и туфли на высоком каблуке.
Ҫамрӑксен тумтирӗ // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Пӗр юбкине кашни кун тӑхӑнма хулӑм, чӑтӑмлӑ материалтан, тепӗр юбкине ҫӳхе материалтан — праҫниксенче тӑхӑнма тесе шутласа ҫӗлемелле.
Ҫамрӑксен тумтирӗ // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.