Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пуҫӗнче тӗлӗк евӗр шухӑшсем туллиех пулнипе вӑл ҫак портрет хӑйӗн шӑпипе темле майпа ҫыхӑнса тӑрать пулӗ тесе, хӑй пурнӑҫӗпе ҫак портрет хушшинче ҫыхӑну пур пулӗ тесе тата портрета туянни ун пуласлӑхне уҫса парать пулӗ тесе шухӑшлама пуҫларӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Портретсем ҫинче палламан сӑн-пуҫсем пулсан (тӗнчере Геройсем сахал-и халӗ), пирӗн тӗштырӑ ӑстаҫисем куҫ хӗррипе кӑна, ахаль ҫеҫ пӑхкаласа, малалла иртсе кайнӑ пулӗччӗҫ; анчах геройсем хушшинче, сылтӑмран пӗрремӗшӗ, кӗске сухаллӑ та хӗсӗкрех куҫлӑ арҫын тӑрать — ҫав портрет хӑйсене ытла та паллӑ пулнипе, хӗрарӑмсем ҫак самантра туратлӑ тулӑ ҫинчен манса кайса, ирӗксӗрех чарӑнса тӑчӗҫ те малалла кайма пултараймарӗҫ вара: вӗсем ҫине ҫав портрет чӗрӗ ҫын пекех кулса пӑхса ларать.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ырӑ ҫыннӑмсем, Пирӗн Вӑхӑтри Герой — вӑл чӑнах та портрет, анчах вӑл пӗр ҫын портречӗ кӑна мар: вӑл пӗтӗм хамӑр вӑхӑтри ӑрӑвӑн ҫитменлӗхӗсене пӗтӗҫтерекен, вӗсен аталанӑвне кӑтартакан портрет.
Умсӑмах // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ку портрет халь маншӑн командир хӗрӗн портречӗ кӑна мар, тарӑнрах шухӑшсем ҫуратакан сӑнар та пула пуҫларӗ.
Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.
Эпӗ ку портрет командир хӗрӗн портречӗ пулни ҫинчен сисмесӗрех сахалтарах шухӑшлама пуҫларӑм.
Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.
Ҫав рамка ӑшӗнче портрет… ҫутӑ платье тӑхӑннӑ портрет.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Вӑл портрет Мериме портречех пулнӑ иккен, анчах вӑл унта хӗрарӑм кӗпи тӑхӑнса ларнӑ.Это был портрет самого Мериме, но он сидел в женском платье.
Проспер Мериме // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 3–5 с.
Эпӗ хам та ҫавна пӑхатӑп-ха, — мӗнле портрет ҫакмалла-ши, тетӗп, атту ырӑ мар пулма пултарать-ҫке, ав, ман кӳршӗ, Герасим Леонтьевич тӗплӗн пӑхса пӗлмесӗрех Ленин портретне кӑларса ҫакнӑ та, ҫав вӑхӑтрах ун патне виҫҫӗн пырса кӗнӗ, кусем петлюровецсем пулнӑ-мӗн.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӑл кунӗпе тата Ҫӗрӗпе портрет ҫинчен шухӑшланӑ, ир ҫинче вара пӗр карчӑк, ростовщикӗн пӗртен-пӗр тарҫи, унӑн портретне килсе панӑ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
«Тен, сирӗншӗн ман сӑмахсем тӗлӗнмелле пек туйӑнчӗҫ», терӗ вӑл, пурте хӑйӗн ҫинелле пӑхнине курсӑн: «анчах пысӑках мар историе илтсен, эсир, тен, эпӗ ку сӑмахсене калама тивӗҫлӗ пулнине хӑвӑрах курӑр. Пур паллӑсем тӑрӑх та ку портрет эпӗ шыракан портрет пулмалла пек».
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Портрет унӑн куҫӗ умӗнче пӗрре икӗ пая, тепре тӑватӑ пая пайланчӗ; пур стенасем те хӑй ҫине тинкерсе пӑхакан чӗрӗ куҫлӑ портретсемпе тулнӑн туйӑнчӗҫ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Вӑл портретӑн тӗлӗнмелле историне, хӑй ҫак пурнӑҫа кӗрсе ӳкнин сӑлтавӗ ак ҫак портрет пулнине, темле майпа укҫа тупса ҫӑткӑнланса кайнине, ҫак укҫа унӑн талантне ҫисе янине аса илчӗ те тарӑхнипе урса каясси патнех ҫитрӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Вӑл хӗрӗн ҫӑмӑл кӗлеткинче мӗн пуррине пурне те пир ҫине ӳкерсен портрет чаплӑ пулнине кӑтартакан нумай енсем курчӗ; хӗр сӑнне ҫавӑн пекех тусан вӑл ытти портретсенчен чылай уйрӑмрах пулассине асӑрхарӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Вӑл шӑппӑн портретран пӑрӑнчӗ, ун ҫине пӑхас мар тесе тепӗр еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ, татах унӑн куҫӗсем ирӗксӗрех портрет ҫине пӑха-пӑха илчӗҫ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Губкӑна шывпа йӗпетсе, вӑл портрет ҫине ларнӑ тусана пӗр-икӗ хут сӑтӑрса илчӗ, пылчӑкне тасатрӗ, вара хӑй умне стена ҫине ҫакса хучӗ те ҫав тери лайӑх ӗҫрен малтанхинчен те ытларах тӗлӗнчӗ: портретӑн сӑн-пичӗ чӗрӗлнӗ пекех пулчӗ, куҫӗсем ун ҫине пӑхнипе вӑл чӗтресе ӳкрӗ, каялла чакса: «пӑхать, чӗрӗ ҫын куҫӗсемпе пӑхать!» тесе каласа хучӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Крайран корреспондентсем килчӗҫ, ун хыҫҫӑн часах хаҫатра, сарлака кӗрхи тулӑ хирӗн фонӗ ҫинче, Рагулин портречӗ пичетленсе тухрӗ, портрет айӗнче — «Манӑн сӑмах ҫирӗп» ятлӑ статья.
XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тахҫанах туса пӗтернӗ портрет умне хавхаланнӑ художник пынӑ та, хӑйӗн йӑнӑшӗсене курса, портрета ҫӗнӗрен сӑрлама пуҫланӑ тейӗн ҫав…
XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Икӗ чӳрече хушшинче Сергей хӑйӗн портретне курсан, ирӗксӗрех йӑл кулчӗ: портрет айӗнче, ҫӳллӗ тумбочка ҫинче, кӗрен йӑрӑмлӑ шура кавӑн выртнӑ: витре пысӑкӑшех хӑй.
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Ҫапла шухӑшласа Сергей генерал-лейтенант Козлов портречӗ умне пырса тӑчӗ, ку портрет ҫӳллӗ юпаллӑ хӑма ҫинче аллейӑна кӗрес умӗн тӑрать.
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Паянхи кун ӑна нимӗн те савӑнтарман: туса пӗтернӗпе пӗрех ҫӗнӗ линкор моделӗ те, шпулька ҫинчен кӑларса ямалли, вӗҫекен ҫӗнӗ вертушка та, гладиатор тумне тӑхӑнтартнӑ Спартак портречӗ те, — портрет йӑлтах хатӗр — восстани пуҫласа янӑ чурасен хастар ҫулпуҫӗн латӑ ҫинчи хӗрлӗ платне хӗрлӗ кӑранташпа сӑрламалли кӑна юлнӑ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.