Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Сан омра вӑтанма сӑлтав пор ҫав онӑн, сӑлтав пор.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
— Пор ҫав, пор.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
— Шупуҫҫынни пушкӑртра ӳснӗ тусӗпе юриех вирьялла, «о» сасса хытӑрах палӑртса, калаҫать: «ҫок мар, пор», — тет.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Патша хучӗ пор ҫинче пире никам та хӳтӗлес ҫок.
3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Пор, пор, чӑваш ячӗсем вӗсем порте. — терӗ Якӑпта.
3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ман кӗнтелемсем пор.
3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вӑхӑтлӑх тара панӑ полсан ҫӗр пор теме полатчӗ…
13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Манӑн хамӑн сӑхман пор.
8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Телейӳ пор, сиссе те юлаймарӗ сан мӑрсу, — кулчӗ Аттеней.
8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Кунта та ҫынзам пор, — шалти пӳрт алӑкӗнче кӗпӗрленсе тӑракан майрасем ҫине кӑтартрӗ пачӑшкӑ.— Так и здесь есть люди, — батюшка кивнул в сторону передней.
Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Каҫ полнӑ-полман пӳрт омне вӗҫҫе пырса ӳкетчӗҫ те пор шӑтӑк-ҫорӑкран пӳрте кӗрсе толатчӗҫ, тӳрех ман ал-урана ҫӗмӗрме тапрататчӗҫ.Еще не стемнеет, а черти тут как тут: через окна, через щели в дом набиваются и ноги мои ломать!
Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Аппен эс йӗркипе каласа пар, пор пӗр ӑйхӑ вӗҫҫӗр (вӗҫрӗ), — терӗ малтанхи сасӑ.— Ну тогда расскажи все по порядку, все равно уж сон улетел, — просит первый голос.
Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Мӑрси, турханӗ, тӑрӑнӗ, хакимӗ, алманчи — такам та пор.
4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Онта ман хам туса лартнӑ топӑк та пор.
16. Шӑпчӑк юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Пор пӗрех илеҫҫӗ вырӑссем вӑл холая, эпир Хосаншӑн ҫапӑҫмастпӑр тес полать.
16. Шӑпчӑк юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Анчах пор пӗр килмеҫҫӗ вӑлсам.
5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Серн конта чӗр ҫморта пор? — ыйтрӗ Ҫтаппан Иванччӑ.
VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Эп те арҫын ачча тата хир ачча пор.
25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫав хушӑрах вӑл чӑвашсем пӗр турӑлӑха (единобожие) кӑна ӗненнине палӑртнӑ: «Это единобожие у язычествующих чувашей создалось под влиянием мусульманской религии, которую когда-то исповедовали их предки, волжско-камские болгары, и которая оставила и до сих пор свои следы в современных нам верованиях народа частью под влиянием христианства».
Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.
«Нет ничего удивительного в том, что старинные молитвы, в которых чуваши обращались и, вероятно, обращаются до сих пор к своим божествам в частных и общественных молениях, носят на себе отпечаток того же самого административного быта, который отразился в названиях их божеств, — тесе пӗтӗмлетет тӗнчипе паллӑ тӗпчевҫӗ-тюрколог. — Представляя себе последних в виде важных ордынских чиновников, они, естественно, могли включать в свои моления слова и даже целые выражения, заимствованные из бывшего тогда в употреблении официального тюркского языка, который, конечно, был чувашам более понятен и доступен, чем язык московских указов, грамот и челобитных, который выступил на смену официального тюркского после ханских ярлыков...».
Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.
- 1