Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

платйин (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ташӑ пуҫласа яракансем «Б» класра комсорг пулнӑ хӗрлӗ ҫӳҫлӗ Никитин Петрпа ҫав класрах вӗреннӗ Нарспи сӑн-питлӗ Петрова Зинаида (платйин аркине чӑваш тӗррипе хайнӑ), унтан «А» класра вӗреннӗ йӑпшак кӗлеткеллӗ Кириллов Владиславпа «Б» класри утмӑлтурат куҫлӑ Матвеева Альбина (иккӗшӗ те класс тулӗнчи ӗҫсенче чи активлисемччӗ) пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чиркӳре тӑвӑр, анчах генерал арӑмӗ хыҫӗнче никам та ҫук: чул урай тӑрӑх унӑн платйин тем вӑрӑмӗш хӳри тӑсӑлса выртать.

В церкви было тесно, но позади генеральши на целую сажень никто не стоял, потому что на каменном полу лежал длинный хвост ее платья.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Мария Александровна платйин тарӑн кӗсйинчен тепӗр ҫуррине кӑларчӗ.

Мария Александровна вынула из глубокого кармана платья вторую половинку.

Чее сӗтел // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Ун хула хавалӗпе ҫӗленӗ чечеклӗ платйин арки патӗнче кушак ҫури ҫӑмха пек кускаласа ҫӳрет.

У подола ее цветастого, сшитого по городской моде платья крутился котенок.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пӳлӗм тӗттӗмлӗхӗнче ун урисем патне пӗр сассӑр лӑштӑртатса аннӑ та ун платйин вӗҫне тутисем ҫумне хӗссе лартнӑ йӗкӗт.

В темноте ложи он беззвучно опустился к ее ногам и прижал к губам край ее платья.

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Эпӗ пӗр тачка хӗрарӑм хыҫӗнче тӑраттӑм, вӑл хӑйне тӗрлӗрен тӗксӗмпе эрешлесе пӗтернӗччӗ, платйин капӑрӗ фижмӑсем тӑхӑннӑ вӑхӑта аса илтерет, путӑкла ула-чӑла ӳчӗ хура тафтаран тунӑ мушкӑсен телейлӗ ӗмӗрӗнчен пек.

Я стоял сзади одной толстой дамы, осененной розовыми перьями; пышность ее платья напоминала времена фижм, а пестрота ее негладкой кожи — счастливую эпоху мушек из черной тафты.

Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех