Шырав
Шырав ĕçĕ:
пластикӑлла (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сире пластикӑлла операци хӑҫан тунӑ? — ыйтрӗ Зубавин, вӑл вара, парашютист патне ҫывӑхах пырса, унӑн юриех ҫӳлелле каҫӑртнӑ сӑмсине, ҫавӑн пекех питҫӑмартийӗсемпе янахӗ ҫине ӑста хирург хӑйӗн ҫаврӑнӑҫуллӑ аллисемпе путӑклатса чечче шатри вырӑнӗсем тунине пӑхрӗ.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Анна Васильевна дачӑран нихҫан та ҫакӑн пек ир куҫса каякан марччӗ; анчах кӑҫал, кӗркуннехи пӗрремӗш сивӗсене пула, унӑн шӑлӗсем сурма пуҫларӗҫ; Николай Артемьевич та, чирӗнчен сипленсе пӗтернӗскер, арӑмне тунсӑхласа ҫитрӗ; унсӑр пуҫне тата Августина Христиановна хӑйӗн ашшӗпе пӗр тӑван пиччӗшӗ хӗрӗ патне Ревеле хӑнана кайнӑ иккен; ют ҫӗршывран Мускава пластикӑлла гимнастика туса кӑтартакан пӗр ҫемье килнӗ, вӗсем des poses plastiques туса кӑтартни ҫинчен Мускав ведомоҫӗсем ятлӑ хаҫатра ҫырнӑ Анна Васильевнӑна ҫав тери интереслентерчӗ.
XXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Иккӗшӗ, пӗтӗмпех бинтпа чӗркесе лартнӑскерсем, пластикӑлла операци тунӑ хыҫҫӑн выртаҫҫӗ.
1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Пластикӑлла операци тунӑ…
1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Поэзилле тата пластикӑлла чаплӑ ӗмӗтсем ҫинчен шухӑшлас вырӑнне вӑл чӑнах та пӗрмаях усламсем ҫинчен шухӑшлать, унӑн пуҫӗнчи юрату ӗмӗчӗсем кӑнттам материалиста ҫеҫ килӗшӳллӗ пулма пултарнӑ.
XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Страницăсем:
- 1