Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пичӗсенче (тĕпĕ: пит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем нумай пулмасть ялтан килни тӳрех курӑнать: пичӗсенче хӗрсен пӗр сӑрӑ палли ҫук, хӑшӗсен ҫурӑмӗсем хыҫӗнче ҫивӗтсем, каччисем те хӑйсене сӑпайлӑ тытаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Старик пӑшӑрханса ӳкни пичӗсенче палӑрнӑ.

Колебания очень ясно отразились на лице старика.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Ҫав вӑхӑтра мана куркапа чей лартса паракан Варенька тата эпӗ калаҫнӑ чухне ман ҫине пӑхнӑ Софья Ивановна пуҫӗсене тепӗр еннелле пӑрчӗҫ те урӑххи пирки сӑмах хускатрӗҫ, ҫав вӑхӑтра вӗсен сӑн-питӗнче палӑрнӑ йӑлтӑрӑва эпӗ каярахпа пӗр-пӗр питӗ ҫамрӑк ҫын куҫкӗретӗнех суйма пикеннӗ чух ыр ҫынсен пичӗсенче час-часах асӑрхарӑм, унашкал сӑн акӑ мӗне пӗлтерет:

Варенька, передававшая мне в это время чашку чая, и Софья Ивановна, смотревшая на меня в то время, как я говорил, обе отвернулись от меня и заговорили о другом, с выражением лица, которое потом я часто встречал у добрых людей, когда очень молодой человек начинает очевидно лгать им в глаза, и которое значит:

XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пӗрле пыраканӗсем, Кольхаунсӑр пуҫне, пурте плантатор пекех хавасланса кайрӗҫ Чурисен те пичӗсенче савӑнӑҫ палӑрчӗ.

Неудивительно, что хорошее настроение плантатора разделяли и его спутники, только один капитан был мрачнее тучи, и даже негры, усталые и измученные, начали весело болтать.

III сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Динӑна та, Виталие те килӗшрӗ ку ӑмӑрту, иккӗшин пичӗсенче те кулӑ та савӑнӑҫ.

И Дине, и Виталию понравилось это соревнование, у обоих на лицах были улыбки.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ак халӗ те, чӗрипе хумханса, пӗтӗм чунтан хавхаланса Итали композиторӗсен кӗввисенчен пӗрне каланӑ самантра, чи малтанхи аккордсенчен пуҫласах темӗнле уйрӑмах хӑйне евӗр сасӑсем ҫуралса тухнӑ пирки, ӑна итлесе ларакансен пичӗсенче тӗлӗнни палӑрчӗ.

И теперь, когда он играл какую-то итальянскую пьесу, с трепещущим сердцем и переполненною душою, в его игре с первых же аккордов сказалось что-то до такой степени своеобразное, что на лицах посторонних слушателей появилось удивление.

X // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Вӗсен пичӗсенче айӑпа кӗнӗ чухнехи, тӗлӗннӗ чухнехи сӑн палӑрать.

С виноватыми, сконфуженными лицами.

11 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Вӗсен пичӗсенче хумханни, савӑнни курӑнать, хӗпӗртени, тем пирки именни сисӗнет.

У обоих были растроганные, умиленные лица, радостные и чем-то смущенные.

9 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Ҫавӑн пек пӑхнинчен Василий тӗлӗнчӗ, анчах часах вӑл ытти колхозниксен пичӗсенче те ҫавӑн пек савӑнӑҫлӑн тав тунине курса илчӗ.

Василий удивился этому выражению, но вскоре прочел в глазах и улыбках других колхозников ту же радостную благодарность.

4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Икӗ сарӑ пуҫ, пӗр-пӗрин ҫумне таянса, ман ҫине хӑйсен ҫутӑ куҫӗсемпе чӗррӗн пӑхаҫҫӗ; хӗрлӗ пичӗсенче сӑпайлӑ кулӑ палӑрать, ҫамрӑк кӑмӑллӑ сассисем ылмашӑнса илтӗнеҫҫӗ; кӑшт леререх, хӑтлӑ пӳлӗм варринче, урӑх, ҫавнашкалах ҫамрӑк алӑсем, пӳрнисене вӗтӗртеттерсе, кивӗ пианино клавишӗсем тӑрӑх чупаҫҫӗ — анчах Ланнер вальсӗ те ватӑ сӑмавар мӑкӑртатнине хупласа хураймасть…

Две русые головки, прислонясь друг к дружке, бойко смотрят на меня своими светлыми глазками, алые щеки трепещут сдержанным смехом, руки ласково сплелись, вперебивку звучат молодые, добрые голоса; а немного подальше, в глубине уютной комнаты, другие, тоже молодые руки бегают, путаясь пальцами, по клавишам старенького пианино - и ланнеровский вальс не может заглушить воркотню патриархального самовара…

«Мӗнле хитре, мӗнле чеченччӗ роза!..» // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 173–174 с.

Вӗсем ӑна темле намӑс сӑмахсем каларӗҫ, кулнӑ чух тарлӑ, тусанланса пӗтнӗ пичӗсенче шӑлӗсем шуррӑн курӑнса ейӗлчӗҫ, кӑмӑл тулли ахӑлтатса кулни, ӑйӑрла кӗҫенсе ахӑрашни илтӗнчӗ.

Они говорили ей что-то похабное, на потных, запыленных лицах их в улыбках бело вспыхивали зубы, слышны были смачный хохот и игогоканье.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ытти хӗрлӗармеецсен пичӗсенче ҫын сӑнӗ те юлман, виле пек шурса кӑвакарса кайнӑ.

Остальные красноармейцы были бледны, безличны.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсен тусанпа вараланса пӗтнӗ ҫилӗллӗ пичӗсенче стройра чух аслисене хисеп тӑвас йӑлан тӗсӗ те тӑрса юлман.

На их запыленных суровых лицах не было и тени той почтительности, которую видишь в строю.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кучерсен чун-чӗрине вӗсем шоферсен мӑнкӑмӑллӑ пичӗсенче мӑшкӑлласа кулнӑ паллӑ пуррине асӑрхаса илни ҫиллентерсе кӳрентерчӗ, тӗрӗссипе, кӳрентермерӗ, ӑмсантарчӗ.

Горькую же обиду, вернее — не обиду, а зависть, в душе кучера вызвали те насмешливо-гордые улыбки, которые он успел заметить на самодовольных лицах шоферов.

XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пичӗсенче хумхану та, савӑнӑҫ та палӑрать.

На лице можно заметить и волнение и радость.

XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех