Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пиншак сăмах пирĕн базăра пур.
пиншак (тĕпĕ: пиншак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Михха вырӑнтан хускалма ӗлкӗриччен, икӗ крючник ӑна пиншак ҫухавинчен тытса ҫӗклерӗҫ те пукан ҫине лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юнашарах мӑйӑхлӑ та сухаллӑ, ҫине ҫӳхе пиншак тӑхӑннӑ, сӑран атӑллӑ ҫамрӑк утса пырать.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кухарка тӑнине астусан, ҫаппа-ҫарамас кӑкӑрне пиншак аркипе витрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Килте тӗртсе тунӑ пуставран ҫӗлетнӗ пиншак, улача ҫитме тӑхӑнтарнӑ, урине пӗчӗк ҫӑпата сыртарнӑ Ванюк алкум пусми ҫинче выляса ларать.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Атте! тетӗп, атте! — тесе ашшӗн пиншак аркинчен турткаларӗ вӑл, — анне килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

…Сӗтел хушшинче сарлака хулпуҫҫиллӗ, шур пуставран ҫӗленӗ ҫӗнех мар пиншак тӑхӑннӑ, вӗретнӗ сӗт тӗслӗ ҫӳҫлӗ, сӑн-пичӗ тӗксӗмленнӗ-пӗркеленнӗ ватӑ ҫын ларать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Акӑ вӗсем, терӗ Алексей пиншак кӗсйинчен тӗсне ҫухатма пуҫланӑ хутпа чӗркенӗ сӑн ӳкерчӗкӗ туртса кӑларса.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тарин кӑлтӑртатса кулса ячӗ, куҫне хӗсрӗ, пиншак кӗсйинчен «Беломор» кӑларса тивертрӗ, вара тин лесника хуравларӗ:

Куҫарса пулӑш

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Утмӑлтурат ҫеҫки пек сенкер ҫитсӑран ҫӗлетнӗ хурталлӑ чӑваш кӗпи ҫийӗн тӗм-хура кӗске пиншак тӑхӑннӑ хӗр, уринче ҫӳллӗ кӗлеллӗ пушмак.

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗлессӗр килет пулсан, леш куртка вӑл — манӑн пӗрремӗш лайӑх япала, эп ӑна комиссионкӑра илнӗ, анчах унччен манӑн пӗтем пурлӑх — икӗ брюки те пӗр пиншак ҫеҫ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пиншак айне шуҫтав кӗленчи тытса килнӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӑй кӗрӗк пиншак тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Салтакран илсе килнӗ плащ-палаткӑран ҫӗлетнӗ пиншак, шӑлавар пур унӑн.

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса паян куҫлӑ-куҫлӑ кӑвак кӗпе, ҫӳхе пиншак тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Руль умӗнче — мамӑклӑ пиншак, ҫӗлӗк тӑхӑннӑ трактористсем.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пиншак хыҫӗнчи тӳрӗ патак пек япалана аллипе хыпаласа аннӑ май йывӑҫ приклада асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Пиншак ҫаннине лар-р! ҫурса антартӑм…

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Таҫтан пожарниксенни пек брезент йӗм, ҫӗтӗк ҫанӑллӑ пиншак тупса тӑхӑннӑ, уринче — пуклак пуҫлӑ кив пушмак.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Пахом Петрович тӑрса ларчӗ те пӑтари пиншак кӗсйинчен чӗлӗм кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Юрать-ха, плащ тӑхӑнтӑм, пиншак айӗнчен ҫурӑм ӑшши тӑхӑнма та ӑс ҫитертӗм.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех