Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пин сăмах пирĕн базăра пур.
пин (тĕпĕ: пин) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
- Тӳрех ҫакна палӑртатӑп, пин хут илтнинчен пӗрре курни пур енчен те пахарах.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Экономикӑри кӑткӑс ларура та патшалӑх ача амӑшӗсене манмасть - пурнӑҫри кулленхи нушасене тивӗҫтерме ача амӑшӗн /ҫемье/ капиталӗн пӗр пайӗпе - 20 пин тенкипе усӑ курма ирӗк панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ача амӑшӗсене - пулӑшу // З.ЯКОВЛЕВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Ача амӑшӗн /ҫемье/ капиталӗн виҫи 2007 ҫултанпа 80 процент ӳснӗ - унӑн паянхи виҫи 453 пин тенкӗпе танлашать.

Куҫарса пулӑш

Ача амӑшӗсене - пулӑшу // З.ЯКОВЛЕВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Вӑл 40 пин тенкӗлӗх сиен кӳнӗ.

Его ущерб составил 40 тысяч рублей.

Кӑмакасене юсавлӑ тытар // С.САРДАЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Халӗ ҫавӑншӑн лешӗ 5 пин тенкӗлӗх тӗрлӗ тӗслӗ ҫип туянса парнеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Юридици сӑпатне 50 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Хӗрарӑм упӑшки патне таврӑнмалли ҫул хупӑннине ӑнкарсан суд приставӗ патне хӑех килнӗ, 138 пин тенкӗ парӑма татнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Водитель прависӗр хӑварассине пӗлтерсен тин ҫакскер парӑмӑн пысӑк пайне — 400 пин тенке — тӳрех татнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Парӑм 500 пин тенкӗрен иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ҫакӑ парӑма 10 пин тенкӗрен ытларах кӗнисене пырса тивет.

Куҫарса пулӑш

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Приставсем тӑрӑшнипе вӗсенчен 5 пинӗшне вӗҫне ҫитернӗ, парӑмҫӑсенчен 227 пин тенкӗ ытла шыраса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Вӑл каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, пӗлтӗр управленире суд йышӑнӑвне пурнӑҫламалли 13 пин ытла производствӑна шута илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Пӗлтӗр управлени ку тӗлӗшпе 7,5 пин ытла йышӑну тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ҫав ҫулта мӑшӑр ҫамрӑк ҫемьесене пулӑшакан патшалӑх программипе усӑ курса 200 пин тенке яхӑн укҫа илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачаранпах выльӑх пӑхса ӳснӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Фермӑра ӗҫлекенсен вӑтам ӗҫ укҫи — 13-14 пин тенке яхӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

100 пин ҫынран сахал пурӑнакан хуласенче киноцентр хута яма пулӑшас тӗллевпе ирттернӗ конкурсра пирӗн республика ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Строительство ӗҫӗсем 2 пин гектара яхӑн лаптӑкра пурнӑҫланаҫҫӗ, хута ямалли ҫурт-йӗр фончӗ 7 миллиона яхӑн тӑваткал метрпа танлашать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫурт хӑпарать // Н.ШИШКИНА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Айӑпланакансем уголовлӑ ӗҫе судра тишкернӗ вӑхӑтрах патшалӑха кӳнӗ сиене саплаштарнӑ — 1 млн та 845 пин тенкӗ тӳленӗ.

Куҫарса пулӑш

«Алза» ертӳҫисене айӑпланӑ // Н.ДМИТРИЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Пин хут илтиччен пӗр хут курни лайӑхрах тени — тӗрӗсех.

Куҫарса пулӑш

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

«Ҫурт-йӗр — Раҫҫей ҫемйи валли» программӑпа килӗшӳллӗн 210 пин тӑваткал метртан кая мар экономкласс йышши ҫурт-йӗр тума палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Район 3,1 хут ытларах ҫурт-йӗр хута ярать // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех