Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

перет (тĕпĕ: пер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн уххи, чӑнах та, паттӑр уххи, винчестер пекех, инҫете перет, тӗл тивертет…

Лук у него и в самом деле богатырский, и стреляет его лук так далеко, так метко, словно винчестер…

Директор каласа пани // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Кам перет, кама перет — паллӑ мар.

Кто стреляет, в кого — неизвестно.

VI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Лапчӑк сӑмсаллӑ казак часовоя пулӑшма чупрӗ, хӑй, чупнӑ майӑн, карабинран перет.

На помощь часовому, стреляя из карабина, поскакал казак с приплюснутым носом,

II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Маринка хӑйӗннех перет, айӑплисем арҫынсемех, тет: вӗтелсе кайнӑ халӗ вӗсем, арҫынсем, — пӗри, калӑпӑр, техникӑна — электроникӑна — пуҫҫапать, урӑх нимӗне те пӗлмест; тепри, унтан та япӑхрах, кулленхи шӑкӑр-макӑр лачакине путнӑ, хӗрарӑма ҫӗкленӳллӗ туйӑмпа курасси ун тӗлӗкре те ҫук.

Маринка продолжала настаивать, что дело все-таки в мужчинах — не тот нынче пошел мужчина, измельчал: он или увяз в какой-нибудь обожаемой им технике — электронике или, еще хуже, погряз в быту, в житейских мелочах, и утратил чувство поэтического, возвышенного отношения к женщине.

15 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Шӑршӑ перет!

Вонища!

Эйзенштрассе урамӗнчи передовой // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 305–318 с.

Нимӗҫ акӑ ӑна асӑрханӑ та ун ҫине перет те перет.

А немец уже заметил её и — по ней, и — по ней.

Мария // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 211–218 с.

Якуба ман ҫумран хӑпмасть, патронӗсене перекетлесе сайра, чухласа кӑна перет.

Якуба держится вблизи меня, отстреливается скупо, сберегая патроны.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Сасартӑк, кӑнтӑрти пин-пин хаяр аслати аҫа ҫапса авӑтса янӑ пек, тавралӑх кисренсе ҫурӑлса кайрӗ — ункӑри пӗтӗм артиллери перет.

И вдруг словно тысячи южных гроз разразились — бьет артиллерия всего кольца.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Тӑшман манӑн ротӑн паҫӑрхи ориентирӗсене снарядсемпе хупласа илчӗ те, артиллериллӗ сӑнав ҫуккипе, тӗллевне улӑштармасӑрах перет.

Противник накрывает огнем прежние ориентиры моей роты и, не имея артиллерийского наблюдения, не изменяет прицела.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Ман шутпа береговойран перет, — терӗ капитан, — Севастополь!

— Береговая, по-моему, бьет, — сказал капитан, — Севастополь!

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ҫырмаран тата йӗпе чулсенчен нӳхрепри пек нӳрӗ перет.

От реки и мокрых камней тянуло сыростью.

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Ҫапла, урамра пур ҫӗрте те урай пулмалла, — пуҫсӑрланса хӑйӗннех перет Люся.

— Да, везде на улице пол, — упрямо ответила Люся.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Маковей перет те, йӗрет те, кулать те, вӑл хӑйне те, ытти ҫынсене те илтмест.

Маковей и стрелял, и плакал, и смеялся, не слыша ни себя, ни других.

XXVII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Вӑл тӗллемесӗр, хатӗрленмесӗр, кама та пулин вӗлерме тӑрӑшмасӑр, тӳпенелле тӗрлӗ хӗҫпӑшалпа хавхаланса перет.

Вдохновенно стрелял в небо многочисленным оружием, не целясь, не готовясь, не стремясь кого-нибудь убить.

XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Пӗтӗм колонна карабинсемпе автоматсенчен тӳпенелле савӑнӑҫлӑн перет, тытса чарайми савӑнӑҫпа тӗрлӗ хӗҫпӑшалтан кӗрӗслеттерет.

Вся колонна весело палила в небо из карабинов и автоматов, стреляла из чего попало, безумствуя в неудержимом радостном экстазе.

XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

«Катюшӑсем» сулахайра та, сылтӑмра та тӑтӑшах выляса тӑраҫҫӗ, вуншар батарея харӑссӑн перет.

«Катюши» беспрерывно играли и слева, и справа, десятки батарей били одновременно.

XXIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

— Хӑйӗннех перет, мур!

— Затвердила сорока Якова одно про всякого!

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Тен, халӗ Роман мачча ҫинчен тӑшман ҫине перет пулӗ; тен, Денис командипе вӗҫсе пыракан пӗрремӗш мина пиччӗшӗ патне кантӑк витӗр чӑшлатса кӗрӗ.

Может быть, Роман сейчас сидит, отстреливаясь, где-нибудь на чердаке, может быть, первая мина, что вылетит по команде Дениса, шугнет к брату в окно.

XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Халӗ вӑл патронсене хыткукар пек хӗрхенсе шутлать, тӑшмана тивертес тесе, тӗплӗн тӗллесе перет.

Теперь он считает патроны бережно, как скряга, целится так, чтоб не промазать.

XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Тепӗр чух ӑна ҫапла туйӑнать: ӑна ту ҫеҫенхирӗнче ларакан тӗттӗм касамата хупса лартман, хупӑрласа илмен, — пачах урӑхла, тӑшмансене ҫавӑрса илнӗ, мӗншӗн тесен полк Казакова сасӑ парать, перет, пурӑнать.

Временами казалось, что это не он окружен тут, загнанный в темный каземат среди горной степи, а наоборот, они окружены, потому что полк перекликается с Казаковым, стреляет, живет.

XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех