Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пени сăмах пирĕн базăра пур.
пени (тĕпĕ: пени) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хирӗҫ пени илтӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Арск хирӗ енчен тупӑпа пени илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӑртак тӑрсан каллех темиҫе хутчен шартлатни илтӗнчӗ, вара пӑшал сассисем тата пулеметпа пени илтӗне пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Унтан пӗр ҫур сехет иртрӗ-ши… каллех пени илтӗнет.

Затем прошло, должно быть, около получаса, как снова раздался выстрел.

XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эпӗ револьверпа пени нирки каларӑм, ӑна ӳпкелерӗм.

Я стал говорить о стрельбе и пенять ему.

XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Арҫын ача ҫакӑн пирки картише тухнӑ хӗрарӑма пӗлтернӗ, лешӗ сарайра ӗҫлекен упӑшкине чӗннӗ, вӗсем иккӗшӗ те пусма патнелле пынӑ самантра пени илтӗннӗ.

Мальчик сказал об этом вышедшей во двор женщине, та позвала мужа, работавшего в сарае, и когда они оба направились к лестнице, послышался выстрел.

XXVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Хамӑн тӗшмӗртӳ пирки каласшӑнччӗ кӑна — аякра пени янӑраса кайрӗ; ҫакна ыттисем те уйӑрса илчӗҫ.

Лишь я открыл рот сказать о догадке, как послышались далекие выстрелы, на что все тотчас обратили внимание.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Тепӗр ҫӗрте Гент васкамасӑр тӗлленипе танлаштарсан питӗ хӑвӑрт пени мӗнпе аванраххи пирки ҫырать е вӑрман тӑрринче ҫулҫӑ капламӗсене ҫутатса хӗвел пайӑркисем ҫапкаланса ҫӳренине сӑнлать.

Иногда Гент пускался в рассуждения о преимуществе быстрого прицела перед тщательным его наведением или рассказывал, как солнечный свет бродит в вершинах леса, озаряя листву.

VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Наҫилккеҫӗ мӑйне вӗрен йӑлмак тӑхӑнтартнӑччӗ ӗнтӗ, анчах ҫак самантра темиҫе хутчен пени илтӗнчӗ, пульӑсем юнашар йывӑҫсенчен чанклатрӗҫ те — хурахсем чӳклӗх йӑхташне шӑрҫисемпе тата сехӗрленӗвӗпе пӗрле шурӑ ӳтлӗ ҫын валли пӑрахса хӑварса чӑтлӑхалла чӑмрӗҫ; тепӗр енчи чӑтлӑхран аллине пӑшал тытнӑ Гент тухрӗ.

Веревка уже легла на шею носильщика, как вблизи затрещали выстрелы, пули щелкнули по ближайшим деревьям, и бандиты бежали, оставив жертву с ее бусами и страхом во власти белого человека, показавшегося из чащи с ружьем в руках.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Таможня шлюпки, чикӗ хуралҫисемпе тулсах ларнӑскер, ҫыранпа «Упа ами» хушшинче чарӑннӑ, тепри тинӗсӗн уҫӑ енчен тапӑнать, сӑртсен хыҫӗнчен пени илтӗнет; ниҫта та ишейместӗн те, утаймастӑн та.

Таможенная шлюпка, набитая пограничниками, стала между берегом и «Медведицей», другая напала с открытой стороны моря, из-за холмов раздались выстрелы — и стало некуда ни плыть, ни идти.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Хулана… — хуравларӗ Петрония; вӑл лару-тӑру чаплӑ иккенне, Фирсӑн вара мӗн пулса иртнин чӑнлӑхне ӗненме сӑлтав ҫуккине ӑнланчӗ, пӑшал пени ҫинчен каласа кӑтартма вара шикленет: Фирс тӗпӗ-йӗрӗпе туртса кӑларма пӗлет пакӑлтисенчен, ун чухне унӑн, Петронийӑн, сӑпайсӑрлӑхӗ ҫинчен Гравелот чухласан хуҫи укҫана хӑйне партарма хистӗ те…

 — Да, — ответила Петрония, сознавая, что положение изумительно и что у Фирса нет причины верить истине происшествия, а рассказать о стрельбе она боялась: Фирс умел вытягивать из болтунов подробности, и тогда, если узнает о ее нескромности Гравелот, ему, пожалуй, вздумается забрать деньги себе.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ҫакна самаях инҫетрен пени ҫирӗплетрӗ, Ганэль пичӗ ҫумӗнченех йӗрӗнӳллӗн шиклетсе пуля йывӑҫ вуллине пырса тирӗнчӗ, кунтан тӗк те ҫил вӗҫсе ҫухалма хистерӗ, хӑть ӑҫталла — пӗр чарӑнусӑр, нимӗн шухӑшламасӑр.

Это подтвердил выстрел, раздавшийся в отдалении, пуля, противно жикнув у самого лица Ганэля, щелкнулась о дерево, оставив после себя желание лететь сломя голову прочь — куда-нибудь, без остановки и рассуждения.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

Унӑн юлашки сӑмахӗ: эпӗ, Орт, — ирсӗр ҫын иккен; юлашки хусканӑвӗ — мана стаканпа пени.

Последним его словом было, что я негодяй, последним движением — бросить в меня стакан.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.

Револьвер пени Энниока чараймарӗ; вӑл кӗсменӗсене хыҫалалла хӑвӑрттӑн ывӑта-ывӑта авӑсать; иккӗмӗш пуля кӗсменрен лекрӗ; Энниок ӑна вӗҫертрӗ, ҫийӗнчех ярса тытрӗ, ҫӗнӗ пульӑсене кӗтнӗ май пӗшкӗнсе ларчӗ.

Выстрел не помешал Энниоку; он греб, быстро откидываясь назад; вторая пуля пробила весло; Энниок выпустил его, поймал и нагнулся, ожидая новых пуль.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Малалла вӑл вӗсене вӗлерсе пӗтересрен шутсӑр хытӑ сехӗрленни, ҫӗрле нумай-нумай карап пырса ҫитни, вӗсем ҫуртсем ҫинелле пени ҫинчен каласа пама тытӑнчӗ.

Затем она принялась рассказывать о том, как все боялись, что их убьют, и как ночью приходило много кораблей, которые стреляли в дома.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Вӑл ҫурма чӗрӗ ҫынсене бортран шывалла ывӑтакан тытӑҫусем ҫинчен, хӑрушла ятлаҫа-ятлаҫа пени, кӑкӑрти суран шӑтӑкне тытса шӑл йӗрни ҫинчен каларӗ.

Он говорил о схватках, где полуживых швыряют за борт, стреляют с ругательствами и острят, зажимая дыру в груди.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Ҫавӑнтах пирвай — сывлӑшалла, унтан тӗллесе пени илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Темӗн чухлӗ вӑхӑт иртрӗ — калама хӗн: тӗттӗмре сехете пӑхса илме ҫук, шӑрпӑк ҫутаймӑн, — утар енчен умлӑн-хыҫлӑн виҫҫӗ пени илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнтах икӗ револьвер харӑс пени вӑрмана кисрентерсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнтах темиҫе пӑшал харӑссӑн пени вӑрманти шӑплӑха кисрентерчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех