Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пеккисене (тĕпĕ: пекӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа асӑрхануллӑ та Сидоркин: ҫӗнӗ ӗҫ меслечӗсене те пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн пурнӑҫа кӗртсе пыма тӑрӑшать вӑл, кунпа пӗрлех Турунов пеккисене те анлӑ ҫул парать.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кур ӗнтӗ: хӗрупраҫ кӑмӑлсӑр калаҫни Сантӑр пеккисене те хӑюсӑрлантарма, вӗсен хусканӑвӗсене те ҫыхлантарма пултарать…

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӗлӗне-тӗлӗне шухӑшлатӑп вара: ӑҫтан кӑна тӗл пулаҫҫӗ усал кӑмӑллӑ Ҫтаппан пеккисене йӑваш хӗрарӑмсем, тетӗп.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Кам пӗлет сирӗн пеккисене, тус-тантӑша та шеллес йӑла ҫук-и, тен, сирӗн.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Сӑмахран, ҫакӑн пеккисене: «Турат ҫинче ларать чепчен, шӑрантарать юрра чечен», — тенӗччӗ Мерчен Мишши.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫук, «хӑш-пӗрисем» тенӗ чух вӑл Саркайпа Мерчен Мишши пеккисене асра тытать паллах.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кермӑн пеккисене ура лартма тӑрӑшать, ӑна вӑл ҫӗр те уйӑрса парасшӑн мар имӗш.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Мӗнле председатель вӑл сирӗн: Арлашкин пеккисене хӳтӗлет.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ҫын тусӗ теҫҫӗ сирӗн пеккисене, ҫавна ӑнланма тӑрӑш та шӑплан-ха, ырӑ янаварӑм.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сирӗн пеккисене ҫакӑ кирлӗ! —

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Каллех пирӗн пурнӑҫа элеклеме хӑтланать хисеплӗ Таранов юлташ, каллех. Унӑн директорӗ ытла та хура, унӑн председателӗ ытла та тӗксӗм. Ҫавнашкал пуҫлӑхсене хура куҫлӑх тӑхӑннӑ писатель кӑна шухӑшласа кӑларма пултарать. Чӑннипе вара совет ҫӗршывӗнче Таранов сӑнарласа кӑтартнӑ пек тӑрлавсӑр председательсем ҫук, ун пеккисене пирӗн хушӑра кӑнтӑрла хунарпа шырасан та тупаймастӑн».

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавсене Маринэ шухӑшласа кӑларнипех ҫырлахман-тӑр, ун пеккисене вӑл, ҫивӗч те хӑюллӑскер, чӑннипех шыраса тупма пултарнӑ пуль, анчах вӗсенчен нихӑшӗ те ӑна качча илмех васкаман ӗнтӗ: хайхи чипер хӗрарӑм ҫӑмӑл шухӑш-туйӑмлӑ пулнине, эрех-сӑра таврашне кӑмӑлланине шута илнӗ паллах.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ун пеккисене сӑмахпа каласа ӳкӗте кӗртме ҫук — «Капкӑнра» ҫырсах намӑс кӑтартмалла-тӑр.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— А эпӗ хам пулсан ҫакӑн пеккисене университетра тытман пулӑттӑм, — терӗ куҫлӑхли, тачка кӗлеткелли ҫине пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Ун пеккисене хӑйӗн ҫывӑхӗнчен тимӗр шӑпӑрпах шӑлса сирпӗтет.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ун пеккисене врачсем столовӑйра тытма хушмаҫҫӗ, ӑна Виктор Павлович ҫавӑн пирки кӑна ӗҫрен кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Степан Фомичпа Платон пеккисене путсӗрленме ирӗк памастӑпах, — яланхи пекех ҫивӗччӗн кастарчӗ Аркаш.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ах, хӗрхенетпӗр ҫав эпир Ежеметьев пеккисене, ытлашши хӗрхенетпӗр.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Арҫын хӑйпашкарах кӗлеткеллӗ, ырханккарах сӑнлӑ — ун пеккисене хӗллехи сивӗ ҫатӑрах ҫавӑрса тытать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ун пеккисене хальччен пулман вырӑнсене ҫитсе курма чӗнекен романтикӑллӑ туйӑм та питех хавхалантарас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех