Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пачӗҫ (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Флот аптӑраса ӳкрӗ; командӑсене шикленӳпе хумхану хуптӗрлерӗҫ; асӑрхаттару мерисем йышӑнчӗҫ; сыхлавҫӑсене — хурал карапӗсемпе дозор миноносечӗсене — хушу пачӗҫ те вӗсем архипелагра унталла-кунталла кумаҫҫӗ, аякри ҫӗр-шывра вара ҫамрӑк ҫӗр-ҫӗр хӗрарӑм хурлану кӗпи тӑхӑнчӗ, нумайӑшӗн ыйхине хӑравӑн сивлек ҫуначӗ леке-леке аптӑратать.

Флот был в смятении; трепет и тревога поселились среди команд; назначались меры предосторожности; охранители, сторожевые суда и дозорные миноносцы, получив приказание, зарыскали по архипелагу, а в далекой стране сотни молодых женщин надели траурные платья, и сны многих осенило угрюмое крыло страха.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.

— Ҫак виҫӗ уйӑхра, — кӑшкӑрнӑ пекех калаҫрӗ Редж, — пире вун пӗр пин тенкӗ пачӗҫ тата икӗ пин — индиго транспорт сутнӑшӑн.

— Эти три месяца, — почти закричал Редж, — дали нам одиннадцать тысяч наличными и две — за проданный транспорт индиго.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Тӗттӗмре тытма меллӗ мар, куҫран вӗҫертесси те пулӗ тесе, Калюкова килне кӗме ирӗк пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— У-у! — те ырласа, те сивлесе сасӑ пачӗҫ пурте.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Часах вӗсем лашасене кӗртсе тӑратрӗҫ, ҫапах, витӗр шӑнса ӗнтӗркенине пӑхмасӑр, пӳрте тӳрех кӗмерӗҫ, пирвай утсене шӑварчӗҫ, Калюков хушнипе туянса хунӑ сӗлле кӗлетрен илсе тухса пачӗҫ, вара тин ҫенӗк патнелле иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑна ҫурчӗн чайнӑйӗнче пушӑ вырӑн ҫукчӗ те, вӑрмантан килнӗ ҫынсене пӗр кӗтесе уйрӑм сӗтел лартса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӑрантас патне пымарӗҫ те вӗсем, пахча калинккине уҫрӗҫ те анкарти хыҫнелле вӗҫтере пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Юн шӑршипе шуйхаса кайнӑ лашасем, кӗҫене-кӗҫене, пӗр вырӑнта тапӑртатса илчӗҫ те, ҫаврӑнса, каялла вӗҫтере пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӗҫ-вӗҫ ҫурӑлса каяс мина пекех халь вӑл, ахальтен мар-тӑр ятне те ҫаплах пачӗҫ ӑна.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫур сехетрен, Орлова та лаша пачӗҫ те, милици уйрӑмӗн начальникӗ Александровпа виҫӗ милиционер: Орлов, Васильев, ездовой юланутпа Ҫӗнӗ Мӑратран сиккипе тухса вӗҫтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унта вара поляксен аллине хӑш чаҫрен, хӑҫан, ӑҫта, мӗнле майпа лекни, ӑҫта пурӑнни, епле тарни ҫинчен виҫшер хут ҫыртарчӗҫ те ҫӗнӗ документсем пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Уколсем, эмелсем пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пачӗҫ, — терӗ В анькка кӗскен.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑшша пиҫнӗскерсене кӑнтӑрла кӑштах канма ирӗк пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа, ҫавӑрса илесрен сыхланса, пурне те чакма приказ пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Камерӑна хупсан нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, апат илсе пычӗҫ, ашпах пӗҫернӗ купӑста яшки, самаях пысӑк татӑк ҫӑкӑр пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑш чирӗпе чирленӗрен отпуск пачӗҫ, тет.

Из-за внутренней болезни, говорит, отпуск дали.

«Курма» килсен // Алексей Резапкин. «Капкӑн», 1935, 2№, 2 с.

Чӑваш Ен ҫӑлавҫисем темле йывӑр лару-тӑрура та пысӑк ӑсталӑхпа тата килӗшӳллӗн те кал-кал ӗҫлеме пултарнине пӗр хутчен кӑна мар кӑтартса пачӗҫ.

Спасатели Чувашии неоднократно доказывали свое высочайшее мастерство и умение слаженно и оперативно действовать в самых трудных ситуациях.

Михаил Игнатьев Ҫӑлавҫӑ кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/12/27/news-4004092

Ҫак ҫӗнӗлӗхе ватӑсемпе питех тухса ҫӳреймен ҫынсем тивӗҫлӗ хак пачӗҫ те ӗнтӗ.

Это новшество уже по достоинству оценили пожилые и маломобильные граждане.

Михаил Игнатьев Раҫҫей почтин кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/07/07/news-3891069

Телее, вырӑнӗ те пӗр халӑх судӗнчех тупӑнчӗ: Юрийпе Сашӑна иккӗшне те адвокат должноҫӗсене шанса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрий // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех