Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пачӗ (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анне тупса пачӗ ятне, пит лайӑх ят — Чӗкеҫ.

Куҫарса пулӑш

40 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ку упа ҫурине хуньӑм пачӗ.

Куҫарса пулӑш

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Райком инструкторӗ Яковлева чылай вӑрӑм ҫыру вуласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

31 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Дубовӑн пичӗ пӗҫерсе кайрӗ, чӗлхи ҫине пӗр сӑмах та килмерӗ, аптранипе вӑл карттусне хывса аллинче лӳчӗркеме тытӑнчӗ, кӑшт аяккинелле пӑрӑнса, хӑйпе мӗн пулса тухнине виҫӗ-тӑватӑ сӑмахпа ӑнлантарса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

31 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӳлти складра хӑй мӗн пӗлни-курнине юлташӗсене каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫавӑн чухне заявлени ҫырса пачӗ те вӑл.

Куҫарса пулӑш

27 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман мастер мӗн вӑлтнине аван ӑнланать, ҫапах вӑтана-вӑтанах хӑйӗн вӑрттӑнлахне уҫса пачӗ:

Куҫарса пулӑш

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫтаппанӑн тирӗк тӗпӗ курӑнма пуҫласанах, ун патне Машка-Милашка йӑпӑрт пырса тӑчӗ, ним шарламасӑрах ашлӑ шӳрпе хушса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ха, тата тепӗр татӑк хурса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӑх-ха, мӗн мӑнӑш аш татӑкӗ хурса пачӗ ӑна Милашки.

Куҫарса пулӑш

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Сӑввине кунти пӗр ҫамрӑк поэт ҫырса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Ӳкетпӗр!» — тесе асӑрхаттарчӗ те Раман аяккалла сике пачӗ.

Куҫарса пулӑш

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӑпӑклӑ сӑра тултарса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Тахҫанах ҫавӑнтан пуҫламаллаччӗ, — алӑ пачӗ ҫамрӑксене Яльчиков.

Куҫарса пулӑш

22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Стасик якалса ҫуталнӑ кивӗ йӗнер ҫинчен сиксе анчӗ те Раманпа Иллене алӑ пачӗ.

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Акӑ пӗри, амӑшӗ пулас, ҫӑварӗнчи ӑманӗпе хӑвӑла чӑма пачӗ — хӳри ҫеҫ тулалла кӑнтарса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

14 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кухньӑран тулли турилккесемпе тухакан Тамара, Раман сӑнӳкерчӗксем пӑхнине курсан, ӑнлантарса пачӗ:

Куҫарса пулӑш

12 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Апат вӑхӑчӗ вӗҫленнине кура директор ҫынсене нумай тытса тӑмарӗ, кӗскен, уҫӑмлӑн ӑнлантарса пачӗ пуласси ҫинчен, ыйтусене хуравларӗ, вара васкасах сывпуллашрӗ те тӑрантасӗ патнелле вашлаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Лашине йывӑҫран кӑкарса утӑ пачӗ те тӑрантасӑн малти кустӑрмине урипе тапса тӗрӗслерӗ, унтан тин ҫынсем патнелле васкаса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Якку ӑста ӗҫлет, йывӑҫа хӑвӑрт касса ӳкерчӗ, пӑчка Дубова тавӑрса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех