Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пачӗ (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Костя билетне пачӗ те хӗрарӑм хыҫҫӑн утрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Куна пире, Матрена Игнатьевна, Степа илсе пачӗ! — хаваслӑн ӑнлантарчӗ Богданов.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Богданов Ҫтаппана алӑ пырса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эпӗ, кин… — ассӑн сывласа илчӗ те Ҫтаппан хӑй шухӑшне пытармасӑр каласа пачӗ:

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑн «атлет» (Алена темшӗн ӑна Маугли ят пачӗ кайран) манран хӑпрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Виталий Петрович пире пурне те пӗр ҫӗре пуҫтарчӗ те экспедици ӗҫне кӗскен хак пачӗ, палӑртнӑ тӗллевсене пурне те пурнӑҫлама пултарнӑшӑн ырларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Пирӗн ушкӑн валли вӗрентекенӗмӗр лайӑх майсем туса пачӗ: маршрут палӑртса хунӑ, вырӑнти пуҫлӑхсемпе телефонпа ҫыхӑнса килӗшӳ тунӑ, студентсем валли меллӗ условисем хатӗрлеме хушнӑ, экспедици ушкӑнӗ валли ҫул ҫинче ӗҫпе тӑкакланма университетран нухрат та ҫырӑнса илме пултарайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

«Ҫӑлтӑр карти» пирки кайран атте каласа пачӗ: ҫак ҫутӑсен вӑййи тӗттӗмре ҫутатакан пӗчӗк нӑрӑсен пысӑк ушкӑнӗ «туй» тума пуҫтарӑннӑ чухне пулать иккен.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Ҫак пӑтӑрмах хыҫҫӑн атте хурт сӑхнин шыҫҫи чактӑр тесе мана пӗр-икӗ кунлӑх «отпуск» пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Манран аслӑрах Толик Матвеев, хамӑр йышра чи ӑслӑ ача, пире ҫапла ӑс пачӗ: «Атя партизансем йывӑҫ ҫине нимӗҫсене мӗнле ҫакнӑ, ҫырмара пӗр ватӑ йӑмра ҫине кушака ҫавӑн пек тытса ҫакатпӑр. Йӑмра айӗнче самаях тарӑн шыв кӳлленчӗкӗ пур, кайран ҫавӑнта пӑрахатпӑр ӑна. Кушаксем шыва юратмаҫҫӗ, ӑнланса илет вара хӑяр ҫиме юраманнине», — тет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Темиҫе хут каласа пачӗ пуль Миккуль тете мана вӑрҫӑ хирӗнчи хӑрушӑ самантсем ҫинчен — эпӗ вара ӑна татах та татах каласа пар тесе анӑрататтӑмччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Ҫак историе атте мана савӑнса, пӑшӑрханса каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Энтри тете костыль ӑсталаса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Халӗ эсӗ ак ҫапла кайса, ҫак алӑкран кӗрсе сулахай енчи аудиторие туп, — ман удостоверени ҫинчех ручкӑпа схема ӳкерсе пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Тикеш ялӗнчен ҫӳрекен медсестра Куляпа пӗрмай ӑшӑ куҫпа пӑхса калаҫать, акӑ вӑл часах марля татки тупса тухрӗ те пуҫтарӑннӑ мӗнпур тимӗр, хут укҫана явӑкласа ҫыхса кутамккан шалти пӗчӗкрех кӗсйине чиксе пачӗ: «Ан ҫухат», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Куля амӑшӗ таврӑниччен маларах сурӑхӗсене кӗтӳрен кӗтсе илчӗ, витене хупса шыв, ҫумланӑ курӑк пачӗ, каярах хурӗсене пӗверен кайса илсе картана хупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Яшка антаракан хӗрарӑм пысӑкрах турилкке илчӗ те мана пиҫнӗ сысна хӳрипе икӗ хӑлхине хурса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Хуравне ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Вячеслав Борисов пачӗ: патшалӑх награди ҫумӗнче укҫан паракан награда ҫук.

Куҫарса пулӑш

Награда паттӑрсене тупӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/nagrada-pattarsene-tupe

Надежда Никитична ял хуҫалӑх темипе ҫыхӑннӑ сӑввисене ачасене чӑвашларан вырӑсла куҫарса та вуласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял хӑвачӗ — туслӑхпа ӗҫченлӗхре // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/15/%d1%8f%d0% ... %80%d0%b5/

Васелиса ӑна типӗ ҫи-пуҫ илсе пырса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех