Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пачах сăмах пирĕн базăра пур.
пачах (тĕпĕ: пачах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак тамашалӑх йышши пачах кӗтмен тата тӗлӗнмелле кӑмӑл-туйӑмӑн кӑткӑс танатине Стерс халиччен нихӑҫан та лексе курман.

Еще никогда Стерсу не приходилось попадать в такой сложный тупик неожиданных и странных эмоций, подобных этому казусу.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.

Виҫҫӗшӗ те пӗр-пӗрин ҫине шӑтарасла тӗмсӗлчӗҫ, ҫапла, кӗтмен ҫӗртен, теветкеллӗ кӗрешӳ сиксе тухнине пачах та ӑнланса пӗтерейменнипе аптӑраҫҫӗ.

Все трое пристально смотрели друг на друга, с силой совершенного непонимания, вызванного внезапным наступлением отчаянной борьбы.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.

Халӗ Нок адреса вуланӑшӑн ӳкӗнет, анчах ӑна аса илмешкӗн хӑтланса пӑхрӗ те — ҫӑмӑллӑн чӗркеленӗ икӗ йӗркене ӑсӗ ҫӗнӗрен курма пачах мехел ҫитерейменнине ӑнланчӗ.

Теперь Нок жалел, что прочитал адрес, но, попытавшись вспомнить его, убедился в полной неспособности памяти воспроизвести пару легко начертанных строк.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Урисем ерипен ҫеҫ хуҫланкалаҫҫӗ, ӑшталаннӑ ӳпки чирлӗ чухнехилле — пачах та сывлӑш ҫӑтаймасӑр темелле — аран-аран турткаланать.

Ноги согнулись сами, и обожженные легкие дергались болезненными усилиями, почти не хватая воздуха.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

— Апла… — терӗ вӑл хут таткине вӗттӗн ҫурса, — манӑн аллӑма адресна хӑварни хӑвӑншӑн ырӑ марпа килсе тухасса пачах шухӑшламарӑн-тӑр.

— Так, — сказал он, разрывая бумажку, — ты не подумала даже, как предосудительно оставлять в моих руках адрес.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Унран — Нокран — ҫӗнӗ юрату патне тухса тарнӑ Темезӑн ултавӗпе ҫав тери пусӑрӑннӑ-антӑранӑ каччӑ арестлесен тата суд тусан пачах та пӑшӑрханман.

Нок был так подавлен и ошеломлен вероломством скрывшейся от него — к новой любви — Темезы, что остался глубоко равнодушным к аресту и суду.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Иртсе кайнӑ вӑхӑт пирки салхуллӑн уйланса ларакан Нок шартах сикрӗ те тимлӗн итлерӗ: кӗсменсем шыва вӑйсӑррӑн, аптӑравлӑн, ылмаш-тӗлмеш лексе ҫапӑнаҫҫӗ, кимӗ малалла куҫни пачах сисӗнмест.

Нок, мрачно думавший о жестоком прошлом, встрепенулся и прислушался: весла ударяли вразброд, слабыми, растерянными всплесками, почти не двигая лодку.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Унӑн пуплес кӑмӑлӗ пачах сӗвӗрӗлчӗ.

У нее пропала всякая охота разговаривать.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Тӗлӗннӗ Нок чӗлӗмне ҫӑварӗнчен кӑларчӗ, ҫапла хирӗҫ тӑрасса пачах кӗтменнине ҫирӗплетмешкӗн чӗннӗ чухнехилле — юхан шывпа тӳлек вӑрмана пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Нок изумленно вынул изо рта трубку и осмотрелся, как бы призывая свидетелями небо, реку и лес в том, что не ожидал такого отпора.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Кӳренӗвне пусарас йӳтӗмпе вӑл темӗн ӗнӗрлекелесе шыв хӗррине анчӗ, анчах Нок каллех асӑрхаттарасран шикленнӗрен пачах шӑпланчӗ.

Желая пересилить обиду, она спустилась к воде, тихо напевая что-то, но опасаясь нового замечания, умолкла совсем.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Ку пӗтӗмпех — хӗрарӑм инстинкчӗ, — пӗтӗмлетрӗ Нок, — арҫыншӑн пачах ют кӑмӑл-туйӑмран.

Это все инстинкт пола, — решил Нок, — бессознательное к мужчине.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Унӑн Геллипе пачах та калаҫас килместчӗ, анчах иккӗшӗшӗн мӗнле те-тӗр паллӑ мар япалана асӑнни-ӑнланни кирлине туйса сӑмах хушрӗ-хушрех:

У него совсем не было желания говорить с Гелли, однако, сознав, что надо же выяснить кое-что, неясное для обоих, Нок сказал:

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Сире манпа хаваслӑ пуласса пачах та ан шанӑр.

Со мной едва ли вам будет весело.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Вӑт ҫӗр тенкӗ — пачах урӑх япала.

Вот сто рублей — дело другого рода.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Хӗрӗн питне, уйрӑмах вара шухӑшлӑ, тимлӗ куҫӗсене тишкеререх тӗсесен сӑнавҫӑ унта эпир тахҫанах ҫухатнӑ чӗрӗлӗхе, асра юлакан самантсен ҫивӗчлӗхне асӑрхайӗччӗ; хӑнӑхӑва пула ҫав самантсем чунра пӗчӗк ачанни пек хӑвӑрт шанаслӑхпа — кашкӑр ҫырли-и унта е чие-и иккенне пачах тӗшмӗртмен туртӑмпа — вырӑн тупаҫҫӗ.

Вглядевшись пристальнее в лицо девушки, в особенности в ее сосредоточенные, задумчивые глаза, наблюдатель заметил бы давно утраченную нами свежесть и остроту впечатлений, сдерживаемых воспитанием и перевариваемых в душе с доверчивым аппетитом ребенка, не разбирающегося в вишнях и волчьих ягодах.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Хӑйӗнпе калаҫма хӑтланакансене пачах хуравламасть е татӑклӑн «ҫук!», «ҫапла!», «пӗлместӗп!» тенипех ирттерсе ярать.

Тем, кто с ним заговаривал, он не отвечал или бросал отрывисто «нет», «да», «не знаю».

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

«Эпир пачах та куҫ хупмастпӑр, ҫывӑраймастпӑр, — терӗ вӑл.

«Мы не бодрствуем и не спим.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

— Эпир хумсен шӑмпӑртатӑвне тата чечекленекен туратсен кӑштӑртатӑвне ҫеҫ илтетпӗр, Европӑра вара хӑрушӑ вӑрҫӑ кӗрлесе иртнӗ иккен, эпир ҫакӑн пирки пачах пӗлмесӗр юлнӑ.

Он объявил, что пережила Европа страшную войну в то время, когда мы, не подозревая ничего такого, слышали только плеск волн и шелест цветущих веток.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Эпӗ пӗлтерни — вӑл, ахӑртнех, ҫав ӗҫпе тӳрремӗн пачах та ҫыхӑнман, — эпӗ калани пурнӑҫа юратакан, хӑнасене тарават ҫав ҫынсен вилӗмӗн вӑрттӑнлӑхне уҫмашкӑн май парать тӗк — эпӗ, хурлӑхлӑ чӑнлӑха уҫма пулӑшнӑ этем пек, кулянса та пулин савӑнӑттӑм».

Если мое, не имеющее, по-видимому, никакого прямого отношения к делу, сообщение сможет пролить свет на тайну смерти жизнерадостных и гостеприимных людей, я испытаю горькую радость человека, способствовавшего раскрытию печальной истины».

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Арҫын ача пачах нимӗн те пӗлтереймерӗ, мӗншӗн тесен калаҫма вӗренейменпе пӗрех, хӗр ача вара утрав ҫинчи пурнӑҫ пирки аса илӗвне, ахӑртнех, ҫул ҫӳревӗн тата пысӑк хулана курнин ӳкерчӗкӗсемпе пӑтраштарать, ҫавӑнпа кӗретех айван япаласем кала-кала парать:

Мальчик вообще не мог ничего сообщить, так как почти не умел говорить, а девочка, очевидно, спутавшая воспоминания о жизни на острове с впечатлениями путешествия и большого города, рассказывала явные нелепости:

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех