Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пахалӑхӗ (тĕпĕ: пахалӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унсӑр пуҫне пӗлтӗр пирӗн республика ял шкулӗсенче паракан пӗлӳ пахалӑхӗ енӗпе чи лайӑх пилӗк регион шутне кӗме тивӗҫнӗ.

Кроме того, в прошлом году наша республика вошла в пятерку лучших регионов по качеству образования в сельских школах.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Произведени вулакансен совет патриотизмне ҫӗклет-и, коммунизм ӗҫне тума пулӑшать-и, художествӑллӑ пахалӑхӗ пысӑк-и? — акӑ мӗнле ыйтусене уҫса пама тӑрӑшмалла критикӑн.

Куҫарса пулӑш

Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №

Унта вылякансем те улшӑннӑ, анчах пахалӑхӗ чакман.

Куҫарса пулӑш

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Ҫавӑн пекех халӑха ЖКХри ӗҫ-пуҫ, медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхӗ, пурӑнмалли ҫурт-йӗр ҫитменни пӑшӑрхантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Наркотиксенчен «тасисем» — сакӑр район кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Вӗсен шучӗпе, чи ҫивӗччисем — ҫулсен пахалӑхӗ, ӗҫсӗрлӗх, ӗҫкӗпе иртӗхни.

Куҫарса пулӑш

Наркотиксенчен «тасисем» — сакӑр район кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

— 1917 ҫулчченхи тӗнчери тата Раҫҫейри, ССР Союзӗнчи, республикӑри 1970-2005 ҫулсенчи производствӑна, ӑна ӳстермелли ҫул-йӗре тӗпчерӗм, институт хатӗрленӗ сахал тӑкаклӑ технологие, пучах биотытӑмӗн пахалӑхӗ производство тухӑҫлӑхне витӗм кӳнине, ытти ыйтӑва тишкертӗм.

Куҫарса пулӑш

Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

— Кӑштах вараланчӑк лекни пучах биотытӑмӗн пахалӑхӗ начаррине пӗлтермест вӗт!

Куҫарса пулӑш

Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Пучах биотытӑмӗн пахалӑхӗ енӗпе Чӑваш Енпе танлашакан ҫӗршыв ҫук.

Куҫарса пулӑш

Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Прокуратура ӗҫченӗсен компетентлӑхӗнчен тата тӳрӗ кӑмӑллӑхӗнчен граждансен социаллӑ прависене тата экономикӑри ирӗклӗхӗсене, патшалӑхӑн саккунлӑ интересӗсене хӳтӗлессин пахалӑхӗ тата ҫӗршыври политика ҫирӗплӗхне упраса хӑварасси тӳрремӗнех килет.

От высокой компетентности и беспристрастности сотрудников прокуратуры напрямую зависят качество защиты социальных прав и экономических свобод граждан, законных интересов государства и сохранение политической стабильности в стране.

Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2016) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&ty ... id=3173826

«Культура учрежденийӗпе ӗҫченӗсем ҫакнашкал чыса тивӗҫни малашнехи ӗҫре хавхалану кӳретех. Хӑйсен кулленхи тӑрӑшуллӑ ӗҫӗпе вӗсем уява та, кану кунӗсене те пӑхмасӑр халӑха кантараҫҫӗ, культурӑна явӑҫтараҫҫӗ, нумай наци ҫыннисен ырӑ йӑли-йӗркине малалла тӑсса пыма пулӑшаҫҫӗ. Куракана ҫак енӗпе тивӗҫтерӳ парассин пахалӑхӗ малашне лайӑхланасса шансах тӑрас килет», — тет район администрацийӗн социаллӑ аталану, туризм тата хӑйтытӑмлӑх органӗсемпе ӗҫлекен пай начальникӗ М. Айзатуллов.

Куҫарса пулӑш

Пӑлапуҫ Пашьелсем тата Кивӗ Ахпӳртсем ҫӗнтернӗ // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Сӑтӑр пӗчӗк юханшывсенче пысӑкрах, мӗншӗн тесен шыв тытӑмӗпе пахалӑхӗ, биотопӗ, ценозӗ нумайрах улшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ мӗншӗн сахалланать? // Анатолий МАКСИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех