Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патӗнчен сăмах пирĕн базăра пур.
патӗнчен (тĕпĕ: патӗнчен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
10. Виҫҫӗмӗш шӑпи Завулон ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене тухнӑ, вӗсен ҫӗрӗн чикки Сарид патне ҫитичченех тӑсӑлса пынӑ; 11. вӗсен чикки тинӗс енне, Марала патнелле, хӑпарать те Дабешеф патне ҫитсе Иокнеам умӗнчи юхӑм шыв патнех ҫитет; 12. Сарид патӗнчен каялла, тухӑҫ еннелле, хӗвелтухӑҫ еннелле, Кислоф-Фавор чиккине ҫити каять; кунтан Давраф патӗнчен иртсе Иафия патнелле улӑхать; 13. кунтан тухӑҫалла каять, Геф-Хефер, Итту-Кацин патӗнчен иртсе Риммон, Мифоар, Нея еннелле каять; 14. вара чикӗ Ханнафон патӗнчен ҫурҫӗр енчен пӑрӑнса каять те Ифтах-Ел айлӑмне ҫитсе тухать; 15. вӗсене тата Каттаф, Нагалал, Шимрон, Идеала, Вифлеем хулисем тивнӗ: пурӗ — вуникӗ хула тата вӗсен ялӗсем.

10. Третий жребий выпал сынам Завулоновым по племенам их, и простирался предел удела их до Сарида; 11. предел их восходит к морю и Марале и примыкает к Дабешефу и примыкает к потоку, который пред Иокнеамом; 12. от Сарида идет назад к восточной стороне, к востоку солнца, до предела Кислоф-Фавора; отсюда идет к Даврафу и восходит к Иафие; 13. отсюда проходит к востоку в Геф-Хефер, в Итту-Кацин, и идет к Риммону, Мифоару и Нее; 14. и поворачивает предел от севера к Ханнафону и оканчивается долиною Ифтах-Ел; 15. далее: Каттаф, Нагалал, Шимрон, Идеала и Вифлеем: двенадцать городов с их селами.

Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

«Иртсе кай эсӗ, тимӗр, ман патӑмран, туррӑн чури патӗнчен, ман юлташсем патӗнчен те, ман лашам патӗнчен те, кайса вырт хӑвӑн тӑван аннӳ варне — хура ҫӗр ӑшне.

«Пойди ты, железо, во свою матерь-землю от раба Божья и товарищей моих и коня моего мимо.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

31. Ҫӳлхуҫа Моисей каланӑ пекех тунӑ: йытӑ шӑнисене фараон патӗнчен, унӑн чурисем патӗнчен, унӑн халӑхӗ патӗнчен сирсе янӑ, пӗр шӑна та юлман.

31. И сделал Господь по слову Моисея и удалил песьих мух от фараона, от рабов его и от народа его: не осталось ни одной.

Тух 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Моисей каланӑ: акӑ эпӗ сан патӑнтан тухӑп та Ҫӳлхуҫа [Туррӑмӑра] кӗлтӑвӑп, вара йытӑ шӑни фараон патӗнчен, унӑн чурисем патӗнчен те, унӑн халӑхӗ патӗнчен те ыранах сирӗлӗ, анчах фараон халӑха Ҫӳлхуҫана парне кӳме ямасӑр тӑрса улталамашкӑн чарӑнтӑр, тенӗ.

29. Моисей сказал: вот, я выхожу от тебя и помолюсь Господу [Богу], и удалятся песьи мухи от фараона, и от рабов его, и от народа его завтра, только фараон пусть перестанет обманывать, не отпуская народа принести жертву Господу.

Тух 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пилӗк-ултӑ ҫул каяллах тума тытӑннӑ сысна вити патӗнчен хӑма-пӗрене, ача сачӗ патӗнчен — кафель, тырӑ склачӗ купалакан ҫӗртен хӗҫтимӗр кӳрсе килтерчӗ председатель.

Куҫарса пулӑш

Хӑна кулли // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 39–40 с.

Тимӗрҫӗсем ҫапла калаҫкаласа сунтал патӗнчен вӗркӗч патне, вӗркӗч патӗнчен сунтал патне чупкаласа ҫӳренӗ хушӑра алӑк умне пӗр сассӑр Нухрат ҫитсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӑлмач Гент патӗнчен король патнелле, король патӗнчен Гент патнелле кумать… татах-татах, ӑнланмалла мар темӗскер мӑкӑртатать.

Переводчик бегал от Гента к королю и обратно, бормоча что-то невразумительное.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Тӑвӑл кӑкласа тӑпӑлтарнӑ вӑрман патӗнчен иртсе, вӗсем йӳплӗ хыр патне ҫитсе тӑчӗҫ, Ленька ҫав хыр патӗнчен ҫирӗм виҫ утӑм виҫсе илчӗ.

Они миновали бурелом, нашли сосну-«рогулину», и Ленька отсчитал двадцать три шага.

XVI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Вӗсене кӑшт хытӑрах тытса кумаканӗ кумма пуҫлать: а шӑл патӗнчен б шӑлпа в шӑлсем хушшине хӑй еннелле илсе тухать ҫиппине, сылтӑм енчен г шӑл тавра ҫаврӑнса д, е шӑлсем тавра, шӑл патӗнчен шӑл патне пырса чи аякри шӑл тӗлне ҫитерет, ҫакӑнта ҫаврӑнса ҫав ҫулпах б шӑлпа в шӑл хушшипе хӑй еннелле илсе тухса а патне ҫитет.

Слегка сжав их, ведет к палкам б и в, выводит между ними, двигается к правому углу сновальни, обогнув палку, устремляется влево к палке д и т. д. От самого дальнего колышка тем же путем нитки возвращаются обратно.

Сӳс-кантӑр, ҫип ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Марк патӗнчен те мар, Марк Петрович патӗнчен те мар, Марк Петрович Васильев патӗнченех…

Не от Марка и не от Марка Петровича, а от Марка Петровича Васильева…

XI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Трактир Геркулес хапхи патӗнчен, хӑравҫӑ Меций Либеон префект милиционерсемпе тӑракан пост патӗнчен аякра марччӗ.

Этот трактир отстоял недалеко от того места, где находились на посту солдаты, под начальством трусливого префекта Меция Либеона.

X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Выртатӑн-выртатӑн та, йӑпанмашкӑн мӗн те пулин шутласа кӑларатӑн: ӗлӗк пӗрре ула курак пурӑннӑ, тет, уй патӗнчен вӑрман патне, пӗр ана йӑранӗ патӗнчен тепӗр йӑран патне вӗҫсе ҫӳренӗ, тет, хӑй вӑхӑтне пурӑнса ҫитнӗ те, турӑ ӑна пӗтернӗ, тет: вилсе выртнӑ та ула курак типсе кайнӑ!

Лежишь-лежишь да и придумаешь чего-нибудь для забавы: во время оно жила-была ворона, летала с поля до горы, от межи до межи, дожила до своей поры, господь ее накажи: издохла ворона и засохла!

XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ав казаксем хушшинче, итле, Библисӗр пуҫне урӑх ниме те хисеплемеҫҫӗ, Библи тени вӑл Саратов таврашӗнчи нимӗҫсем патӗнчен, Лютор патӗнчен килет; вӑл Лютор ҫинчен ҫапла каланӑ: «Хӑйӗн ятне хӑйне килӗшмелле тупса илнӗ: чӑн-чӑн та Лютор, хаяр тесе калаканскер, чӑн та хаярскер, хаярри кӑмӑллӑ!»

Вон в козаках, чу, ничего уж и не почитают, окромя Библии, а Библия это от немцев саратовских, от Лютора, о коем сказано: «имя себе прилично сочета: воистину бо — Лютор, иже лют глаголется, люте бо, любо люто!»

XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Вӑл сылтӑмран, ҫиҫӗм чӗрсе антарнӑ юман патӗнчен, е сулахайран, бакенщикӑн ҫӗмӗрӗлнӗ пӳрчӗ патӗнчен, килсе тухма пултаракан хурала кӗтет.

Он ждал дозора, который появится или справа, со стороны дуба, расщепленного молнией, или слева, от развалин хижины бакенщика.

4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Чочойпа Том пӗр пӗчӗк пӳрт патӗнчен теприн патне, яранга патӗнчен яранга патне чупа-чупа каҫса, пӗрмелентернӗ цинк тимӗртен тунӑ вӑрӑм кӗлет патнелле вӑрттӑн йӑпшӑнса ҫывхараҫҫӗ.

Чочой и Том, перебегая от дома к дому, от яранги к яранге, пробирались к длинному складу из гофрированного цинкового железа.

Ӑнсӑртран тупни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Эпир Глеб патне, Глеб патӗнчен — Юра патне, Юра патӗнчен — Толя патне кайрӑмӑр.

Мы пошли к Глебу, от Глеба — к Юре, от Юры — к Толе.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Филиппыч патӗнчен кайнӑ чухнехи пекех, Лазаревӑсем патӗнчен каяс умӗн хам пурӑннӑ йӗрӗ — кил-ҫурт кӗнеки ҫинчи суя пропискӑна тасатса хӑвартӑм.

Так же как и у Филиппыча, перед уходом от Лазаревых я уничтожил следы своего пребывания — смыл фиктивную прописку в домовой книге.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

— Каспи тинӗсӗнчен, — терӗ Лида Зорина, унтан вӑл хӑйӗн пӑрахутне хуллен Атӑлпа илсе тухрӗ, Астрахань патӗнчен, Сталинград патӗнчен иртсе кайрӗ, унтан Ока юханшывне ҫитсе кӗчӗ, ҫул ҫинче мӗнле хуласенче пулнине хӑвӑрт каласа пачӗ, ҫапла вара чип-чиперех Мускава ҫитрӗ.

— С Каспийского моря, — ответила Лида Зорина, осторожно вывела свой пароход на Волгу, прошла мимо Астрахани, мимо Сталинграда, вышла на реку Оку, бойко перечислила по пути несколько городов, благополучно прибыла в Москву.

14 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Заказ паракансем патӗнче пулнӑ хыҫҫӑн Лука Александрыч йӑпӑртлӑха аппӑшӗ патне кӗнӗ, унта ӗҫнӗ тата ҫырткаланӑ, аппӑшӗ патӗнчен пӗр палланӑ переплетчик патне кайнӑ, переплетчик патӗнчен хупаха, хупахран кумӗ патне, унтан тата ытти ҫӗре те.

Побывав у заказчиков, Лука Александрыч зашел на минутку к сестре, у которой пил и закусывал; от сестры пошел он к знакомому переплетчику, от переплетчика в трактир, из трактира к куму и т. д.

I. Хӑйне хӑй япӑх тыткаланӑ // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Анчах ун алли Вера Павловна аллине сӗртӗнчӗ ҫеҫ, Вера Павловна, электрица пырса ҫапнӑ пек, хаяррӑн кӑшкӑрса ярса, ура ҫине сиксе тӑчӗ, пӗр самантра ҫамрӑк ҫын патӗнчен каялла чакрӗ, аллине шӑнӑр туртнӑ пек тытса, ӑна хӑй патӗнчен тӗртсе ячӗ: — Кай!

Но лишь коснулась его рука ее руки, она вскочила с криком ужаса, как поднятая электрическим ударом, стремительно отшатнулась от молодого человека, судорожно оттолкнула его: — Прочь!

II. Ухмахла ӗҫе пӗрремӗш хут йӗрлени // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех