Шырав
Шырав ĕçĕ:
патӑнти (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
23. Унта ҫутаткӑҫ ҫути курӑнмӗ урӑх, каччӑпа хӗр сассине те унта илтес ҫук, мӗншӗн тесессӗн санӑн патӑнти купсасем улпута тухса кайрӗҫ, мӗншӗн тесессӗн хӑвӑн асамупа эсӗ халӑхсене пурне те аташтартӑн.
Ӳлӗм 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Пуянлӑху, тавару, пӗтӗм пурлӑх пӳлмисем, карап ҫӳретекенсем, карап хӳрине тытса пыракансем, шӑтнӑ тӗле юсакансем, санӑн суту-илӗвне йӗркелесе тӑракансем, сан патӑнти пӗтӗм ҫар ҫынни, санӑн пӗтӗм йышлӑ халӑху эсӗ пӗтнӗ кун пурте, пурте тинӗс варрине ӳкӗҫ.
Иез 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй Иерусалим, Ҫӳлхуҫана мухта; эй Сион, хӑвӑн Турруна аслӑла: 2. Вӑл санӑн хапху юписене тӗреклетет, ху патӑнти ывӑлусене пиллӗх парать; 3. санӑн ҫӗрне тӑнӑҫлӑ тӑратать; сана тутӑ тулӑпа тӑрантарса усрать; 4. ҫӗр ҫине Хӑйӗн сӑмахне ярать; Унӑн сӑмахӗ хӑвӑрт сарӑлать; 5. шурӑ ҫӑм евӗрлӗ юр ҫутарать; кӗл сапнӑ пек, пас тӑкать; 6. катӑк-катӑк пӑр пӑрахать; Унӑн сиввине кам чӑтайӗ?
Пс 147 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӑл хӑйӗн мӗн пуррине тытса тӑракан Вагой хайрана каланӑ: кай та ху патӑнти еврей хӗрарӑмне пирӗнпе пӗрле ӗҫсе ҫиме илсе кил; 12. пире ҫавӑн пек арӑма пӗччен, унпа калаҫмасӑр, хӑварма намӑс; хӑйне чӗнмесен вӑл кулӗ пирӗнтен, тенӗ.
Иудифь 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Шурӑмпуҫ ҫуталса килсессӗн, Ангелсем Лота васката пуҫланӑ: тӑр, арӑмупа ху патӑнти икӗ хӗрне илсе тух, хуланӑн йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн санӑн пӗтмелле ан пултӑр, тенӗ.
Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1