Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл наци пӗрлӗхӗн, патшалӑхӑн мӑнаҫлӑхӗпе ирӗклӗхӗн палли пулса тӑрать.Он является символом национального единения, величия и независимости нашего государства.
Михаил Игнатьев Раҫҫей кунӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/06/12/news-3591820
Ӳсӗмлӗ аталану шайне сыхласа хӑварма ҫӗрпе типтерлӗ усӑ курассине, ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсене ҫаврӑнӑша тавӑрассине патшалӑхӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗллевӗ тесе шутлатӑп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Патшалӑхӑн пысӑк корпорацийӗсемпе, Раҫҫей Оборона министерствипе хутшӑнса ӗҫлекен предприятисен производство калӑпӑшӗсем пысӑкланаҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
I Петӗр патша никӗсленӗ Раҫҫей прокуратури ҫӗр ҫул ытла «патшалӑхӑн шанӑҫлӑ куҫӗ», обществӑри йӗркелӗхпе саккунлӑха шантаракан тытӑм шутланать.
Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/01/12/news-3456361
Эсир патшалӑхӑн оборона хӑватне ҫирӗплетес ӗҫре уйрӑм вырӑн йышӑнатӑр, ачасемпе ҫамрӑксене патриот воспитанийӗ парас енӗпе хастар ӗҫлетӗр.
Олег Николаев Ҫар комиссариачӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/04/08/gla ... et-s-dnyom
Шамполион курӑнми ҫӗнӗ тӑшманпа кӗрешет; тӗпчесе тӗшмӗртнине тӗпе хурсан — ҫак тӑшман патшалӑхӑн пӗтӗмпех тенӗ пек сутӑнчӑк, кахал полицийӗшӗн ют.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Эпӗ вӗсене тӑхӑр патшалӑхӑн улӑпла кӗрешӗвӗн май пур таран тулли ӳкерчӗкне сӑнласа кӑтартрӑм, ҫак вӑрҫӑн пысӑкран та пысӑк пулӑмӗсем, планӗ, вӑл мӗнле пыни, хӑвӑртлӑх, хирӗҫ тӑруҫӑсем усӑ куракан техникӑпа мораль хатӗрӗсем пирки каласа патӑм, тӗплӗ ӑнлантартӑм.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Кулӑш патшалӑхӑн тытӑмне хавшатать.
Вӑрттӑн кулӑш // Г. Рыклин. Ҫӗлен-калтасем. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви. 1941 — 52 с. — 48–52 c.
Таиланд патшалӑхӑн тӗп хули тай чӗлхинче яланах Крунг-Тхеп-Маха-Накхон ятлӑ пулнӑ.На тайском языке столица Королевства Таиланд всегда называлась Крунг-Тхеп-Маха-Накхон.
Таиландӑн тӗп хули ячӗ малашне Крунг-Тхеп-Маха-Накхон пулӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31054.html
Унсӑр пуҫне, патшалӑхӑн тата обществӑн пӗлтерӗшлӗ задачисен шутне аслӑ ӑрӑва хастарлӑ вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулма условисем туса парасси, сывлӑхне лайӑх шайра тытса тӑрассипе упраса хӑварасси, ӑна общество тата волонтерлӑх ӗҫ-хӗлне хутшӑнтарасси кӗрет.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Аталаннӑ экономикӑпа хӑтлӑ пурнӑҫ хутлӑхӗнче те ҫынсене тата ҫемьесене пулӑшу парасси патшалӑхӑн пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗ пулса юлать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Таможня ӗҫченӗсем пысӑк пӗлтерӗшлӗ тивӗҫе пурнӑҫлаҫҫӗ – патшалӑхӑн экономика интересӗсене шанчӑклӑн хӳтӗлеҫҫӗ.На таможенных работников возложена важнейшая роль – охрана экономических интересов государства.
Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн таможня ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/10/25/news-3962527
Ҫак уяв, 2011 ҫулта туса хунӑскер, финанс сферин ӗҫченӗсен патшалӑхӑн финанс тытӑмӗн ҫирӗплӗхне тивӗҫтерес ӗҫри пӗлтерӗшне уҫӑмлӑн палӑртать.
Михаил Игнатьев Финансист кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/09/08/news-3929485
Паян ҫемье институтне ҫирӗплетессине, демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатассине патшалӑхӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика политикин тӗп ҫул-йӗрӗ тата Раҫҫее малалла кал-кал аталантармалли чи кирлӗ услови тесе йышӑннӑ.
Михаил Игнатьев Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/07/07/news-3890083
Яшсемпе хӗрсене хӑйсен пултарулӑхне туллин уҫма, паха пӗлӳ илме, професси тӗлӗшӗнчен йӗркеллӗ аталанса пырса ӳсме пулӑшмалли, республикӑн общество пурнӑҫне явӑҫтармалли, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсене тытса пырас ӗҫе хутшӑнтармалли лайӑх майсем туса парасси – патшалӑхӑн ҫамрӑксен политикин тӗп ҫул-йӗрӗсем.
Михаил Игнатьев Ҫамрӑксен кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/06/27/news-3884043
Ҫитӗнекен ӑрушӑн тӑрӑшасси, ӑна пулӑшса пырасси тата хӳтӗлесси – ашшӗ-амӑшӗн кӑна мар, ҫавӑн пекех обществӑпа патшалӑхӑн тӗллевӗ те.
Михаил Игнатьев Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/06/01/news-3865802
Социаллӑ учрежденисен ӗҫченӗсем патшалӑхӑн социаллӑ политикине пурнӑҫа кӗртес ӗҫе яланах ӑнӑҫлӑ тата пысӑк яваплӑхпа хутшӑнаҫҫӗ.
Михаил Игнатьев Социаллӑ ӗҫчен кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/06/08/news-3871645
Культурӑна аталантарасси тата пулӑшса пырасси яланхи пекех патшалӑхӑн тӗп тӗллевӗсен шутӗнче.Развитие и поддержка культуры по-прежнему входят в число важнейших государственных задач.
Культура ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/03/23/news-3811413
Хули патшалӑхӑн кӑнтӑр енче вырнаҫнӑ.
Брусчаткӑласа пӗтернӗ Газиантеп // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5902-%D0%91% ... D0%BF.html
Ҫавнашкалах тата юнашар патшалӑхӑн хулисенчен пӗри пирӗншӗн меллӗ вырӑнта ларать пулсан е унӑн ҫӗрӗн пӗр пайӗ пирӗн ҫӗр ҫине савӑлланса кӗрет пулсан, ӑна хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫласа яма пулать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.